Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗлтӗм (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапкаланса ҫӳремен, Федор Лукич, пӗр кирлӗ ӗҫ пирки пӗлтӗм.

— Не шлялся, Федор Лукич, а разузнавал одно важное дело.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫапла, полковник юлташ, эсир пӗлместӗр, эпӗ вара пӗлтӗм.

Да, товарищ полковник, вы не знаете, а я узнал.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Эпӗ аяк пӗрчинчен аяларах чикнине те, кинжал ӳт ӑшне кӗнине те пӗлтӗм.

Я знал, что я ударяю ниже ребер и что кинжал войдет.

XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫӗнӗ те тирпейлӗ япаласем илсе пыракан господин, — вӑл адвокат пулнӑ, ун ҫинчен эпӗ каярахпа пӗлтӗм, — табак туртакан кӳршӗ майрапа, арҫынсенни майлӑ пальто тӑхӑннӑскерпе, чей ӗҫме станцӑна кайрӗ…

Господин же с аккуратными новыми вещами, адвокат, как я узнал впоследствии, с своей соседкой, курящей дамой в полумужском пальто, пошли пить чай на станцию.

I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Эпӗ ӑна хам ӗҫ ҫинчен пӗтӗмпех каласа патӑм та, вӑл халь тесен халь манпа ӗҫе тухса кайма хатӗр тӑнине пӗлтӗм.

Я рассказал ему все мое дело и увидел, что он готов хоть сейчас.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Вӑл ҫаплах чӗнмесӗр: «эпӗ чӑнах та пӗлтӗм: ман пулӑшу кирлӗ пулчӗ…

Сидел он все так же молча, думая: «Так я и знал: помощь моя понадобилась…

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Паян эпӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлтӗм: унта каҫма лайӑх, ӑшӑх вырӑнсем пур, тет.

Я сегодня расспросил людей: там хорошо переправляться, есть мелководье, говорят.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Яланхилле кӑмӑллӑн сывлӑх сунтӑм та ӑна хам кунта мӗншӗн килни ҫинчен каларӑм, унтан Чжан-фупа А-шунь ҫинчен ыйтса пӗлтӗм.

После обычных фраз о погоде я рассказал ей, зачем приехал и почему мне нужен Чан Фу и А-шунь.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Вӑл аннепе калаҫнинчен унӑн килӗнче ӗҫ нумай пулнине, унӑн ыран киле васкасах таврӑнмаллине пӗлтӗм.

Мать стала его расспрашивать, и он сказал, что у него много дел по хозяйству и что завтра он должен вернуться домой.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Ҫав ҫыру тӑрӑх эпӗ пирӗн юратнӑ Вовочка текех ҫуккине пӗлтӗм.

Из него я узнал, что наш любимый Вовочка погиб.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эп ыйтса пӗлтӗм, вӑл вуннӑ тултарнӑ.

Ему, как я выяснил, десять лет.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Итле, эп ак мӗн пӗлтӗм.

— Слушай, что я вызнал.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кӑна мотоциклсем ҫинчи номерсем тӑрӑх пӗлтӗм.

Это я на номерных знаках мотоциклистов заметил.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Кӳртес ҫуккине эпӗ пӗлтӗм.

— Я знал, что не пустит.

XXVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Илтрӗм тискер кайӑк мӗнле шатӑртаттарнине, тискер кайӑк иккенне эпӗ ҫийӗнчех пӗлтӗм.

— Слышал, как затрещал зверь, Я сейчас узнал, что зверь.

VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Кайрантарахпа, карап журналӗ тӑрӑх, эпӗ утрав ҫинчен хӑҫан тухса килнине пӗлтӗм.

Я установил впоследствии по корабельному журналу, когда состоялся мой отъезд.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кунсӑр пуҫне тата тӑшман лайӑх хӗҫпӑшалланнине те пӗлтӗм, ҫавӑнпа хам ҫынсене ахалех вӗлерттерсе пӗтерес килмерӗ.

А главное, я знал, что враг вооружен с головы до ног, и не хотел рисковать жизнью своих людей.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ман утрав ҫине темиҫе ҫул хушшинче те пӗр ҫынҫиен пырса кӗме хӑяйманни ҫинчен эпӗ кайран кӑна пӗлтӗм.

Впоследствии я узнал, что даже много лет спустя ни один дикарь не осмеливался показаться на моем острове.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ чи малтан Эрне ашшӗнчен акӑ мӗн ҫинчен ыйтса пӗлтӗм: «Тарса ӳкме пултарнӑ тӑшмансем, хӑйсен ҫыннисене пухса, утрав ҫине каялла килсе пире тапӑнасран хӑрамастӑн-и?» — терӗм.

Прежде всего я спросил отца Пятницы, не боится ли он, что убежавшие людоеды могут вернуться на остров с целым полчищем других дикарей, которые жестоко расправятся с нами.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑрман хӗрринче ӳсекен йывӑҫсене астунипе ҫеҫ ҫав ҫынҫиенсен ӗҫки-ҫики вырӑнне пӗлтӗм.

Только по деревьям на опушке прибрежного леса я догадался, что людоеды пировали именно здесь.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех