Шырав
Шырав ĕçĕ:
50. Ҫавӑн чухне вӗсене темӗн чухлӗ хӑват кӑтартӗ, терӗ Ангел.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӗртен ыйт, вӑл калӗ сана, вӑл хӑйӗн ҫинче ҫуралакансем ҫав тери нумаййӑн пӗтнишӗн хурланса йӗмелле тейӗ; 10. чӑн малтан ҫуралнисем те, каярах ҫуралассисем те пурте тенӗ пекех пӗтеҫҫӗ, ҫапла вӗсем темӗн чухлӗн пӗтеҫҫӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Темӗн чухлех шӑтса ӳснӗ усӑсӑр япала пӗттӗр, анчах Манӑн ҫырлампа Манӑн йывӑҫӑм, Эпӗ пысӑк йывӑрлӑхпа ӳстернӗскер, сыхланса юлччӑр.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Пӗтекенсем темӗн чухлех, вӗсем ҫинчен урӑх ыйтса пӗлме ан тӑрӑш.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
89. Пурӑннӑ чухне вӗсем темӗн тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссе Ҫӳлти Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ, вӗсене, Саккун Параканӗн саккунне тӗрӗс-тӗкел упрас теекенсене, кашни сехетрех хӑрушлӑх сыхласа тӑнӑ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсемшӗн Эпӗ темӗн чухлӗ патшана сирпӗтрӗм; фараона чурисемпе, пӗтӗм ҫарӗпе пӗрле пӗтертӗм; 11. суя тӗнлисене пурне те вӗсен умӗнчен сирсе тӗп турӑм, хӗвелтухӑҫӗнче те икӗ ҫӗрӗн, Тир ҫӗрӗпе Сидон ҫӗрӗн, халӑхне сапаласа ятӑм, вӗсен мӗнпур тӑшманне пӗтерсе тӑкрӑм.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ фараона, Египетӑн ӗлӗкхи патшине — темӗн чухлӗ ҫар урапиллӗ, хӑйӗн йӗркесӗр чӑрсӑрлӑхӗпе, мӑнкӑмӑллӑ сӑмахӗпе ытла та ҫӗкленсе кайнӑскере — мӑнаҫлӑ ҫарӗпе пӗрле тинӗсе путарса тӗп тунӑ, Израиль йӑхне вара ырӑлӑхун ҫутине кӑтартнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хулара пурӑннӑ эллинсем, нихӑҫан та хӑйсене иудейсем кӳрентернине курманскерсем, ҫак ҫынсене хирӗҫ кӗтмен ҫӗртен пӑлхав ҫӗкленнине, вӗсене хирӗҫ сасартӑках темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннине курсассӑн, патша хушнине хирӗҫ каяйманнипе иудейсене пулӑшма пултарайман пулсассӑн та, вӗсене лӑплантарнӑ, вӗсемшӗн пӑшӑрханнӑ, ӗҫ-пуҫ улӑшӑнасса шанса тӑнӑ: 6. ара, ҫавӑн чухлӗ халӑха, пӗр айӑпсӑр халӑха, нимӗн вырӑнне те хумасӑр тӑма юрамастех-ҫке.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсене ҫӗнтернӗ-парӑнтарнӑ хыҫҫӑн Иуда тӗреклӗлетнӗ Ефрон хулине хирӗҫ кайнӑ, унта Лисий тата тӗрлӗ халӑх ҫыннисем йышлӑн тӑнӑ: хӳме умӗнче тӑракан патвар ҫамрӑксем хастар ҫапӑҫнӑ; унтах темӗн чухлӗ ҫар хатӗрӗпе ҫӗмрен хатӗрлесе хунӑ пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тимофей хӑй Досифейпа тата Сосипатрпа пӗрле пулнисен аллине лекнӗ, темӗн тӗрлӗ чееленсе хӑйне чӗрӗлле кӑларса яма тархасланӑ: ун патӗнче [иудейсен] чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑшӗсен вара тӑванӗсем тыткӑнра имӗш, эхер те вӑл вилсессӗн, вӗсене ӗнтӗ хӗрхенсе тӑрас ҫук.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тин кӑна этемле мар мӑнаҫланса, хӑйне тинӗс хумӗсене итлеттерекенӗ вырӑнне хунӑскерӗ, чи ҫӳллӗ тусене виҫепе виҫме шухӑшланӑскерӗ, ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, пурне те Туррӑн куҫкӗрет вӑйне кӑтартса ӑна ҫӗклевӗҫпе йӑтса пынӑ, 9. ӗнтӗ усал ҫыннӑн ӳт-пӗвӗнчен темӗн чухлӗ хурт йӑшӑлтатса тухнӑ, чирӗпе асапне пула чӗрӗ чухнех ӳчӗ таткаланса татӑла-татӑла ӳкнӗ; унран тӳсмелле мар ҫӗрӗк усал шӑршӑ пӗтӗм ҫарӗпе сарӑлнӑ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Менелай чарманнипе Лисимах хулара Турра уямасӑр ирсӗр ӗҫсем тусассӑн, ҫакӑн ҫинчен сӑмах сарӑлсассӑн, халӑх Лисимаха хирӗҫ ҫӗкленнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл темӗн чухлӗ ылтӑн савӑт вӑрланӑ пулнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пулни-иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас кӑмӑллисен умне темӗн чухлӗ шут-хисеп тата йывӑрлӑх тухса тӑрассине пӗлсе, 26. эпир вулас теекенсен чунне хускатас, асра тытса юлас теекенсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тата вулама тӳр килнисене пурне те усӑ кӳрес тесе тӑрӑшрӑмӑр; 27. пирӗншӗн, кӗскетсе ҫырас ӗҫе хамӑр ҫине илнисемшӗн, ку ҫӑмӑл ӗҫ мар пулин те, вӑл хастарлӑхпа тимлӗх ыйтать пулин те тӑрӑшрӑмӑр — 28. ҫынсене усӑ тӑвас тесе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлекене ҫӑмӑл мар-ҫке.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ трупасемпе кӑшкӑртса янӑ; ҫакна илтсессӗн Кендевей хӑй те, унӑн ҫарӗ те каялла тарма пикеннӗ, вӗсенӗн аманнисем темӗн чухлӗ выртса юлнӑ, ыттисем кереме тарса кайнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудейсем ҫапла патша умӗнче, ун патшалӑхӗнчи пӗтӗм ҫын умӗнче чапа тухнӑ, Иерусалима темӗн чухлӗ тупӑш илсе таврӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара патша иудейсене хӑйне пулӑшма чӗннӗ, лешӗсем пурте ҫийӗнчех ун патне пухӑннӑ, хула ҫыннисем ӗнтӗ чӑл-пар саланнӑ, вӗсене ҫав кун ҫӗр пине яхӑн вӗлерсе тухнӑ; 48. хулине вут тӗртсе ҫунтарса янӑ, ҫав кун темӗн чухлӗ тупӑш пуҫтарса илнӗ, патшана ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав вӑхӑтра Ионафан, Иерусалим керемне туртса илес тесе, иудейсене пухнӑ, керем умне хӳмене ҫӗмӗрекен темӗн чухлӗ сӑпрай туса лартнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Египет патши тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ карап хатӗрленӗ, вӑл ӗнтӗ, чееленсе, Александр патшалӑхне хӑй патшалӑхӗ ҫумне хушма ӗмӗтленнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Ионафан, Птолемаида хулине чаплӑн тухса пырса, икӗ патша умне тӑнӑ, вӗсене хӑйсене те, вӗсен ҫывӑх ҫыннисене те ылтӑн-кӗмӗл, темӗн чухлӗ парне парса савӑнтарнӑ, ҫапла вӑл пурин кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Александр патша кӗтсе илнӗ ӑна, лешӗ ҫавна хӑйӗн хӗрне Клеопатрӑна качча панӑ, унӑн туйне Птолемаидӑра патшасене килӗшӳллӗн, темӗн пек вӑйлӑ та чаплӑ туса ирттернӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.