Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яваплӑ сăмах пирĕн базăра пур.
яваплӑ (тĕпĕ: яваплӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Коммунизм ялавӗ» /«Хыпар»/ хаҫатра корреспондент /1979-1988/, ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗн яваплӑ секретарӗ /1988-1992/ пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Халӗ, тивӗҫлӗ кану ҫулӗсем умне ҫитсе тӑтӑм та, хамран хам тӗлӗнсе ҫапла ыйтатӑп: «Епле вӑй ҫитерсе, туртса пыма пултартӑн нумай ҫул хушши ҫакӑн пек йывӑр, виҫесӗр яваплӑ лава?»

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Вӗсемех, ҫӳлтен ҫӳлерех ӳсӗм картлашки ҫине ҫӗклерӗҫ: Чӑваш Журналисчӗсен пӗрлӗхӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗ тата ытти сумлӑ тивӗҫсене пурнӑҫлама ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Яваплӑ тапхӑрта пӗвесене пӑхса тӑма ятарлӑ ҫынсене ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Чӑваш Енре наци фильмӗсене малашне Улатӑрти «Вива» тулли мар яваплӑ общество, Канаш хулинчи, Ҫӗмӗрлери «Восход» культура ҫурчӗсем кӑтартӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Ҫак хайлав «Вӑтам Энӗш» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлеме тытӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине палӑртса тата унӑн руководителӗпе Петр Николаевич Крыловпа туслӑ, пӗр шухӑшлӑ, тӑван халӑх культурине аталантарассишӗн пӗрле ӗҫленӗ май ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

«Вӑтам Энӗш» тулли мар яваплӑ общество йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Ҫерем кӑмпинче аш кӑмпинчи /вешенка/ пекех ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе астуса юлассишӗн яваплӑ лизинпа аргинин пур.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

— Ҫав тери культурӑллӑ, ӑслӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ фронтовик ӗҫтеш чылайччӗ: яваплӑ секретарь Владимир Петров, культура пайӗн пуҫлӑхӗ /маларах редактор та пулнӑ/ Михаил Якимов...

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Яваплӑ вырӑнта тӑрӑшнине пӑхмасӑр ташлама та, вулама та, алӑ ӗҫӗпе аппаланма та, искусствӑпа кӑсӑкланма та вӑхӑт тупать вӑл.

Несмотря на то, что трудиться она на ответственном месте, находит время и на чтение, и на рукоделие, и на искусство.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

«Пирӗн йӑхӗ ҫавӑн пек. Питӗ яваплӑ ҫынсем эпир», — шӳтлерӗ кун пирки каласан Петр Сергеевич.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Кунти ӗҫченсем Калинино таврашӗнчи 25 ялти выльӑх-чӗрлӗхшӗн яваплӑ.

Здешние работники несут ответственность за животными 25 близлежащих к Калинино деревень.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫурхи шыв инкексӗр кайса пӗттӗр тесе пурнӑҫламалли ӗҫсен планне хатӗрленӗ, гидрохатӗрсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме яваплӑ ҫынсене ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Вӗсене хытӑ каяш полигонӗсене ӑсатассишӗн мӗнле органсем яваплӑ?

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх – 85 субъектран Чӑваш ен – саккӑрмӗш вырӑнта, экологи тӗлӗшӗнчен яваплӑ чи лайӑх 10 регион йышне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кашни пациент сывлӑхӗшӗн яваплӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Шӑпах яваплӑ тапхӑра кӗске вӑхӑтра ирттерсе ярасси, ҫавӑн пекех ялсене аталантарасси пирки хускатрӗ те юнкун, мартӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов бизнес-центрта район активӗпе, районти депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсемпе, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура.

Куҫарса пулӑш

Районта — ял хуҫалӑх министрӗ // Авангард. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫавӑн пекех канашлӑва хутшӑнакансем умӗнче 2016 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх перепиҫне ирттерес енӗпе яваплӑ уполномоченнӑй Марс Абдуллин хӑш-пӗр ӗҫ йӗркисемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫурхи шыв кайнӑ чухне пӗтӗм гидросооруженишӗн муниципалитет йӗркеленӗвӗсем яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗсене хытӑ каяш полигонӗсене ӑсатассишӗн мӗнле органсем яваплӑ?

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех