Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрпе (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
34 пине яхӑн хӗрпе каччӑ ятарлӑ спорт шкулӗсенче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.

Около 34 тысяч юношей и девушек обучаются в специальных спортивных школах.

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

5 ачаран /4 хӗрпе 1 ывӑл/ чи асли пулнӑ.

Из 5 детей (4 дочери и 1 сын) была самой старшей.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

2011 ҫулта вара арҫын вилнӗ хӗрпе пурӑнассишӗн унран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Следстви ку ӗҫре хӗрпе пурӑннӑ арҫынпа унӑн хальхи арӑмӗн алли пуррине тавҫӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Хӑйне мӗн ас тӑвассах Казахстана таврӑнса вырӑнти хӗрпе ҫемье ҫавӑрма ӗмӗтленсе пурӑннӑ.

Сколько сам себя помнит, мечтал вернуться в Казахстан и создать семью с местной девушкой.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Салтакран темиҫе кунлӑха отпуска килнӗскерне кӳрентермерӗм, хӗрпе калаҫса куртӑр-ха терӗм.

Прибывшего из армии на несколько дней в отпуск не обидел, думаю пусть поговорит с девушкой.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ӑс илнӗ вӑхӑтра 23 ҫулти йӗкӗт пӗрле пӗлӳ пухакан ҫамрӑк хӗрпе — Иринӑпа — ҫемье ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Костя ҫитӗнсен хӗрпе ҫӳреме тытӑннӑ, ун патне нихӑҫан та чечексӗр кайман каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Пӗр-пӗринпе пӗр касӑрах пурӑннӑ пулин те хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме ӳссе ҫитсен кӑна тытӑннӑ-мӗн.

Хоть и жили друг с другом на одной улице, оказывается, как невеста и жених стали ходить когда уже повзрослели.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

86 хӗрпе каччӑ, чӑваш хастарӗ икӗ автобуса вырнаҫса инҫет ҫул ҫӳреве тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

25 ҫултискер хальхи саманан авӑрне кӗрсе ӳксе чылай хӗрпе яш пек шкул сакки хыҫҫӑнах аслӑ пӗлӳ илме васкаман, шӑпа ӑна хӑех пурнӑҫри вырӑнне тупма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Институтра пӗлӳ пухнӑ тапхӑрта ҫак факультетрах ӑс пухакан хитре хӗрпе, пулас мӑшӑрӗпе - Надеждӑпа паллашнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ.

Во время учебы в институте познакомился с красивой девушкой, будущей женой - Надеждой, которая тоже училась на этом факультете, создал семью.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Анчах чӗрем пуҫа итлесшӗн мар, мана хӗрпе тӳррӗн калаҫса пӑхма хистет.

Но сердце не слушает голову, оно заставляет поговорить с девушкой.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Пӑх та савӑн: икӗ хӗрпе виҫӗ ывӑл.

Смотри и радуйся: две девочки, три мальчика.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Халӗ Лариса Ивановнӑн ултӑ хӗрпе ултӑ ывӑл тата 12 мӑнук.

Сейчас у Ларисы Ивановны шестеро дочерей, шестеро сыновей и 12 внуков.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Асатте-асанне йӑли-йӗркине те ачаранах ӑша хывнӑ хӗрпе яш.

Девушка с парнем с детства внимали обычаи предков.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Вӗсем маттур та ӑслӑ ачасем — хӗрпе ывӑл — ҫитӗнтернӗ.

Они вырастили хороших и умных детей — дочку и сына.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хӗрарӑмӑн ачисене — икӗ хӗрпе пӗр ывӑла — пӗчченех ура ҫине тӑратма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӗрпе каччӑ шутне кӗрсен вӗсем пӗр ҫемье ҫавӑрнӑ.

Став женихом и невестой, они создали одну семью.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Атте вӑрҫӑран килнӗ те хирӗҫле ҫуртра пурӑнакан хӗрпе ҫӳренӗ.

Отец пришел из войны и стал встречаться девушкой из дома напротив.

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех