Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫитрӗ (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лиза часах ҫитрӗ те.

Лиза приехала быстро.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Хӑйӗн пӳлӗмне ҫитрӗ те вӑл тумне те улӑштарса тӑмарӗ, сумкинчен кӗнекисене кӑларса хӑварчӗ те хӑвӑрт ҫеҫ каялла тухса кайрӗ.

Она дошла до своей комнаты и, не переодевшись, вынула книги из сумки и быстро пошла назад.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Петя, хурланса, аллисемпе куҫӗсене сӑтӑркаларӗ, ҫавӑнтах вӑл йывӑррӑн анасласа илчӗ, ыйхӑланнипе, хӑйӗн кровачӗ патне аран сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ те, куҫне уҫаймасӑр, суккӑр пек, матроскине хывма тытӑнчӗ.

Петя горестно потер кулаками глаза, и вдруг его одолела такая страшная зевота, что он с трудом дотащился до своей кровати и, не в состоянии разлепить глаза, начал, как слепой, стаскивать матроску.

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Каҫ пулса ҫитрӗ.

Уже наступил вечер.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Юлашкинчен вӑл гарман тӗлне ҫитрӗ.

Наконец он поравнялся с гарманом.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав хӑлхана ҫуракан сасӑ, музыка евӗрлӗ илтӗнсе, абрикос пахчи витӗр тӑсӑлса пушӑ ҫеҫенхире, тинӗс патне ҫитрӗ, вара чӑнкӑ ҫырансем хушшинче нумайччен хурлӑхлӑн илтӗнкелесе майпен ҫухалчӗ.

Звук этот, раздирающе-пронзительный и как бы расщепленный на множество музыкальных волокон, протянулся сквозь абрикосовый сад, вылетел в пустую степь, к морю, и долго и печально отдавался в обрывах раскатами постепенно утихающего эха.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тепӗр кунхине Петькӑна ҫӑмӑлтарах пулчӗ, тата тепӗр кун иртсен вӑл сывалсах ҫитрӗ.

На другой день Петеньке стало лучше, а ещё через день он был совершенно здоров.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах хӑй те ӑнран каясса ҫитрӗ ӗнтӗ, ӑшӗ пӑшӑрханчӗ, аллисене кӑкӑрӗ ҫине тытса, лара-тӑра пӗлмесӗр ҫӳрерӗ.

Но она была в отчаянии, у неё сердце томилось, она вставала и начинала ходить, крепко прижимая руки к груди:

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна аллинчен туртрӑм та вӑл тӳрленсе тӑчӗ, пӳлӗме кӗрсен вара пичӗ улшӑнсах ҫитрӗ унӑн, пӗр тикӗс те хускалми пулса тӑчӗ, хӑрах куҫӗ ҫеҫ кӑшт чалӑштарса пӑхать.

Я рванул его за руку. Он выпрямился. И когда мы вошли в комнату, только один глаз немного косил, а лицо стало уже совершенно другим, ровным, с неподвижным выражением.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑлах ҫитрӗ, — терӗ Вышимирский.

Вышимирский сказал: — Это он.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя ҫинчен пӗр хыпар-хӑнар илтменни ҫур ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ.

Уже минуло полгода, как у меня нет никаких известий о Кате.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Курӑр ӗнтӗ, — терӗ Р. малалла, — нимӗҫсен шыв айӗнче ҫӳрекен кимми Ҫӗнӗ Ҫӗр таврашӗнче пирӗн самолетсене те персе пӑхрӗ, акӑ ӑҫта ҫитрӗ эппин вӑрҫӑ.

— Представьте же себе, куда докатилась война, — продолжал Р. — если не так давно у Новой Земли немецкая подводная лодка обстреляла наши самолёты.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗн те улшӑнман иккен, ҫинчен тата кунҫулӑмра пӗрремӗш хут пассажир шучӗпе вӗҫнӗшӗн чунӑм та хурланса ҫитрӗ.

Ничего не изменилось, напротив — ещё горше стало у меня на душе, когда я подумал, что впервые в жизни лечу пассажиром.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ыйтӑва тавӑрасшӑнччӗ те эпӗ, анчах пултараймарӑм, мӗншӗн тесен сывлӑшӑм пӳлӗнсе ҫитрӗ, ачасем ман ҫине пӑшӑрханса пӑхаҫҫӗ те ашшӗ килсен мана мӗнпе те пулин пулӑшатех теҫҫӗ, вара мана часах ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ, теҫҫӗ.

Я старался ответить на этот вопрос и не мог, потому что у меня пропадало дыхание, и мальчики с беспокойством глядели на меня и всё говорили, что, если бы пришёл отец, он бы что-то сделал со мной и мне сразу стало бы лучше.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫиччӗмӗш ҫине кайни ҫур сехет ҫитрӗ.

Половина седьмого.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чылай кӗтрӗмӗр эпир Нина Капитоновнӑна, акӑ хайхи вӑл ҫитрӗ те, хӳхӗмскер, савӑнӑҫлӑ, 1908-мӗш ҫулхи йӑлапа ҫӗлетнӗ ҫӗнӗ кӗпепе, тем вӑрӑмӑш сӑмсаллӑ ботинкисем те тӳмелӗ.

мы долго ждали её, и наконец она явилась, торжественная, строгая, в новом платье с буфами образца 1908 года и в ботинках с пуговицами и длиннейшими носами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сарӑмсӑр тӗттӗм пулса ҫитрӗ, Иван Павловича ӗнтӗ хӑйне мар, ун мӑйӑхне ҫеҫ куратӑп, Вальӑнне те, ҫаврӑнкаласа тӑнӑ май, хӑйне мар, куҫлӑхӗ йӑлтӑртатнине ҫеҫ куратӑп.

Незаметно смеркалось, и уже не Ивана Павлыча я видела, а только его седые усы, и не Валю, а только его очки, поблёскивающие при каком-то повороте.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Епле савӑнчӗ вӑл ун чух, эрехпе епле йӑпанчӗ, Гриша Фабера аса илсе, «Сехет ҫитрӗ» трагедире ҫав киле кӗртнӗ еврей рольне вылякан Гриша ҫинчен калаҫса епле кулчӗҫ вӗсем Саньӑпа иккӗшӗ!

Как он был доволен, как смаковал вино, как они с Саней хохотали, вспоминая Гришу Фа-бера и трагедию «Настал час», в которой Гриша играл главную роль приёмыша-еврея!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашов хуса ҫитрӗ ӑна, каялла тӗксе кӗртрӗ те алӑка шалтлаттарса хупрӗ.

Ромашов догнал её, втолкнул назад, захлопнул дверь.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ поезд ҫумранах иртсе кайнӑ кун та ҫитрӗ, эпӗ пӗр-пӗчченех хуйхӑрса вилес пек ҫул аяккине выртса юлтӑм.

И вот пришёл день, когда поезд промчался мимо, а я одна осталась лежать под насыпью, одинокая, разбитая, умирающая от горя.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех