Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырса (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ах турӑҫам, эпӗ сан патна кунсерен ҫырса тӑраттӑм.

— Господи, да я писала тебе каждый день!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑшпӗр япалисем ҫинче ҫавра пичет пуррине те уйӑрса илме пулать-ха, унта «Зверобойная шхуна «Св. Мария» тенӗ, е «Св. Мария» тесе ҫеҫ ҫырса хунӑ.

На некоторых вещах ещё можно было разобрать круглую печать «Зверобойная шхуна «Св. Мария» или надпись «Св. Мария».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ҫырусем темле хамӑн дневник евӗрлӗ пулса тухрӗҫӗ, ӑна эпӗ хам валли тесе мар, Катя валли ҫырса пырсаттӑм.

Эти письма стали чем-то вроде моего дневника, который я вёл не для себя, а для Кати.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малта асӑнсаттӑм-ха эпӗ, Ҫурҫӗре килсен пирвайхи кунсенчех эпӗ Катя валли ҫырусем ҫырса тӑраттӑмччӗ тесе.

Выше я упомянул, что с первых дней на Севере я писал Кате.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пичче, мӗнле апла, унта тӑхӑр сехет те ҫурӑ ҫырса хунӑ?

— Дядя, а как же там написано — девять и с половиной?

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Купальня ҫывӑхӗнчен иртсе пынӑ чухне, унӑн касси тӗлӗнче «18» тесе ҫырса ҫапнӑ вараланчӑк хура хӑмана курсан, Гаврик йӗрӗнсе кулса илчӗ.

Проходя мимо купальни, где над окошечком кассы висела замурзанная черная доска с надписью мелом «18°», Гаврик даже презрительно усмехнулся.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Килчӗ те пурӑнӑп, тесе каларӗ. Каласа пӗтерсен вилсе те кайрӗ», тенине ҫырса илтӗм эпӗ.

У меня записано: «Пришёл, говорил — жить буду. Окончив говорить — умер».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ тен ҫав ҫырса илни ӑҫта иккенне астӑваймастӑп та пулӗ, — терӗ вӑл ҫаврӑнакан этажерки ҫине пӑхкаласа, унта унӑн тӗрлӗ хут тӗркисемпе папкӑсем туллиехчӗ.

Сейчас, пожалуй, не вспомню, где эта запись, — сказал он, окидывая взглядом вертящуюся этажерку со множеством папок и свёрнутых трубок бумаги.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тупрӑм та ҫырса та илтӗм.

— Нашёл и записал.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ун пек куҫ хыван мираж хӑватне литературӑра ҫырса кӑтартнӑ-ха.

— Мощь подобного приметного миража была описана в литературе.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун ҫийӗ эпир хура тӗтре витӗр мӗн бензин ҫитнӗ таран вӗҫрӗмӗр, енчен пирӗн телее пула, ҫил ҫӗкленмен пулсан, тӗтрере ҫав пӗр пӗчӗк ҫутӑ шӑтӑк уҫман пулсан манӑн ҫак кӗнекене ҫырса пӗтересси те пулас ҫукчӗ.

Пока хватало горючего, в чёрном тумане мы ходили над ней, и если бы ветер, на наше счастье, не проделал в тумане небольшую светлую дырку, пожалуй, мне бы не удалось дописать эту книгу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пайтах ӗҫрӗмӗр ҫав каҫхине, куркасене кам ячӗшӗн ҫӗкленине каламӑп та, хам асӑннӑ журналистсем ҫав «виҫӗ сысна ҫури» ҫинчен хаҫатсенче те ҫырса пӗлтерчӗҫ.

Много было выпито в этот вечер, и я не стану перечислять всех тостов, тем более что журналисты, о которых я упомянул, рассказали об этом «тройном поросёнке» в периодической прессе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑннипе каласан, капитан каҫсерен куҫ хупмасть, Пысӑк Лубня ялӗнчен илнӗ ҫырӑва вӑл ҫине-ҫине вуласа тухать, акӑ ӑна темле Перышкин директор ҫырса пӗлтерет: — Катерина Ивановна Григорьева-Татаринова, хӑй пӗлнӗ таран каласан, май уйӑхӗнчех лагерьтен тухса кайнӑ, тет, апла эппин «ун чухне лагерь те Новосибирский облаҫне тухса кайман-ха».

На деле капитан не спит по ночам, читая и перечитывая письмо из села Большие Лубни, в котором какой-то директор Пёрышкин сообщает ему, что Катерина Ивановна Григорьева-Татаринова, насколько ему известно, выехала из лагеря ещё в мае, то есть «до отъезда такового в Новосибирскую область»,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Картуз ленти ҫине: «Князь Потемкин-Таврический» тесе ҫырса хунӑ.

С надписью на ленте бескозырки: «Князь Потемкин-Таврический».

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫак кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем хӗрӗх ҫул каярах пулса иртнине манма юрамасть.

Не следует забывать, что описываемые в этой книге события происходили лет тридцать с лишним назад.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Апла ан пултӑр, вӗҫетӗп ак», тесе ҫинчех шухӑша илтӗм эпӗ, унӑн ватӑ пулин те ҫирӗп алли блокнот календарӗн листи ҫине ман хушаматӑма ҫырса икӗ хут та хуратнине пӑхса тӑрса.

«Чёрта с два, буду летать!» — сразу же подумал я, глядя на его старую, но крепкую руку, которая вывела и дважды подчеркнула мою фамилию на перекидном блокноте-календаре.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ярославскинчи облисполкомра эпӗ Катьӑн адресне ҫырса илетӗп: Верхне-Ядомская станцийӗ, Большие Лубни ялӗ, Шукинский районӗ, Шукинсхий ялсовечӗ, малалла та ҫаплах каять — телеграммӑн ҫирӗм пилӗк сӑмахӗнчен Катя адресӗ вунҫичӗ сӑмах йышӑнать.

В Ярославском облисполкоме я записываю точный адрес: станция Верхне-Ядомская, село Большие Лубни, Щукинского района, Щукинского сельсовета, и так далее — из двадцати пяти слов телеграммы Катин адрес занимает семнадцать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унсӑр пуҫне тата Ромашов ҫинчен ҫар прокурорне ҫырса пӗлтермелле.

Кроме того, мне ещё нужно было написать о Ромашове военному прокурору.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сковородников Катьӑна эсӗ вилнӗ тесе ҫырса пӗлтернӗ, эпӗ ҫитнӗ ҫӗре вӑл хуйхӑра-хуйхӑра вилес пек пӗтсе кайнӑччӗ.

Сковородников написал ей, что ты убит, — она была полумёртвая от горя, когда я приехал.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Но «Ромашов кӑтартса пани» лайӑх тухрӗ пулмалла-ха, мӗншӗн тесен эпӗ унта «Главсевморпуть руководствине киревсӗр улталаса» тесе, ҫавӑн евӗрлӗ пур сӑмахсемпе малалла та ҫырса пырсаттӑм.

Но «показание М. В. Ромашова», кажется, удалось — может быть, потому, что я так и писал: «подло обманув руководство Главсевморпути» и так далее…

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех