Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Унӑн чи йывӑр пайӗсем — броня тата башньӑсем ҫӳлте, шывран ҫӳлерех ҫӗрте вырнаҫнӑ.— Все самые тяжелые его сооружения — броня и башни — сосредоточены наверху, в надводной части.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫавна пула Петя, шывран тип-типӗ тухнӑ пек, халиччен курман хӑрушӑ ӗҫрен хӑтӑлчӗ.Благодаря этому Петя и вышел сухим из воды, избавившись от неслыханного скандала.
XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах Федя шӑлнӗ Вася, кӗске ҫанӑллӑ, йӑрӑм-йӑрӑм тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, Гаврика курсан, вӑлта хӗлӗхне сӳтме чарӑнса, хӗвеле аллисемпе хупларӗ те: — Эй, Гаврюха, нимӗн те ан хӑра, шывран лайӑхрах ярса тыт — путмӑн! — тесе кӑшкӑрма ӗлкӗрчӗ.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах ҫав кимӗсене эпир Архангельск таврашӗнче чухнех, лӑпкӑ пӗчӗк кӳлӗ ҫинчех сӑнаса пӑхнӑччӗ, ун чухне те, шывран тухсан, пурсӑмӑр та йытӑ пек чӗтреве ӳкрӗмӗр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сасартӑк Петя таса шывран трубапа икӗ мачта тухса тӑнине курать.И вдруг Петя увидел торчащие из зеркальной воды трубу и две мачты.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хумсем шултӑрарах та ҫӳлерех чупма пуҫларӗҫ, Шыв ҫулне кӑтартакан буексен хӗрлӗ патаккисем, шывран курӑнса тӑрса, хӑйсен кӑмпа пек шӗлепкисен шӗвӗр вӗҫӗсемпе йӑвана-йӑвана кайса сулланаҫҫӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Часрах тух шывран, путсӗр!
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пит сыхланса вӗлтӗрен пек чӗпӗтекен ӳчӗ ҫумне перӗнес мар тесе — ача медузӑна калпакӗнчен икӗ аллине тытса шывран туртса кӑларчӗ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хапха сегменчӗсем, шывран тухса, пирӗн хыҫран сасӑсӑр хупӑнса ларчӗҫ, вара эпир шлюз тӗксӗмлӗхне ҫемҫен путнӑ пек, майӗпен пӗр вырӑнта ана пуҫларӑмӑр.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир, ҫӳрев ҫулӗнчен пӑрӑнса, шывран ҫӗкленсе тӑракан пӗр мӑнттай бетон юпа ҫумне пырса чарӑнтӑмӑр.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл чӑнах та мана пӗрре шывран сӗтӗрсе кӑларчӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗлӗт ҫап-ҫутӑ, шывран та ҫутӑрах; ҫырма кукӑрӗнче, пӗлӗт анӗ ҫинче тем ҫӳллӗш башньӑсем палӑрса тӑраҫҫӗ — вӑл Кремль.Небо было светлое, светлее воды, и за поворотом реки резко на небе выделялись высокие башни Кремля.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӑтранчӑк хум вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ӑна хупласах лартрӗ, анчах та вӑл пӗтӗм вӑйне пухсах кӗрешрӗ-ха, шывран сике-сике тухса пӑра малти урисенчи такансемпе чавма тытӑнчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫакӑнта, ҫав хула патне пымалли аякри ҫулсем ҫинче, Калинин облаҫӗнчи халӑх — хула ҫыннисем, хресченсем, хӗрарӑмсемпе ватӑ-вӗтӗ, тӗрлӗрен ӗҫ ҫыннисемпе тӗрлӗрен ҫулхи ҫынсем — пурте, ҫуллахи уйӑхсемпе кӗрхи вӑхӑтсенче, шӑрӑхра та, ҫумӑр айӗнче те, кунӗн-ҫӗрӗн чакаланнӑ; вӗсем вӑрӑмтунасенчен, лачакаллӑ шыв-шурлӑхран, ӗҫме юрӑхсӑр шӑршлӑ шывран тертленнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ, блиндажсемпе дотсем тунӑ, траншейӑсемпе окопсем чавнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мунчи нимӗҫсен пӗчӗк блиндажӗнче ҫеҫ пулнӑ пулин те, унта тимӗр пичкерен тунӑ кӑмака тата ҫавӑн пекех тимер пичкерен тунӑ катка ҫеҫ пулнӑ пулин те (ҫавӑн пирки вӗри шывран кӑштах бензин шӑрши кӗнӗ), виҫӗ ҫул хушши ҫӑвӑнман Ваньӑшӑн ҫав мунча рай пекех туйӑннӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Шывран кӑларса, ҫемҫелнӗскере сӳсе сунчала тунӑ.
Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Том тата акӑ мӗнле шухӑшланӑ: ӑна, вилӗскере, киле ҫӗклесе пыраҫҫӗ пек, ӑна тин ҫеҫ шывран туртса кӑларнӑ; унӑн кӑтра ҫӳҫе йӗп-йӗпе, кӑкӑрӗ ҫине хунӑ мӗскӗн алли унӑн ӗмӗрлӗхех канлӗх тупнӑ, унӑн чирлӗ чӗри те ӗнтӗ тапма пӑрахнӑ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тен, ҫавӑн чух кӑна пӑтранчӑк шывран ҫӑрӑлса тухма пултарӑпӑр эпир.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Ҫуркунне ҫитсен, ял шывран пуянччӗ.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
Сысна ҫури пек ҫурӑмлӑ карп мӗнпур вӑйӗпе вӑлтаран вӗҫерӗнме тапӑҫса шывран сике-сике тухса тапкаланчӗ.Карп, похожий на спину поросёнка, старался высвободиться из удочки, выпрыгивал из воды и брыкался.
Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№