Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майри (тĕпĕ: майра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуп майри мана унӑн пӳлӗмне илсе кӗчӗ.

Попадья ввела меня в ее комнату.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуп майри мана хирӗҫ тухса, хурлӑхлӑ хыпар каласа пачӗ.

Попадья встретила меня с печальным известием.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуп майри пӳрте кӗчӗ.

Попадья зашла в дом.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуп майри хыпаланса ӳкрӗ.

Попадья расхлопоталась.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Пӳлӗмре, ман кровать ҫинче выртать вӑл, кӑвакарчӑнӑм, — терӗ пуп майри.

— Лежит, моя голубушка, у меня на кровати, там за перегородкою, — отвечала попадья.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗр минутран пуп майри, аллине пушӑ штоф кӗленчи тытса, пӳрт умне тухрӗ.

Через минуту попадья вышла ко мне в сени с пустым штофом в руках.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Пуп майри патӗнче-и? — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ хӑранипе.

— У попадьи! — вскричал я с ужасом.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Василиса Егоровнӑн ҫав вӑхӑтрах пуп майри патне каясси килнӗ; вӑл вара, Иван Кузмич канаш панипе, хӑйпе пӗрле Машӑна та, ӑна пӗччен кичем ан пултӑр тесе, илсе кайнӑ.

Василиса Егоровна тотчас захотела отправиться в гости к попадье и, по совету Ивана Кузмича, взяла с собою и Машу, чтоб ей не было скучно одной.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унта хӑшпӗр каҫхине отец Герасим хӑйӗн майрипе, Акулина Памфиловнӑпа, пыратчӗ; отец Герасим майри вара пӗтӗм таврари чи паллӑ хыпарҫӑ вырӑнӗнче шутланатчӗ.

Туда вечерком иногда являлся отец Герасим с женою Акулиной Памфиловной, первою вестовщицею во всем околотке.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Каҫхи кӗлле чан ҫапма пуҫланӑччӗ те, пуп майри чарса тӑрать: пупӗ хӑнара, шуйттанӗсем масар ҫинче.

— Стали было к вечерне звонить, да попадья не велит: поп в гостях, черти на погосте.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тиечук майри патне кайма шухӑш тытрӑм, кӗрсе курас терӗм.

Вздумал забрести к дьячихе, повидаться с кумою.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Улпут майри те ҫак тӑпра ҫинех килчӗ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— И барыня приходила сюда? — спросил я.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Улпут майри мана «Эпӗ ҫулне пӗлетӗп» терӗ те мана пилӗк пус кӗмӗл пачӗ, ҫав тӗрлӗ ырӑскер пулчӗ вӑл…

А барыня сказала: «Я сама дорогу знаю» и дала мне пятак серебром — такая добрая барыня!..

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Мӗнле улпут майри? — тесе ыйтрӑм эпӗ пӗлес килнипе чарӑнаймасӑр.

— Какая барыня? — спросил я с любопытством.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Акӑ ҫула пӗр улпут майри килсе кайнӑччӗ, вӑл станца пуҫлӑхӗ ҫинчен ыйтрӗ те ун тӑпри ҫине кайса курчӗ.

Вот летом проезжала барыня, так та спрашивала о старом смотрителе и ходила к нему на могилу.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Майри интермеццо

Майское интермеццо

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

— Мӗн пуласси пулать ӗнтӗ, — тенӗ пуп майри.

– Что будет, то будет, – сказала попадья.

V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫапла вара Антун пуп, пуп майри — Федоровна тата тиечук ҫурранах улпут килне утрӗҫ.

Таким образом отец Антон, попадья Федотовна и дьячок пешком отправились на барский двор.

V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Рота командирӗ Ильин чӑваш пулнӑ иккен, унӑн мӑшӑрӗ, вырӑс майри, Катя умӗнче ахальтен мар ырланӑ-мӗн чӑвашсене, пӗррехинче ӑна Антип Николаев кӗҫӗн лейтенантпа паллаштарнӑ.

Командиром роты оказался чуваш Ильин, его супруга, русская женщина, перед Катей не зря оказывается хвалила чувашей, однажды Антип Николаев ее с младшим лейтенантом познакомил.

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Тӑр, тӑр, мана чӗркуҫленсе пуҫҫапма эп патша майри мар-ҫке…

Вставай, я же не царица, чтобы мне в ноги кланяться…

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех