Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нимӗҫсем виҫӗ хутчен уҫланкӑ патнелле ҫывхарчӗҫ, хӑйсем кашнинчех пулеметсен вутлӑ ҫумӑрӗ айне пулса каялла сирпӗнчӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Степка, ҫутӑласса кӗтсе, темиҫе хутчен те пӗлӗт ҫинелле пӑхса илчӗ, анчах кашнинчех туратсем хушшинчен тӳпере пӗр вырӑнтах йӑлтӑртатакан виҫӗ ҫӑлтӑра курчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чӑваш Енӗн тӑхӑр хулинчен пиллӗкӗшӗ 180 тата унтан та ытларах балл пухнӑ, эппин, кашнинчех унта хулан лайӑх хутлӑхне йӗркеленӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Эпӗ час-часах тӗлӗкре куратӑп сана… кашнинчех урӑхла.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑйӗн сӑмахне вӑл кашнинчех вӗренсе ҫитнӗ пӗр йышши пуплевсемпе пӗтерчӗ:
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ыйхӑ вӗҫнӗ каҫсенче вӑл, Татарскине таврӑнма татӑклӑн шухӑшласа, час-часах шинельне тӑхӑнса ячӗ — кашнинчех, шухӑшне улӑштарса, каялла хывӑнчӗ те, ахлатса, кравать ҫине пичӗпе тӗшӗрӗлчӗ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Усал та чеескер, вӑл яланах вӗтӗ юн тымарӗсемпе каркаланнӑ куҫ шуррисене кӗҫ-вӗҫ сиксе тухас пек тавӑрса, чалӑшшӑн шӑмарӑлса пӑхатчӗ, хӑй патне пӗр те пӗр хыҫалтан пырас пулсан, тапма хӑтланатчӗ, ӗҫ хыҫҫӑн каҫхине выльӑхсемпе пӗрле курӑк ҫине ярсан, кашнинчех киле тарма пикенетчӗ е — унтан та япӑх — вӑрмана е аякри тип ҫырмасене кайса ҫухалатчӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрарӑмсем кунсене тӑвӑнчӑклӑн та шиклӗн кӗтсе илсе ирттерчӗҫ, ӗнисене кӗтӳрен хуса кӗртме хутор хыҫне тухсан кашнинчех, каҫ пулас умӗнхи хӗрхӗлтӗм чаршавпа витӗннӗ аслӑ ҫул ҫинче каярах юлса килекен ҫуран ҫын курӑнмасть-и тесе, вӑрахчен ал тупанӗ айӗпе инҫетелле тинкерсе пӑхса тӑчӗҫ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑнпа вӑл, хуҫи ӑна каласанах, кашнинчех сиксе тӑнӑ та вӑл ӑна чӗнмелли сӑмах пулнӑ пекех, ҫавӑрӑнкаласа пӑхнӑ.Всякий раз, когда хозяин произносил его, вскакивала и оглядывалась, как будто оно было ее кличкой.
V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Паллах, вӑл питех те ӑслӑ хур пулнӑ иккен; вӑрӑммӑн такӑлтатса илнӗ хыҫҫӑн вӑл кашнинчех тӗлӗнсе каялла чакнӑ та, хӑйӗн сӑмахӗшӗн хытӑ савӑннӑ.
III. Ҫӗнӗ, питех те кӑмӑллӑ паллашу // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
ТР Вӗрентӳпе наука министерстви шкулсенчи класс сехечӗсем вӑхӑтӗнче кашнинчех 10-шар минут Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫинчен калаҫусем ирттерес пуҫарупа тухнӑ.
Вӗрентӳ хыпарӗсем // Вера АЛЕКСАНДРОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7 стр.
Ҫулленех пулать ҫуркунне, эпир кашнинчех уйрӑмччӗ.
Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ун калавӗсемпе очеркӗсене редакци кашнинчех каялла тавӑра-тавӑра пачӗ.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Хама хам тӗрӗслерӗм — сасӑ кӑлармасӑр чӑтаятӑп-и, ҫук-и. Ассистенчӗ, шуйттан мар-и, новокаин яма кашнинчех манса хӑварчӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Палатӑна Таня шурӑ халатпа кӗрет, тути ҫинче хӑйӗн яланах вӑтанчӑк кулӑ, Сергее вара унпа пӗрле кашнинчех стенасене мӑнаҫлӑн сарса-анлӑлатса та урайӗнчен пуҫласа маччана ҫити ӑшӑпа тата ҫутӑпа тултаракан нихӑҫан пулман ялтӑр хӗвел килсе кӗнӗн туйӑнатчӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Сергей вулама хӑтланчӗ, анчах, кӗнеке ҫине пӑхса, кашнинчех ури пӳрнисемпе пӑчӑртаса тытнӑ кӑранташа курчӗ.Сергей пробовал читать, но, глядя в книгу, видел карандаш, зажатый пальцами но.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Тӑн килкелесе кӗнӗ самантсенче Ларин старик кашнинчех пуҫне сестра енне ҫавӑратчӗ те: — Чим-ха, сестричка, чим, эпир ҫапӑҫӑпӑр-ха… — текелетчӗ йӑваш сасӑпа.
14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Григорий Васильевич яланах хавассӑн калаҫма тӑрӑшрӗ старикпе, анчах хӑйӗн, палатӑран кайнӑ чух, кашнинчех куҫ харшисем канӑҫсӑррӑн пӗркеленсе тӗксӗмленчӗҫ, хулпуҫҫийӗсем лӑштӑрах усӑнчӗҫ — Егорычпа мӗнле, Григорий Васильевич? — шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ ӑна хӑлхинчен Сергей.
11 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫӗнӗрен паллашнӑ чух кашнинчех васкамасӑр кӑна вӑрӑм калаҫу пуҫарнӑ, хӑй ҫинчен каласа кӑтартнӑ, анчах ытларах лешӗнчен ыйтса пӗлнӗ.
6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Анчах Кузнецов кашнинчех, килпетсӗртереххӗн те мӑраннӑн ҫаврӑнса, чӳрече еннелле хӑлаҫларӗ.Но каждый раз Кузнецов неуклюже-медленно поворачивался и шел к окну.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.