Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратман (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пӗр-пӗриншӗн каччӑпа ҫураҫнӑ хӗр пулни ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн Верочка икӗ кун хушши часах ирӗке тухассипе савӑнчӗ; вӑл каланӑ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш кун путвал ӑна унчченхинчен икӗ хут кӑмӑлсӑртарах туйӑнма пуҫларӗ, тӑваттӑмӗш кун, макӑрма питӗ юратман пулин те, йӗрсе илчӗ, кӑшт ҫеҫ йӗрсе илчӗ, пиллӗкмӗш кун ытларах йӗчӗ, улттӑмӗш кун йӗмерӗ, анчах кичем пулнипе ҫывӑрса каяймарӗ.

Два дня после разговора о том, что они жених и невеста, Верочка радовалась близкому освобождению; на третий день уже вдвое несноснее прежнего стал казаться ей «подвал», как она выражалась, на четвертый день она уж поплакала, чего очень не любила, но поплакала немножко, на пятый побольше, на шестой уже не плакала, а только не могла заснуть от тоски.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пуҫла, вӑхӑта ан тӑс! — кӑшкӑрчӗ кӗтме юратман Демка Ушаков.

Давай, не тяни! — крикнул нетерпеливый на ожидание Демка Ушаков.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лу Синь шухӑшласа кӑларса, пурнӑҫа хитрелетсе ҫырма юратман.

Лу Синь не любил писать что-то выдумывая, приукрашивать жизнь.

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Кунӗ-кунӗпех вӑл савӑнӑҫлӑн, йӑл кулса, пӳрт тӑрӑх унӑн-кунӑн сулланса ҫӳрет, хӗрарӑмсемпе шӳт тукалать, табак тӗтӗмне вилеслех юратман ватӑ кинемине канӑҫ памасть, Яков Лукич патне ют ҫынсенчен кам та пулин килсе кӗресрен те хӑрамасӑрах уткаласа ҫӳрет.

Целыми днями он, веселый, улыбающийся, шатался по куреню, шутил с бабами, не давал покою старой бабке, до смерти не любившей табачного дыма: ходил, не боясь, что к Якову Лукичу заглянет кто-либо из посторонних.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, чӗлхесӗрри, чӑн-чӑн ҫын пулнӑ, ӑна, йыттисӗр пуҫне, никам та юратман.

Он, немой-то, гонимый человек был, и никто его, кроме собаки, не любил.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Эхе, эпӗ ӑна малтанах, вӑл хампа сӑмах хушичченех е ҫак ҫут тӗнчере эпӗ те пурӑннине асӑрхичченех, унчченех эпӗ ӑна хама хам юратнӑ пекех юратнӑ, — юратман тес пулсан, ылхан ӳктӗр вара ман ҫине!

Будь я проклят, коли я его не любил уже, как себя, раньше, чем он мне слово сказал или просто заметил, что и я тоже живу на белом свете!

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Вӑл утсене ҫеҫ юратнӑ, урӑх ниме те юратман, анчах утсене те нумаях юратса тӑман — утланса ҫӳрекелет-ҫӳрекелет те — сутса ярать, укҫине кам илес тет, ҫав илме пултарать.

Он любил только коней и ничего больше, и то недолго — поездит, да и продаст, а деньги, кто хочет, тот и возьми.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Вӑл тата Федя Черкашин калаҫма юратман ҫын пулнине кура, унтан нимӗн те ыйтса пӗлейменни ҫинчен пӗлтерчӗ.

И он сообщил, что Федя Черкашин оказался не очень-то разговорчивым и толком узнать от него ничего не удалось.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ырӑ ҫынсене нумай курнӑ эпӗ, анчах унран тасарах, ҫутӑрах, кӑмӑллӑрах чӗреллине курман; нумайӑшне юратрӑм эпӗ, анчах Обломова юратнӑ пек, ҫирӗп те хӗрӳллӗ, никама та юратман.

Многих людей я знал с высокими качествами, но никогда не встречал сердца чище, светлее и проще; многих любил я, но никого так прочно и горячо, как Обломова.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл Штольца хальхи пек хӗрӳллӗ нихҫан та юратман пек туйӑнчӗ ӑна.

Никогда, казалось ей, не любила она его так страстно, как в эту минуту.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Ку ырлӑха туллин курма ҫук пулас», шухӑшланӑ вӑл: «е телейлӗ юратман чӗресем именчӗклӗ: вӗсем именсе пытанаҫҫӗ, ӑслӑ ҫынсене тавлашса ҫӗнтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; тен, ун пек ҫынсене хӗрхенеҫҫӗ вӗсем, хӑйсем телейлӗрен лешсен ҫылӑхне каҫараҫҫӗ, мӗншӗн тесен лешсем хӑйсен телейне, аталанма памасӑр, хӑйсемех пылчӑк ӑшне таптаҫҫӗ».

«Видно, не дано этого блага во всей его полноте, — думал он, — или те сердца, которые озарены светом такой любви, застенчивы: они робеют и прячутся, не стараясь оспаривать умников; может быть, жалеют их, прощают им во имя своего счастья, что те топчут в грязь цветок, за неимением почвы, где бы он мог глубоко пустить корни и вырасти в такое дерево, которое бы осенило всю жизнь».

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑйӗн ӗмӗтне манса тӑна кӗрсен, вӑл вӑрттӑн туйӑмсене тата хытӑрах пытарать, чӗнмест, юратман пек пулса, Штольца асаплантарать.

Она отрезвлялась от мечты и еще тщательнее спасалась за стеной непроницаемости, молчания и того дружеского равнодушия, которое терзало Штольца.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Илле кунӗнче Обломов патӗнче хӑнара ютсенчен Иван Герасимовичпа калаҫма юратман, чӗмсӗр Алексеев ҫеҫ пулчӗҫ.

В этот день из посторонних были только в гостях у Обломова Иван Герасимович и Алексеев, безмолвный и безответный гость, который звал в начале рассказа Илью Ильича на первое мая.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Анчӑка та юратман, — терӗ те Ольга, кулса ячӗ.

— Ни собачонку, — сказала она и засмеялась.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

юратса пӑрахнӑ-и эпӗ сире; ҫук пулсан, тен, минучӗ ҫитмен пулӗ-ха; пӗр ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп: эпӗ аттене те, аннене те, нянькӑна та ҫакӑн пек юратман

влюблена ли я в вас; если нет, то, может быть, не наступила еще минута; знаю только одно, что я так не любила ни отца, ни мать, ни няньку…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Амӑшӗ пӗтӗм нимӗҫ халӑхӗ ҫине чӑн-чӑн мещенсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ, нимӗҫ халӑхӗ пур ҫӗрте те хӑйӗн темиҫе пиншер ҫулсем хушши ҫирӗпленсе пынӑ бюргерлӑ тивӗҫлӗхӗсене, ӗне хӑй мӑйракине пытарма пӗлмесӗр кӑтартса ҫӳренӗ евӗр кӑтартнине, тӳрккесленнине, ӗҫе хӑй тӗллӗн тунине, каппайланнине юратман.

На всю немецкую нацию она смотрела как на толпу патентованных мещан, не любила грубости, самостоятельности и кичливости, с какими немецкая масса предъявляет везде свои тысячелетием выработанные бюргерские права, как корова носит свои рога, не умея кстати их спрятать.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсем урӑхла пурнӑҫпа пурӑнма килӗшмен, ӑна юратман та пулӗччӗҫ.

Другой жизни и не хотели и не любили бы они.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах вӑл укҫа пухас тӗлӗшпе тем те пӗр шухӑшласа кӑларма юратман.

Он только не любил выдумок и натяжек к приобретению денег.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Начальник ырӑ кӑмӑллӑ, ятлаҫма юратман ҫын пулнӑ пулин те, Илья Ильич хӑранипе тата ӗҫре кичемленнипе тертленсе пӗтнӗ.

Исстрадался Илья Ильич от страха и тоски на службе даже и при добром, снисходительном начальнике.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Алексей Николаевич халӑх укҫи-тенкине усӑсӑр тӑккалама юратман.

Алексей Николаевич не любил тратить зря народные деньги.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех