Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫатӑн (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эс мӗнле хурахсем пирки калаҫатӑн? — пӳлсех ыйтрӗ унран Огнянов.

— О каких это разбойниках ты говоришь? — строго остановил его Огнянов.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кӑкӑр ачи пек калаҫатӑн эс, Марко.

— Ты прямо младенец какой-то, Марко.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Колчо, эс тем калаҫатӑн е кам та пулин сана улталарӗ пуль? — пӗр кулмасӑр ыйтрӗ Мичо бай.

— Колчо, ты дурачишься, или тебя кто-нибудь обманул? — строго спросил его дядюшка Мичо.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ай, тупата, мӗн калаҫатӑн эс?

— Да что ты говоришь, Цанковица?

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн калаҫатӑн эс!

— Что ты говоришь, хаджийка!

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

 — «Эсӗ паян манпа ячӗшӗн ҫеҫ ҫепӗҫҫӗн калаҫатӑн, эсӗ тутуна тӑсни курӑнсах тӑрать».

— Да ты нехорош со мною ныне, натянут, любезен, и видно, что дуешься.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ӑнлантӑм, Марья Алексевна; питӗ ӑслӑ калаҫатӑн эсӗ.

— Понял, Марья Алексевна; это ты очень умно рассуждаешь.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ну, эпӗ инженера алӑ патӑм, хӑй ман ҫине шуйттан пек пӑхать: эсӗ мӗн ман арӑмпа ахаль ҫын пек калаҫатӑн? — тет пулас.

Ну, я поручкался с инженером, а он смотрит на меня чертом: дескать, почему я так с его женой по-простому разговариваю?

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ, Макарушка, ялан трибун ҫине сӗкӗнетӗн, е президиумран калаҫатӑн, унтан тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мар сӑмах калатӑн, манӑн вара мӗншӗн ҫынсемпе таҫтан хыҫалтан калаҫмалла-ха?

Ты, Макарушка, завсегда на трибун лезешь, либо из презюдиума рассуждаешь и несешь оттуда всякую околесицу, а почему же я должен с людьми разговаривать откуда-то из темного заду?

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тем пӑркаланатӑн эсӗ, Лукич, тем калаҫатӑн

Что-то крутишь ты, Лукич, не то гутаришь…

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ухмахла калаҫатӑн эсӗ, йӗкӗт, — ҫилӗллӗн тавӑрчӗ Шалый.

— Болтаешь ты, парень, глупости, — сурово ответил Шалый.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сан пек туспа ҫапла калаҫатӑн, ятлаҫатӑн та, кайран вара ҫӗрӗпе ҫывӑраймастӑн, чӗре вӑркать…

Вот так поговоришь, пособачишься с таким дружком, как ты, а потом всю ночь не спишь, сердце щемит…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Калаҫатӑн тем кирлӗ мара, Ҫемен, пӗчӗк ача пек, — кӑмӑлсӑр хушса хучӗ Лушка.

— Гутаришь ты, Сема, всякую чепуху, прямо как мальчишка, — недовольно проговорила Лушка.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Калаҫатӑн пулсан — ху айӑпа кӗретӗн!

Но лучше не говори так; не то сам же и окажешься виноватым!

VIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Мӗн ҫинчен калаҫатӑн та мӗн калаҫрӑн?..

О чем говорил да чего говорил?..

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ те ун еннелле сулӑнатӑн: «лайӑх командир», текелетӗн, темскер калаҫатӑн

А ты еще туда же: «Хороший командир» и прочее…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗн ҫинчен калаҫатӑн ҫак эсӗ, мучи?

— Ты о чем говоришь, дед?

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн калаҫатӑн ҫак эсӗ, мучи? — хӑйӑлтатса ыйтрӗ Половцев.

Что ты говоришь, дед? — хрипловато спросил Половцев.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнпа та эсӗ ахалех кун пирки унашкал… кӑмӑлсӑрланса калаҫатӑн.

И ты напрасно, это самое… недовольство выражаешь.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Епле-ха вара эсӗ — бригадир, ҫапах та нимӗн ӑнланмасӑр плана хирӗҫ калаҫатӑн?

— Как же ты — бригадир, а несознательно выступаешь против плана?

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех