Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хирӗҫле сăмах пирĕн базăра пур.
Хирӗҫле (тĕпĕ: хирӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ пӗр хускалмасӑр итлесе ларатӑп: ман пуҫа темӗнле хирӗҫле шухӑшсем пӑтратаҫҫӗ.

Я слушал его неподвижно; странные, противоположные чувства волновали меня.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Е чи чейи, — терӗм эпӗ, юри хирӗҫле пулса, мӗншӗн тесен камерӑри пурнӑҫ яланах пур вак япаласемшӗн тавлашса иртет.

– Или самый хитрый, – предположил я больше из духа противоречия, потому что споры по поводу мелочей оживляют жизнь в камере.

«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ахунбаев хирӗҫле ҫапӑҫу пуҫласси пирки иккӗленмелли пулман.

Не было сомнений, что он выберет встречный бой.

24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Е унӑн кӑштах каялла чакса нимӗҫсен кивӗ окопӗсенче, айлӑмӑн ку енче, лайӑхрах оборона йышӑнмалла, — пек кун туни ӑслӑрах пулнӑ пулӗччӗ, — е хӑйӗнчен вӑйлӑрах тӑшманпа хирӗҫле ҫапӑҫӑва кӗрсе хӑйӗн резервра тӑракан пӗртен-пӗр ротине те ҫапӑҫӑва кӗртмелле.

Либо немного отступить и занять более выгодную оборону в старых немецких окопах по эту сторону лощины, что было вполне благоразумно; либо принять встречный бой с превосходящим его силы противником и немедленно ввести в дело единственную свою роту резерва.

24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Следователь юлташ, эп хирӗҫле хут ҫырма пултарап-и?

Товарищ следователь, а я могу ответную бумагу написать?

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

— Ан хирӗҫле!

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Руль умӗнче ҫывӑрса кайнипе хирӗҫле ҫул ҫине тухнине сисмен те.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Том тӑм татӑкӗ илнӗ те ҫуртине хӑйсене хирӗҫле стена ҫумне ҫыпӑҫтарса лартнӑ.

Том глиной прилепил свечу к стене.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл шыва хирӗҫле ишрӗ, шывӗ ӑна хӑй ҫитме ӗмӗтленнӗ вырӑнӗнчен анаталла юхтарса пычӗ.

Он плыл против течения, забирая наискось, однако его сносило вниз гораздо быстрее, чем он думал.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пысӑк хурама айӗнче вӑл чарӑнса тӑчӗ, трубапа хирӗҫле сигнал кӑшкӑртрӗ, унтан, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла хытӑ асӑрхаса пӑхса, чӗрне вӗҫҫӗн утма пуҫларӗ.

Скоро он остановился под высоким вязом, продудел ответный сигнал, а потом, приподнявшись на цыпочки, стал что-то осторожно высматривать из-за дерева.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хисеплӗ район ҫыннисем, республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн районта та ятарлӑ пушара хирӗҫле режим ҫирӗплетнине асра тытӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Район территорийӗнче вара апрелӗн 24-мӗшӗнчен тытӑнса кун пек ятарлӑ пушара хирӗҫле режим туса хунӑ, ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн А.Башкировӑн кӑҫалхи апрелӗн 22-мӗшӗнчи 205 номерлӗ хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председатель тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан С.Енилинан апрелӗн 19-мӗшӗнчи 117 номерлӗ йышӑнӑвӗпе республика территорийӗнче майӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ятарлӑ пушара хирӗҫле режим ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

1992-1994 ҫулсенчи Чӑваш чӗлхин орфографи словарьне конкурссӑр йышӑнаҫҫӗ, ҫавна пула чӑваш чӗлхине хирӗҫле орфографи словарӗ пулса тухать.

Словарь орфографии 1992-1994 годов Чувашского языка принимают без конкурса, из-за этого выходит словарь орфографии противоречащей чувашскому языку.

Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html

Ҫавра сӗтелре вӗсене хирӗҫле фронт та пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Наркотиксен закона хирӗҫле ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ преступленисене тупса палӑртассине тата уҫса парассине вӑйлатасси республика прокуратуринче иртнӗ оперативлӑ канашлура тӗп тема пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

«Пралуксем юрлаҫҫӗ» калавра идейӑ уҫӑмсӑр, герой характерӗ автор тӗллевне хирӗҫле пулса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫав вӑхӑтрах империализм коммунизма хирӗҫле буржуаллӑ идеологие вӑйлӑрах та вӑйлӑрах сарма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Кӑшманри лизоцин микробсемпе, вируссемпе кӗрешет, шӑк хӑвалакан, шыҫҫа хирӗҫле витӗм кӳрет, юн пусӑмне чакарать, витаминсемпе тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Микробсене, вируссене хирӗҫле витӗмлӗ лизоцим пур.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех