Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Вӗсем ӗнтӗ малтан ӗлкӗрнӗ тулла, эрехпе ҫӑвӑн вуннӑмӗш пайне те ҫиме шут тытнӑ, ҫав таса япаласем вара Иерусалимра Турӑ умӗнче тӑракан священниксем валли упранаҫҫӗ, ахаль ҫыннӑн никамӑн та вӗсене ҫиме мар, пӳрнепе тӗкӗнме те юрамасть.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан хӑйӗн хӗрарӑм тарҫине эрех тултарнӑ такмак, пӗр савӑт ҫу тыттарнӑ, хутаҫҫине ҫӑнӑх, типӗтнӗ улма-ҫырла тата таса ҫӑкӑрсем чикнӗ, ҫак апат-ҫимӗҫе чӗркесе тарҫин хул-ҫурӑмӗ ҫине хунӑ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кунта вӑл хӑй тӑхӑнса ҫӳрекен хуйхӑ тумне те, тӑлӑх арӑм тумне те хывса таса шывпа ҫӑвӑннӑ, хаклӑ мирӑпа сӗрӗннӗ, ҫӳҫне тураса пуҫ ҫыххи ҫыхнӑ, упӑшки, Манассия, чӗрӗ чухне тӑхӑнса ҫӳренӗ хаваслӑх тумне тӑхӑннӑ; 4. урине вӑл сантали тӑхӑннӑ, вӑчӑрасемпе, сулӑсемпе, ҫӗрӗсемпе, хӑлха алкипе тата пӗтӗм селӗм тумӗпе капӑрланса вӑл хӑйне курас ар куҫӗсене илӗртме ҫапла хитреленнӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Санӑн яту — Ҫӳлхуҫа; вӗсен тӗрекне Хӑвӑн хӑватупа аркатсамччӗ, вӗсен вӑйне Хӑвӑн ҫиллӳпе пӗтерсемччӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Санӑн таса Ҫуртна ирсӗрлетме, Санӑн чапун ячӗпе хисепленекен тӑнӑҫлӑ халӑха мӑшкӑл кӑтартма, Сана парне паракан вырӑнӑн мӑйракине ҫӗмӗрме шут тытнӑ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пире тыткӑна илсен пӗтӗм Иудея та пӗтет, пирӗн таса вырӑнсене ҫаратса-ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ, вӗсене ирсӗрлетнӗшӗн Вӑл пирӗнтен шыраса илӗ, 22. пирӗн тӑванӑмӑрсене вӗлернӗшӗн, ҫӗре тыткӑнланӑшӑн, пирӗн еткере ҫаратса тухнӑшӑн Вӑл ытти халӑхсене мар, пире айӑплӗ, ҫак айӑпа пирӗн пуҫ ҫине ӳкерӗ, эпир вара ҫав халӑхсен чурисем пулӑпӑр, хамӑра пӑхӑнтарнӑ халӑхсенчен ултавпа мӑшкӑл тӳсӗпӗр; 23. чуралӑх пирӗншӗн чыс пулмӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ӑна чыссӑрлӑх вырӑнне хурӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Халӗ вара, хӑйсен Турри енне ҫаврӑнса, вӗсем сапаланнӑ вырӑнсенчен таврӑнчӗҫ, таса Ҫурчӗ ларакан Иерусалима йышӑнчӗҫ те пушӑ выртакан ту-сӑртлӑ ҫӗршыва вырӑнаҫрӗҫ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израильри кашни ар, кашни арӑм, пӗтӗм ачи-пӑчи, Иерусалимра пурӑнакан кашни ҫын, Турӑ Ҫурчӗ умне ӳксе, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, Турӑ умне хӑйӗн хуйхӑ тумтирне сарса хунӑ, 12. парне паракан вырӑна та хуйхӑ тумӗпе витнӗ, пурте пӗтӗм чун хавалӗпе Израиль Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ, Вӑл ачасене туртса илме ан патӑрччӗ, арӑмсене тӑшман тупӑшӗ ан тутӑрччӗ, еткер хуласене ҫаратма-аркатма, таса япаласене мӑшкӑллама-ирсӗрлетме ан патӑрччӗ, суя тӗнпе пурӑнакансен савӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тархасланӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея ҫӗрӗнче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсем, Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн ҫарпуҫӗ Олоферн халӑхсене мӗн кӑтартнине, вӑл вӗсен пӗтӗм таса вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе-ҫаратса пӗтернине илтсессӗн, 2. питех те, питех те хӑраса ӳкнӗ, вӗсем Иерусалимшӑн тата хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗшӗн сехӗрленнӗ, 3. мӗншӗн тесессӗн вӗсем нумай пулмасть тыткӑнран таврӑннӑ, нумай пулмасть ҫеҫ пӗтӗм Иудея халӑхӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ мӑшкӑл тунӑ савӑтсене, парне кӳмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатнӑ пулнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Манӑн чунӑм Туррӑма, аслӑ Патшана мухтавлатӑр: 16. ӗнтӗ Иерусалима ҫӗнӗрен — сапфир чулӗнчен, смарагд чулӗнчен, тӗрлӗ йышши хаклӑ чулсенчен — туса лартӗҫ; хӳмӳне, пашнӳсене, хӳтлӗхӳсене таса ылтӑнран тӑвӗҫ; 17. Иерусалим урамӗсене берилл чулӗпе, анфракс чулӗпе, Офиртан кӳнӗ чулпа сарса тухӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Рагуил Турра тав туса ҫапла каланӑ: эй Турӑ, Эсӗ тасаран та таса, мухтавлӑ Турӑ!15. И благословил Рагуил Бога, говоря: благословен Ты, Боже, всяким благословением чистым и святым!
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Килӗме таврӑнсан, Анна арӑмӑмпа Товия ывӑлӑм каллех хампа пӗрле чухне, аллӑмӗш кун уявӗнче, ҫичӗ эрненӗн чи таса эрнинче, килӗмре лайӑх апат хатӗрлесе лартнӑччӗ, эпӗ вара ҫиме лартӑм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ҫак ӗҫсене туса пӗтерсессӗн, ман патӑма пуҫлӑхсем пычӗҫ те каларӗҫ: 66. Израиль халӑхӗ, пуҫлӑхсем, священниксемпе левитсем ҫӗр ҫинчи ют халӑхсенчен, вӗсен ирсӗрлӗхӗнчен, ханаансенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, евусейсенчен, моавсенчен, египетсенчен, идумейсенчен хӑпман: 67. ӗнтӗ хӑйсем те, ывӑлӗсем те вӗсен хӗрӗсемпе мӑшӑрланнӑ, таса вӑрлӑх ют халӑх йӑхӗсемпе хутӑшса кайнӑ, вӗсенӗн ертсе пыраканӗсемпе улпучӗсем ҫак йӗркесӗр ӗҫе чи пуҫламӑшӗнченех хутшӑннӑ, терӗҫ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Вӗсем умӗнче эпӗ патшапа унӑн канашҫисем, аслӑ улпучӗсем, Израиль ҫыннисем парнелесе панӑ ылтӑнпа кӗмӗле, Ҫӳлхуҫамӑр Ҫурчӗн таса савӑчӗсене виҫепе тайтарса виҫрӗм.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем пире хирӗҫ ҫапла хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн чурисем. 14. Ку Ҫурта нумай ҫул ӗлӗкрех Израилӗн аслӑ та вӑйлӑ патши тунӑ, туса лартнӑ. 15. Анчах та пирӗн аттемӗрсем хӑйсен ҫылӑхӗсемпе Израилӗн Тӳпери Ҫӳлхуҫине ҫиллентернӗрен Вӑл вӗсене Навуходоносор аллине — Вавилон патшийӗн, халдейсен патшийӗн аллине — панӑ. 16. Халдейсем вара ҫак Ҫурта аркатса тӑкнӑ, ҫунтарса янӑ, халӑха Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ. 17. Вавилон ҫӗршывӗнче Кир патшана ларсассӑн пӗрремӗш ҫулхине вара Кир патша ҫак Ҫурта тума ирӗк панӑ. 18. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе тухса Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса лартнӑ ылтӑн-кӗмӗл таса савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен каялла илсе тухнӑ та вӗсене Саманассар пуҫлӑхпа Зоровавеле панӑ. 19. Ҫак савӑтсене пурне те Иерусалимри Турӑ Ҫуртне кайса хума, Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех туса лартма хушнӑ. 20. Вара Саманассар килнӗ те Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, ҫавӑнтанпах ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ пырать, вӑл вӗҫленмен-ха» терӗҫ пире.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кир патша та ӗнтӗ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалимран куҫарса кайса хӑй туррин ҫуртне хунӑ савӑтсене — илсе тухнӑ.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Тепӗр ҫултан Навуходоносор ун патне ҫынсем янӑ та ӑна Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсемпе пӗрле Вавилона илсе пыртарнӑ, 46. Иудейӑпа Иерусалим патшине ҫирӗм пӗр ҫулхи Седекияна лартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хӑш-пӗр таса савӑтсене Навуходоносор Вавилона илсе кайса хӑйсен туррин ҫуртне вырӑнаҫтарса лартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иосия левитсене, Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлесе тӑракансене, каланӑ: Давид ывӑлӗ Соломон туса лартнӑ Ҫурта Ҫӳлхуҫанӑн таса арчине лартмашкӑн хӑвӑра Ҫӳлхуҫа умӗнче тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.