Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑши сăмах пирĕн базăра пур.
шӑши (тĕпĕ: шӑши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ах, эсӗ, тӗктӑрмас, ӑҫта ҫитиех хӑпарнӑ! — Рафальский пуҫне ҫавӑрчӗ те тутине чуптунӑ чухнехи пеклӗн чаплаттарса илчӗ, сасси вара хӑйӗн, шӑп та лӑп шӑши чӗриклетнӗ евӗр, питех те ҫинҫен тухрӗ.

— Ах ты, мошенница, куда забралась! — Рафальский повернул голову и издал губами звук вроде поцелуя, но необыкновенно тонкий, похожий на мышиный писк.

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ тин ҫех асӑрхарӑм, — сирӗн хулпуҫҫи ҫинче шурӑ шӑши ларать…

Я только что заметил, — у вас на плече сидит белая мышь…

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кӗтесрен шӑши тӗслӗрех, татӑк хӑлхаллӑ, ҫамрӑк, питех те пысӑк икӗ дог сиксе тухрӗ.

Из-за угла выскочили два огромных молодых корноухих дога мышастого цвета.

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Нушам ҫитрӗ те, иккӗшне сасартӑк шӑши вӗлернӗ пек лапчӑтса та хутӑм.

А когда нужда заставила, разом укокошил двоих, как мышей.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑши ҫакланчӗ! — терӗ Мердевенджиев, мӑйӗнчи шарӑхне салтса.

— Мышка в мышеловке! — ответил Мердевенджиев, разматывая шарф.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра инҫетре те мар пӗр ула йытӑ курӑнса кайрӗ, шӑши тӗслӗ, мӑй ҫыххинчен кантра татӑкӗ сӗтӗрӗнсе пырать, йытӑ, ҫаран урлӑ чупса, тӳрех арман патне пычӗ.

Тем временем невдалеке показалась великолепная гончая с черными подпалинами на боках и в кожаном ошейнике, на котором болтался обрывок веревки; гончая бежала по лугу к мельнице.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Манӑн хамӑн вырӑн пур, эсӗ вара ӗҫсӗр ларатӑн, турра усӑсӑр кӗлтӑвас, турӑшсем умӗнче ҫурӑмна пустуях авас вырӑнне луччӗ шӑши тыт.

— У меня своя должность имеется, а вот ты и займись от безделья мышками, заместо того чтобы без толку богу молиться да спину гнуть возле икон.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хуралса пӗтнӗ ача, кулакан куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, тӗттӗм тимӗрҫ лаҫҫине шӑши пек тапса сикрӗ, вара ҫавӑнтах унтан вӗркӗч хӑйӑлтатса сывлани илтӗнчӗ, курнӑран ҫулӑм ҫӗкленсе, лаҫ ӑшне хӗрлӗ ҫутӑпа ҫутатрӗ.

Чумазый подросток, блеснув смеющимися глазенками, как мышь юркнул в темную глубину кузницы, и тотчас же оттуда послышалось хриплое дыхание меха и багрово засветилось рвущееся из горна пламя.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӳрт умӗнче кӑшт кӑна илтӗнмелле, шӑши пек, алӑка такам кӑтӑртаттарчӗ, унтан — хӗрарӑм, сасси хуллен илтӗнсе кайрӗ:

В сенях тонко, по-мышиному, кто-то поскреб дверь, а потом — тихий женский голос:

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫиелтен пӑхма кӗсри чип-чиперех пек курӑннӑ: шӑши тӗслӗ, усӑк хӑлхаллӑ, хӑрах куҫне шур илнӗ, анчах питех те шухӑскер пулнӑ.

Кобылка, когда при покупке он осматривал ее, на вид была кругла, масти мышастой, вислоуха, с бельмом на глазу, но очень расторопна.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах ҫапах та халлӗхе ҫеҫенхирте пурнӑҫ чӗрӗлсе хускални сахал палӑрать-ха, сӑвӑрсемпе тыркассем хӑйсен хӗллехи ыйхинчен вӑранса тухайман; тискер кайӑксем вӑрмансене, ҫырма-ҫатрасене тарса пытаннӑ, сайра-хутран кӑна кивӗ хытхурасем хушшинче хирти шӑши йӑпӑртатса чупса иртет е чӗпӗ кӑларма мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн уйрӑлса кайнӑ хир чӑххисем кӗрхи калча ҫинелле вӗҫсе анаҫҫӗ.

Но еще мало живого в степи, не проснулись от зимней спячки сурки и суслики, в леса и буераки подался зверь, изредка лишь пробежит по старюке-бурьяну полевая мышь да пролетят на озимку разбившиеся на брачные пары куропатки.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарьӑн тулли кӗлеткеллӗ карчӑкки кӑмака умӗнче тӑрать, кровать таврашӗнче шӑши пек йӑпӑрти те хура сиплевҫӗ-карчӑк Мамычиха кускалать.

Дородная Щукариха стояла у печи, а около кровати суетилась проворная, черная, как мышь, лекарка — бабка Мамычиха.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарьӑн тулли кӗлеткеллӗ карчӑкки кӑмака умӗнче тӑрать, кровать таврашӗнче шӑши пек йӑпӑрти те хура сиплевҫӗ-карчӑк Мамычиха кускалать.

Дородная Щукариха стояла у печи, а около кровати суетилась проворная, черная, как мышь, лекарка — бабка Мамычиха.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тилӗ шӑши тытма тухнӑ.

Лиса мышковала.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл алхасарах кулса илет те хавассӑн кӑшкӑрать: — Сывӑ пулӑр, арестантсем! — тет, унтан шӑши ҫури пек хӑвӑрт тухса ҫухалать.

Она плутовато смеется, весело кричит нам: — Прощайте, арестантики!-и исчезает быстро, как мышонок.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Санька вӑлтине, ухӑ йӗппипе тӗлленӗ пек, шӑши ҫинелле персе ячӗ, анчах лешӗ ним пулман пекех шӑтӑкне чӑмса кӗчӗ.

Санька, как копьем, нацелился удочкой, метнул в полевку, но та как ни в чем не бывало юркнула в нору.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ тулӑ туни авӑнса ӳкрӗ, шӑши пучаха хӑй патнелле меллӗн туртса илчӗ, пӗрчисене шӗкӗлче-шӗкӗлче ҫиме пуҫларӗ.

Вот стебелек наклонился, мышь ловко подтянула к себе колос и принялась лакомиться зернами.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗр ҫинче кӗл тӗслӗ шӑши ларать, тулӑ хӑмӑлне тӑрӑшсах кышлать вӑл.

На земле сидела серенькая мышь-полевка и старательно перегрызала стебелек пшеницы.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шӑши ӗрчетмелли.

— Мышам на разживу.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пуҫлӑ сухан, шӑши хӳри пек кишӗр, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрсем ӳстересси кирлӗ пулмасӑр тата…

— Лук репчатый выращивать, морковку с мышиный хвост, прочую там петрушку…

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех