Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл кунтах чупкалашса ҫӳрет, унтан ыррине кӗтме ҫук, пире йӗрлесе тупма пултарӗҫ…
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марья Алексевна сӑмах камран тухнине йӗрлесе тупатех ӗнтӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ачасем шарламарӗҫ, пуҫӗсене усса, хутран-ситрен пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа, ҫул ҫинчи кӑҫал пуҫласа сивӗннӗ тусана урисемпе эрешлӗн йӗрлесе тӑчӗҫ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лушкӑн пӗр шухӑшсӑр сӑнӗ-пичӗ ҫинче йывӑр шухӑшпа хуйхӑ-суйхӑ йӗрлесе хӑварнӑ пӗр пӗркеленчӗк те кураймӑн.Ни единой морщинки озабоченности или тревоги не было на бездумном Лушкином лице.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗвел анса лариччен унӑн чаплӑ, хӑватлӑ ҫунаттисен сӑрӑ мӗлки ҫеҫенхире темиҫе хутчен урлӑ-пирлӗ йӗрлесе тухать.До заката солнца еще не раз серая тень его царственных крыл перечеркнет степь.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Райком тата районти Контроль комиссийӗ хушнипе эпӗ ку ӗҫе тӗпчесе, йӗрлесе тухрӑм.— По поручению райкома и районной Контрольной комиссии я расследовал это дело.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫула тӑршшӗпех йӗрлесе хӑварчӗ!» —
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Агафонӑн чечче шатри путӑк-путӑк йӗрлесе пӗтернӗ пичӗ-куҫӗ тӑрӑх шупка йӗрсем тӗмпӗл-тӗмпӗл улаланса тухрӗҫ.У Агафона по изрубленному оспою лицу пошли бледные матежины.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов коллективизаци ӗҫӗ тата вӑрлӑх фондне хывас ӗҫ епле пыни ҫинчен тӗплӗн доклад туса панӑ хыҫҫӑн, Кондратько ҫапла тума шут тытрӗ: — Кунта пире пурне те ӗҫлемелӗх ӗҫӗ те ҫук, — вӑл, эхлеткелесе, ҫырмалли пӗчӗк кӗнеке тата карттӑ туртса кӑларчӗ, ун тӑрӑх тачка пӳрнипе йӗрлесе пӑхрӗ, — эпир Тубянские каятпӑр.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫуна хӑйӗн тупанӗсемпе юр ҫине ҫаврака йӗрсем йӗрлесе хӑварчӗ те хапхаран тухса куҫран ҫухалчӗ.Сани вычертили на снегу синие округлые следы полозьев, скрылись за воротами.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Никитӑшӑн арестлеме килчӗ пулӗ-ха, йӗрлесе пӗлнех пулать, тӑшман».
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ку перосем мӗнлине шуйттан пӗлет-и тен! — пысӑк кӗнеке тата пӗчӗкҫӗ хут листисем ҫине тӗлӗнмелле «азбукисем» йӗрлесе ӳкернӗ хушӑра ҫилленсе илет Глеб Глебыч.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Унӑн ҫути кӗсменсемпе, пӑрахут винтисемпе, тӗрӗксен шӗвӗр сӑмсаллӑ фелюгисемпе касӑлакан тата тӑвӑр гавӑнӗ пур еннелле те йӗрлесе ҫӳрекен ытти йышши кимӗсемпе те хумханакан шыв ҫинче йӑлкӑшманпа пӗрех туйӑнать.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ашшӗ, темӗнле тавҫӑрса илме ҫук паллӑсемпе, вӗҫен кайӑк йӑвисене шыраса тупрӗ, чӗрӗпе йӗр йӗрлесе тупрӗ, пакша кӑтартрӗ, кӑткӑ тӗми патне выртса, вӗсем ҫав тери ӗҫе юратни ҫинчен кала-кала пачӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петька ҫӗр ҫине йӗрлесе тунӑ ҫаврашкана ҫурӑмӗпе хупласа хунӑ, ҫавӑнпа та Степа икӗ енчен шӗвӗртсе тунӑ йывӑҫ чышӑка ниепле те ҫаврашкана персе кӗртеймест.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Контракт ҫинче пур-ҫке, — асӑрхаттарчӗ Иван Матвеевич, пӳрнипе йӗрлесе кӑтартса.— В контракте есть-с, — заметил, показывая пальцем строку, Иван Матвеевич.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хай ӗҫне пикенсех тума тытӑнать, тӗрӗ тӑваткалӗсене йӗппипе йӗрлесе шутлать.Ольга углубится в работу, считает про себя иглой клетки узора,
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр тесен, Иван Богданыч кунта та педант пулман, ҫавӑнпа вӑл хӑй шутланӑ пекех тума хистемен пулӗччӗ; вӑл хӑй ӑсӗнче ывӑлӗ валли урӑх ҫул йӗрлесе пама пултарайман пулӗччӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Заведени начальникӗ, унччен учитель кӗнеке ҫине чӗркепе йӗрлесе паллӑ тунӑ пек, аттестат ҫине алӑ пусса йӗр тунӑ та, пирӗн паттӑр вара ҫав йӗртен иртсе хӑйӗн пӗлӗвне малалла ӳстересшӗн тек ҫунман.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Стенасем ҫинче, картинӑсем таврашӗнче, чечек ярӑмӗсем пек, тусанлӑ эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; тӗкӗрсем ҫине тусан ларнӑран сӑн курӑнмасть, мӗн те пулин манасран, вӗсем ҫине пӳрнепе йӗрлесе, ҫырса хума пулать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956