Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗрлесе (тĕпĕ: йӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вун пӗрмӗш класри Дарья Филиппова Сафрон Филиппович Филипповӑн вӑрҫӑ ҫулне йӗрлесе ӑна картта ҫинче те паллӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Тӑрантас, унччен иртнӗ тӑрантас йӗрне йӗрлесе, утаралла ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ялан тенӗ пекех, малтан тӗрре хура ҫиппе йӗрлесе тухнӑ, унтан хӗрлӗ тӗслӗ ҫинҫе пурҫӑн ҫиппе вӗттӗн хантӑсланӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Медицинӑра та йӗрлесе тытмалли майсем нумай.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ахӑртнех, Микулана тытасшӑн йӗрлесе килнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан хӑйсен вулӑсӗнчи стражнике палласа илсен, Кузнецов Анук хыҫҫӑн йӗрлесе килме пултарасса астутарнине аса илсе, вырӑс ҫыннине ырӑ сунса тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ кунта тахҫанах суд умне тӑма тивӗҫ ҫынна йӗрлесе тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иккӗленмелли ҫук, Ҫтаппан кинне йӗрлесе килнӗ ку.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь сан хыҫран йӗрлесе килме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй тӗллӗн тытма май килмесен, ӑҫта пурӑннине йӗрлесе пӗлсе, хулари полицейскисем пулӑшнипе тытма шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулана йӗрлесе тытас тесен, Анукпа пӗрле ларса кайма кирлине Мошков аван ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утарта кам та пулин пулсан ҫӑвӑр хуртсем ӑҫта ларнине йӗрлесе пӗлме пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

— Мӗнле каччӑ вара вӑл хӑй хӗрне урӑххи ӑсатнине хыҫалтан йӗрлесе пыраканскер? — ҫула урлӑ выртакан турата тапса вӑркӑнтарчӗ тарӑхса кайнӑ Раман.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Подоприхина вӑрттӑн йӗрлесе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсене Малюҫ йӗрлесе тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Колхоз председателӗ Егор Подоприхин районтан вӑрттӑн тӑлӑха юлнӑ хӗрарӑмсене килограмшар та пулин валеҫсе парас тӗллевпе ҫӗр айӗнчи пӳлмере тухӑҫӑн пӗр пайне пытарса хӑварасшӑнччӗ, пултараймарӗ — Кабаргас йӗрлесе тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ара, лешӗ яланах шӑппӑн ҫӳрет-ҫке, йӗрлесе тупас, чӗнейми тӑвас, «халӑх тӑшманне» тытас шухӑшпа.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анатри Атӑл леш енчи ҫӗрсен географи карттийӗ те улшӑнса тӑрӗ — «пысӑк юханшывсем» тата «пӗчӗк шывсем» ӑна тӗрлӗ еннелле йӗрлесе кайӗҫ, унта «пӗчӗк кӳлӗсем» те, пысӑкрах «кӳлӗсем» те пулӗҫ.

Вскоре совершенно изменится географическая карта нижнего Заволжья — «реки» и «речки» пересекут ее в различных направлениях, появятся «озерки» и «озера».

Уяр ҫанталӑкпа кӗрешесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Контурлӑ карта тесе ак ҫакӑн пек картӑна калаҫҫӗ: вӑл карта ҫине тӗнче пайӗсене е уйрӑм ҫӗршывсен, тинӗссен, юханшывсен кӗлеткисене (контурӗсене) йӗрлесе ҫеҫ ӳкернӗ, анчах ячӗсене ҫырман.

Контурная карта — это такая карта, на которой обозначены очертания (контуры) частей света или отдельных стран, морей, рек, но нет названий.

Мӗн вӑл контурлӑ карта тата ӑна мӗнле хатӗрлемелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Касса кӑларнӑ типҫӗр пайӗсене сӑрлӑ хут листи ҫине хурса, вӗсенӗ карандашпа йӗрлесе тухӑр та касса кӑларӑр.

Разложите вырезанные части света на лист цветной бумаги, обведите их карандашом и вырежьте.

Полушари карттисене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех