Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

терӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫапӑҫу хыҫҫӑн командир мана: «Я тебя за это представлю к награде!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫураки мӗнле иртесси йӑлтах хамӑртан, яваплӑха туйса вӑй хунинчен килет,- терӗ Петр Николаевич Тунгулов.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Аванччӗ, кӑмӑллӑччӗ, — терӗ те Юля, самантрах тарӑн шухӑша путрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

«Чим-ха, чим! Ку — эпӗ-ҫке!» — терӗ хитре ӗҫе пӗр тӗлӗнсе те пӗр савӑнса пӑхнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Авӑ, манӑн хастар вӗренекен те малашне шкул, район ятне ҫӳлте тытасса пӗлсех тӑратпӑр, — терӗ Галина Леонидовна.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

«Эпӗ унччен кунашкал шӑкӑл-шӑкӑл пурнӑҫ курман, манран укҫа кӑна кӗтнӗ. Иринӑна малтанхи арӑмпа танлаштарма ҫук», — терӗ Владимир Ильич мӑшӑрне ҫупӑрласа.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗррехинче кӳршӗ: «Аннӳ чирленӗ-ха», — терӗ те яла самолетпа пӗр кунлӑха вӗҫсе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Юлашки сывлӑшне кӑларас умӗн Ирина Андрея ыталарӗ те: «Ан кулян, эпӗ яланах санпа юнашар пулӑп, леш тӗнчерен пулӑшса пырӑп», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Манӑн учитель пулса ачасене вӗрентес килет», — терӗ вӑл пӗррехинче.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Гузелия Хатыповна ҫак саманта аса илсен тӗлӗнсе: «Танзельӑсӑр мӗнле пурӑннӑ-ши?» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Халӗ тӑван ялтан ниҫта та каяс килмест. Ҫемьепе пӗрле пурӑннине, кашни ир арӑм ҫумӗнче ӑшӑ вырӑн ҫинче вӑраннине мӗн ҫиттӗр?» — терӗ фермӑна мӑшӑрӗпе пӗрле ҫул такӑрлатаканскер.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӗҫех экзаменсем ҫывхараҫҫӗ пулин те пӗлӗве ҫирӗплетме вӑхӑт пур-ха, - терӗ вӑл йӑл кулса.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Вӑрҫӑ, туслӑх, мирлӗ пурнӑҫ темине хускатса сӑнарлакан фильмсене аслисене ҫеҫ мар, ҫитӗнекен ӑрӑва та кӑтартасчӗ, - терӗ иртнине аса илсе, паянхи куна пӗтӗмлетсе Нина Мефодьевна.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ӑна вӗсем хапӑл туса йышӑнсан эпӗ питӗ савӑнатӑп», - терӗ Юхма Мишши.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне: «Журналист мар-тӑк космонавт пулаттӑм», — терӗ те — ҫырас туртӑмӗ ӑна космоса вӗҫсен те канӑҫ памӗччӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Моряксем парӑнмаҫҫӗ», – терӗ те ял старости Николай Трофимов пӗр пӑтлӑ икӗ кире пуканне ним мар 21 хут ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Эпир сире хаклатпӑр, хисеплетпӗр, юрататпӑр, - терӗ вӑл этемлӗхӗн черчен ҫуррине ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫут тӗнчене ывӑл килнӗ хыҫҫӑн хваттер тара илсе тӑкакланас мар терӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

– Эпир анчахрах хамӑр патра выльӑхсене искусствӑлла майпа пӗтӗлентермелли пункт уҫрӑмӑр, мӗншӗн тесен вӑл ял ҫыннисене питех те кирлӗ, – терӗ М.Ржанов заведующи.

- Мы недавно у себя открыли пункт по искусственному оплодотворению животных, потому что он необходим сельским жителям, - сказал заведующий М.Ржанов.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Хамӑн ӗҫе ҫӗнӗлӗхсем те кӗртеттӗм, – терӗ Надежда Геннадьева.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех