Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайран сăмах пирĕн базăра пур.
кайран (тĕпĕ: кайран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан вӑл, ача ҫуртне кӗмесӗр, Ксюшӑпа курнӑҫса калаҫма шутланӑ, кайран вара — кирек ӑҫта кайма та юрать, тенӗ.

Потом он решил, им заезжая в детдом, повидать Ксюшу, объясниться О пню и тогда уже со спокойной совестью — на все четыре стороны.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Халлӗхе аппа патне-ха, кайран унта ӗҫе вырнаҫатӑп, — Ася халӗ вӑтанмарӗ ӗнтӗ, хаваслӑн хуравларӗ.

— К сестре пока, а там буду на работу устраиваться, — Ася уже поборола свое смущение, отвечала с радостной доверчивостью.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӳкӗнӗ-ха та, кайран пулӗ…

Еще пожалеет, да поздно будет…

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малтан тире сӗвет, кайран ун вырӑнне кӗпе пама пулать.

Вначале шкуру спустит, а потом заместо нее рубаху посулит.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чи кайран ырханкка, курпун, салхуллӑ сенкер куҫлӑ пӗчӗк хӗрача чупса кӗнӗ.

Последней прибежала худенькая, девочка-подросток — горбунья, с голубыми грустными глазами.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малтан эсӗ ӑна алла вӗрент, кайран турӑ пулӑшнипе кирек мӗн ту, ӑвӑсран тунӑ пек.

Ты вначале его ручным сделай, чтоб он твою руку принял, а потом уж с божьей помощью лепи из него, как из воска.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Юрӗ, кайран хӑех курӗ-ха чӑнлӑх кам енче пулнине.

Ничего, потом увидит, на чьей стороне правда.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах халлӗхе коммунистсене пухӑр, правлени членне суйламалли ҫынсем ҫинчен калаҫӑр, кайран куҫ курать унта…

А пока собирайте коммунистов, обговаривайте кандидатуры в члены правления, обстановка покажет…

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакӑнта ӗнтӗ Вершинин пӗр вӑтанмалла япала курчӗ, — кайран вӑл ӑна нихҫан та кулмасӑр аса илме пултараймарӗ.

И тут Вершинин стал свидетелем небольшого конфуза, о котором позже не мог вспоминать без смеха.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Астӑвӑр, кайран йӑлӑхтарам мар эпӗ сире! —

— Смотрите, как бы я вам потом не надоел! —

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени нимӗн калама та пӗлмерӗ — е шӑллӗпе мӗн те пулин пулнӑ та, вӑл куна екки янипе тунӑ, е, хӑйӗн ятне чапа кӑларас тесе, кайран мӗн пуласси ҫинчен шутламасӑр, каллех авантюристла хӑтланнӑ.

Ксения долго терялась в догадках — то ли с братом что-то произошло и он действовал под влиянием чистого порыва, то ли пускался в очередную авантюру, чтобы произвести шум вокруг своего имени, не заботясь о последствиях такого решения.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

 — Ҫӗҫӗпе чикетчӗҫ вӗт, кайран шырах вара айӑплисене?

 — Ведь пырнули бы ножом, а потом ищи виноватых!

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна малтанах виҫсе панӑ пулсан — хуть те ҫӗр ҫул пултӑр унта, кайран вара пиртен тусан ҫеҫ юлать пулсан, мӗншӗн килмелле пулнӑ-ха ҫут тӗнчене?

Зачем тогда было появляться на свет, если жизнь заранее отмерена тебе — пусть даже сто лет, а потом пыль, прах, пустота…

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кайӑр, савӑнӑр, кайран эпӗ сире ӑсатса ярӑп… — тенӗ Мажаров, анчах халӗ ӗнтӗ Ксюшӑн ташлас килми пулнӑ.

— Идите веселитесь, а я вас потом провожу… — сказал Мажаров, но Ксюше уже расхотелось танцевать.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑнтанпа вӗсен пурнӑҫӗ тӗрлӗ ҫулпа кайнӑ, кашни хӑйне май пурӑннӑ: Пробатов часах рабфака кӗнӗ, унтан ӗҫленӗ, кайран каллех вӗреннӗ, парти ӑна пӗр кирлӗ ҫӗртен тепӗр кирлӗ ҫӗре куҫарнӑ, Бахолдин вара, хӑйӗн кун-ҫулне ача ҫурчӗпе ҫыхантарнӑскер, пӗрмаях Приреченски районта пурӑннӑ…

С тех пор их жизни пошли несхожими путями, у каждого по-своему: Пробатов вскоре поступил на рабфак, потом работал и снова учился, партия перебрасывала его с одного важного участка па другой, а Бахолдин, связавший свою судьбу с детдомовцами, оставался все время в Приреченском районе…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сире хӗрхенетӗн тек кайран вара эсир йыта пек тапӑнатӑр!

Вас пожалеешь, а вы потом как собаки набрасываетесь.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кайран вара эпир пӗтӗм ӗҫ хамӑр тӑвас тенӗ пек пулса пыманнинчен тӗлӗнетпӗр, — шухӑшларӗ Пробатов.

«А потом мы удивляемся, почему все идет не так, как бы нам хотелось, — размышлял Пробатов.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах никама та ним усси те ҫук вӗт, хӑйне ҫеҫ кайран лектереҫҫӗ!

И никому от этого никакой пользы, только себе по ногам и попадает!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Атту кайран вут тума та илекен пулмӗ!.. —

А то потом и на дрова никто не возьмет!.. —

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Николай паян вилмесен те ыранах вилме пултарать, унпа уйӑрӑлма лекет лекетех, хуть пӗр кун малтан, хут пӗр кун кайран уйӑрӑл, пурӗ пӗр мар-и?

Да и не все ли равно, днем раньше или днем позже, расставаться с ребенком?

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех