Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каларӗҫ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав каҫра вырӑнти шкул директорӗ А. Соловьева, «Ни-ва» ЯХПК коллектив членӗсем (председателӗ Ю. Козлов), Ванюшкассипе Яманак ялӗсен активисчӗсем, ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Миша Григорянӑн тусӗсемпе тӑванӗсем, пӗлӗшӗсемпе йӑхташӗсем выставка хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне хускатса янине палӑртса тӑван чӗлхипе сӑвӑсем каларӗҫ, аякри сӑрт-тусен хурлӑхлӑ ахрӑмне чӑваш ҫӗрӗ ҫине те ҫитерекен юрӑсем юрларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Полицейскисем ку ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Уйран кӗтӗм те ачасем мана каларӗҫ: «Санька, аҫу килнӗ!»

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Кайран каларӗҫ: «Киле илсе кайӑр!»

Потом сказали: "Заберите домой!"

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ларӑва ҫав предприятисен ертӳҫисене те чӗннӗ те — калаҫса татӑлнӑ пекех пӗри те тепри бюджетран пулӑшу кирли пирки каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӑл тата Г. Матвеев ӗнесем массӑллӑн пӑруланӑ вӑхӑтра сӗт-ҫу фермисенче дояркӑсен каҫхи дежурствине йӗркелемелли пирки каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен уйӗсене ҫитсе курнисем умӗнче тав сӑмахӗсемпе тата сӗнӳсемпе ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Ю. Д. Петров, кунти В. А. Васильев агроном, районти вӑрлӑх инспекцине ертсе пыракан Э. А. Николаева, ял хуҫалӑх банкӗн районти уйрӑмӗн управляющийӗ А. В. Муравьев, «Гигант», «Янмурзино», «Волит» тата «Нива» хуҫалӑхсен ертӳҫисем В. В. Александров, Э. В. Петров, В. И. Петров, И. М. Петров тухса каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

Музей директорӗ Н.К.Кадебин, Совет Союзӗн Геройӗн хӗрӗ Р.Н.Марыгина сӑмах тухса каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Музей директорӗ Н.К.Кадебин, Совет Союзӗн Геройӗн хӗрӗ Р.Н.Марыгина сӑмах тухса каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Сӑвӑсем каларӗҫ.

Рассказывали стихи.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Президент Аппарачӗн, Патшалӑх Канашӗн, Министрсен Кабинечӗн тата ытти учрежденисен представителӗсем ырӑ сӑмахсем каларӗҫ, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ, спонсорсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑлӑх тата инвалид ачасен балӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Завод директорӗ Виктор Десятов, Министрсен Совечӗн Председателӗн заместителӗ Петр Левин тата Чичикин мана майлӑ каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Линейкӑна ятлӑ та сумла хӑнасем килсе ҫитрӗҫ: Чӑваш Республикин культура министрӗн заместителӗ В.Н.Оринов, ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пай пуҫлӑхӗ В.В.Бычков, наци вӗрентӗвӗн центрӗн ертӳҫи И.А.Степанова, «Вӑрманти юмах» санаторин тӗп врачӗ Е.В.Гурьева хӑнасем канма килнӗ, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ачасене ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, пил пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хӑнасем уяв ячӗпе саламласа сӑмах каларӗҫ: Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Кудряшов, Шупашкар район депутачӗ Николай Хорасев, ЧР ентешлӗхсен Канашӗн ертӳҫи Андрей Кузнецов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Эстонири Нарвӑри «Нарспи» ентешлӗхӗн ертӳҫи Лидия Григорьева, Крымран килнӗ Николай Трапунин, Мускав чӑвашӗсенчен Владимир Волговский, Самара облаҫӗнчи «Пехил» ертӳҫин ҫумӗ Владимир Равеев, Тутар, Пушкӑрт республикисен, Чӗмпӗр, Красноармейски, Патӑръел, Муркаш ентешлӗхӗсен представителӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫавра сцена ҫинчен аслисем – ЧР таврапӗлӳҫӗсен хисеплӗ ертӳҫи Виталий Станъялпа Чӑваш халӑхӗн академипе наукисен ертӳҫи Евгений Ерагин (Ешентей Мӑчавар) авалхи йӑлапа ваттисене асӑнса сӑмах каларӗҫ, пил пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ытти ачи те ашшӗне аса илсе сӑмахсем каларӗҫ.

И остальные дети поделились воспоминаниями об отце.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пӗр класра вӗреннисем те пӗрин хыҫҫӑн тепри иртнӗ вӑхӑта аса илсе сӑмах каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ каҫ асра юлӗ // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

– Унти вырӑс, тутар, чӑваш тата ытти наци ҫыннисем пире вӗҫӗ-хӗррисӗр ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, пире курнипе, ҫӗнӗрен тӑван юррисене илтнипе йӗрекеннисем те пулчӗҫ.

- Проживающие там русские, татары, чуваши и представители других наций нам бесконечно говорили теплые слова, были и те кто прослезился увидев нас, услышав вновь родные напевы.

Японире — чӑваш юрри // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

ТР ЧНКА председателӗ К.Г.Яковлев, Е.М.Тимирясов, В.П.Станьял, А.А.Трофимов тата ыттисем те ҫӳлерех асӑннӑ шухӑша хӑйсен сӑмахӗсенче малалла тӑсрӗҫ, тӑван чӗлхене упрама, ӑна хисеплеме, малалла аталантарма чӗнсе каларӗҫ.

Председатель ЧНКА РТ К.Г.Яковлев, Е.М.Тимирясов, В.П.Станьял, А.А.Трофимов и другие в своей речи продолжили мысль вышесказанного, призывали сохранить родной язык, уважать его, дальше развивать.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех