Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Японире — чӑваш юрри

Автор: Сувар

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Хушнӑ: 2016.06.30 11:49

Пуплевӗш: 26; Сӑмах: 351

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Токио, Нагоя, Йокогама тата Японин ытти паллӑ хулисенче «Япония – страны Евразии» общество хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне халалласа ирттернӗ искусство фестивалӗн шайӗнче Хусан артисчӗсем чӑваш юррисене юрласа таврӑнчӗҫ. Юрлаканӗсем тутар юрӑҫисем пулсан та ҫакӑ савӑнтармасть мар.

Хусанти «Сайдаш» Культура керменӗн юрӑ-ташӑ ушкӑнӗ Япони сцени ҫинче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартма пултарчӗ. Артистсене чикӗ леш енчи сцена ҫине тухма ҫӳллӗ шайри пултарулӑх ҫеҫ мар, Хусан мэрийӗ самаях укҫа-тенкӗпе пулӑшни те май пачӗ.

– Ҫак халӑхсем хушшинчи фестивале СНГ тата малтанхи СССР ҫӗршывӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Общество йӗркеленӗ фестивале Раҫҫейрен юлашки хут 20 ҫул каялла хутшӑннӑ. Ун чухне те пирӗн ҫӗршывӑн чысне Хусан ушкӑнӗ хӳтӗлерӗ. Хальхинче Японие эпир тӑватӑ ташлакан мӑшӑртан тата икӗ юрӑҫран тӑракан ушкӑнпа ҫул тытрӑмӑр. Сакӑр кун хушшинче ҫичӗ концерт лартрӑмӑр. Хамӑрӑн икӗ сехетлӗ программӑн пӗрремӗш пайӗнче чӑваш, мари, удмурт тата Атӑлҫин ытти халӑхӗсен культурипе ҫеҫ мар, Раҫҫейри тӗрлӗ нацисемпе те номерсем кӑтартса паллаштартӑмӑр. Иккӗмӗш пайне веҫех Тутарстана халалларӑмӑр, Г.Тукай, Б.Урманче халапӗсем тӑрӑх театрализациленӗ представлени те лартрӑмӑр. Чӑваш юррисене фестивальте ТР юрӑпа ташӑ ансамблӗн солистки пулнӑ Эльвира Кашапова юрларӗ. Вӑл шӑрантарнӑ «Хӑна юррине» кунта хаваспах йышӑнчӗҫ. Хӗвел тухакан ҫӗршывра чӑваш чӗлхипе культурине ӑнланмарӗҫ мар, кунта та чӑвашсем сахал мар пурӑнаҫҫӗ, – терӗ Хусан артисчӗсен ушкӑнӗн ертӳҫи Тимур Юсупов.

– Пирӗн график питӗ тулли пулнипе репетици валли те вӑхӑт юлмастчӗ. Концерт хыҫҫӑн тӳрех тӗрлӗ тӗлпулусене, керменсене, музейсене курма васкаттӑмӑр. Токио хулинчи тӗп мечӗте те ҫитсе куртӑмӑр. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче шӑп кӑна Хусан ҫынни тума пуҫланӑ. Ҫакӑнсӑр пуҫне Японири «Диснейленд» 5 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ музыка фестивальне те хутшӑнса хамӑра кӑтартрӑмӑр, асӑнмалӑх кубок илсе таврӑнтӑмӑр, – пӗлтерчӗҫ ушкӑн артисчӗсем.

Артистсем Хусана ҫитме ӗлкӗриччен, «Япония – страны Евразии» общество ТР Президенчӗн М.Шаймиевӑн тата Хусан мэрӗн И.Метшинӑн ячӗсемпе Тав ҫырӑвӗсем ярса та пачӗ. Ҫакӑ Хусан ушкӑнӗ Японире хӑйсене ҫӳллӗ шайра кӑтартнине, вӗсене унта вӗҫӗ-хӗррисӗр кӑмӑлланине пӗлтерчӗ, паллах. Ҫакӑнсӑр пуҫне артистсем хӑйсемпе пӗрле Японире пурӑнакан Раҫҫей халӑхӗнчен тӗрлӗ парнесем, купи-купипе тав ҫырӑвӗсем илсе килчӗҫ.

– Унти вырӑс, тутар, чӑваш тата ытти наци ҫыннисем пире вӗҫӗ-хӗррисӗр ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, пире курнипе, ҫӗнӗрен тӑван юррисене илтнипе йӗрекеннисем те пулчӗҫ. Ҫавӑнпа та лартнӑ тӗллеве – куракансен кӑмӑлне тупассине – пурнӑҫларӑмӑр, – вӗҫлерӗ калаҫӑва Т.Юсупов.

Сӑмах май, Хусан ушкӑнӗ Японири чаплӑ концерт агентствисене те пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерсе килнӗ. Халӗ пирӗн артистсем тепӗр хут Японие гастрольпе кайма хатӗрленеҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех