Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аржанов пирусне майсӑр ярса тытрӗ.

Аржанов неумело взял папироску.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анне унӑн аллине пырса тытрӗ.

Мать подошла, взяла его за руку.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл чӗлпӗре ман алӑран илчӗ, ҫилхерен ярса тытрӗ, анчах сулахай алли ун хуҫӑк пулнӑ, тин кӑна сыпӑннӑ.

Взял он у меня повод, за гриву ухватился, а левая рука у него была перебитая, только недавно срослась.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсем правлени тӗлнех ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк Ҫӑрттан, куҫне чарса пӑрахса, Макара гимнастерка ҫаннинчен ярса тытрӗ:

Они уже почти дошли до правления, когда Щукарь, испуганно вытаращив глаза, схватил Макара за рукав гимнастерки:

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗксӗм лаҫра пӗр-ик минут вӑл сӑмах чӗнмесӗр юпа пек тӑчӗ, киленнипе куҫне хупса, ачаранпа пӗлекен, чуна тивекен шӑрша каҫса кайса шӑршларӗ, унтан ытараймасӑр мӑлатук ярса тытрӗ

Несколько минут он молча стоял в полутемной кузнице, блаженно закрыв глаза, с наслаждением вдыхая знакомые с детства, до боли знакомые запахи, а потом не выдержал искушения и взялся за молот…

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лятьевский лӑпкӑн, васкамасӑр кравать ҫине выртрӗ те икӗ аллине те пуҫӗ хыҫне тытрӗ.

Спокойно и не торопясь Лятьевский прилег на кровать, закинул за голову руки.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич ирӗксӗрех юсанчӗ, ҫурӑмне тӳрлетрӗ, аллисене пӗвӗ ҫумне ярт тытрӗ.

Яков Лукич невольно подобрался, выпрямив спину, вытянув руки по швам.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

А-у ӑна хулӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ, вӗсем такӑна-такӑна, кашни утӑмрах пӗрне-пӗри тӗккелесе те кулкаласа, малалла сӗнкӗлтетрӗҫ.

Синяя Шкура обхватил Красноносого за плечи, и оба они, смеясь, спотыкаясь и подталкивая друг друга, побрели прочь.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Ҫав кун А-у пачах та килмерӗ, лавкка хуҫи вара, тупӑка масар ҫине кайса пытарма, икҫӗр вуншар пӑхӑр парса, икӗ ҫынна тара тытрӗ.

А Синяя Шкура в тот день совсем не явился, пришлось хозяину кабачка нанять для вдовы Шань двух носильщиков и дать каждому по двести десять медяков за то, что они отнесли гроб на кладбище для бедных.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Шань-сы ачине тытрӗ.

Она взяла ребенка.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Сяо-шуань ҫунса кӑмрӑкланнӑ чӑмаккана питӗ сыхланса тытрӗ те ун ҫине, аллинче хӑйӗн пурнӑҫне тытса тӑнӑ евӗр, калама ҫук тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Молодой Хуа взял почерневшую пампушку, оглядел ее со всех сторон с таким удивлением, будто держал в руке собственную жизнь,

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Элиав керменрен тухрӗ те храма чупса кайрӗ, чӳк вырӑнӗн мӑйракине ҫавӑрса тытрӗ.

Элиав, выйдя из дворца, побежал в храм и схватился за рога жертвенника.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Половцевӑн уҫӑмсӑррӑн тухакан хулӑнрах сассине илтсен, Яков Лукич лӑштӑрах халран кайса, ҫурӑмӗпе стена ҫумне таянчӗ, аллисемпе пуҫне ярса тытрӗ

Заслышав глухой половцевский басок, Яков Лукич обессиленно прислонился спиной к стене, схватился за голову…

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич Тимофея ыран ҫак юманлӑхра йывӑҫ касма пуҫласси ҫинчен каласа асӑрхаттарчӗ те вӑрмантан тухса уттарчӗ, хирте вара, кубанка тулӑ акнӑ лаптӑка ҫитсе пӑхас тесе, иккӗмӗш бригада уйӗ еннелле ҫул тытрӗ.

Яков Лукич предупредил Тимофея о том, что в дуброве завтра начнется порубка, выехал из леса и направился на поле второй бригады, чтобы осмотреть засеянный кубанкой участок.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лушка юбка аркине пуҫтарса тытрӗ те, тирпейлӗ ҫын сӗннӗ пек, ҫапла каларӗ:

Лушка подобрала юбки, хозяйственно предложила:

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кайса пӑхар, Давыдов хӑвах курӑн — Вӑл Давыдова йӗп-йӗпе пальто ҫаннинчен ярса тытрӗ те суха касси тӑрӑх ҫавӑтса кайрӗ; пӑлханнӑ пирки сӑмахӗсене каласа пӗтереймесӗр, ҫаплах мӑкӑртатса пычӗ: — Тарӑнӑшне виҫӗ вершук ҫурӑран кая мар сухалама йышӑнтӑмӑр, ку мӗн чухлӗ пулать?

Пойдем, Давыдов, поглядишь — Он схватил Давыдова за мокрый рукав пальто, повел по борозде; не договаривая от волненья, бормотал: — Решили пахать не менее трех с половиной вершков глуби, а это как?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, сӑмахпа кастарас енчен темӗн те пӗр калама пултаракан ҫын, чӑтса тӑраймарӑм… ну, Любишкин вара тӳрех ҫӗҫӗ ярса тытрӗ те ман хыҫран…

Я человек отчаянный на слова, не стерпел… ну, а Любишкин ухватил нож, да за мной…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнов ӑйӑрне ун еннелле пӑрса тытрӗ те ку Щукарь мучи иккенне аякранах палларӗ…

Размётнов направил к нему жеребца и еще издали угадал деда Щукаря.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Любишкин, йӗнерӗ ҫинче ҫаврӑнса, сулмаклӑ хӑмӑр чышкине пӳрнисем юхӑнса ларичченех хытӑ чӑмӑртаса тытрӗ те юнаса хӑварчӗ.

Любишкин, поворачиваясь на седле, сжал до отека в пальцах ядреный бурый кулак, посулил:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну?.. — Нагульнов сулахай чавсине хуҫлатса тытрӗ те, кивелнипе хура тӗсне ҫухатса ҫуталса кайнӑ наганӗн кӗпҫине алли ҫине хучӗ.

Ну?.. — Нагульнов согнул в локте левую руку, положил на нее белый, потерявший от старости вороненье ствол нагана.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех