Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑш сăмах пирĕн базăра пур.
ӑш (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӑхатӑп та сирӗн ҫине, чӑтма ҫук ӑш лӗкленсе килет… —

— Погляжу я на вас, и до того тошно мне становится… —

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юлашки вӑхӑтра тем вар ыраткала пуҫларӗ ман, ҫак яхӑнта тюрех май ӑш хыпса ҫӳрет, витӗр спиртланса ҫитрӗм те, халӗ ав ҫунакан лампа ҫывӑхне ларма та хӑракан пултӑм…

Желудок у меня что-то начинает побаливать, настроение все эти дни ужасное, и весь я до того проспиртовался, что теперь даже около горящей лампы боюсь сидеть…

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑн пек чакӑлти чакак йышши ҫынсемпе Григорий хӑй ӗмӗрӗнче пӗрре мар курнӑҫнӑ, вӗсенчен яланах ӑш лӗкленесле йӗрӗннӗ.

С людьми этой птичьей породы Григорий не раз встречался на своем веку и всегда испытывал к ним чувство глубокого отвращения.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫилли ҫавӑнтах иртрӗ унӑн, вара вӑл тахҫан-тахҫантанпа, пуҫласа пӗрре, ӑш каниччен чӑхлатрӗ.

Злоба его прошла, и он смеялся так, как не смеялся давным-давно.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Санпа пӗрле тепӗр талӑк пурӑнас пулсан, ӑш ӗмӗрте тек пулӑ йышӑнми пулать…

С тобой тут ежели еще сутки пожить, так потом всю жисть душа не будет рыбы принимать…

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мана ҫав тери намӑс пулчӗ, намӑс ҫеҫ мар, ӑш пӑтранса килчӗ темелле.

— Мне было так горько, и стыдно, и даже противно.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Иҫмасса, пӗр лав та пулин хирӗҫ килинччӗ хуть — пӗр ҫын та ҫук, пуш-пушӑ, йӗп чиксен те куҫ курман сӗмлӗхре сапаланчӑк ҫутӑсем курӑнкалаҫҫӗ, лаша хартлатса илет, ҫил шӑхӑрать, тата вӗҫӗмсӗр ӑш вӑркать!

На грех, хоть бы попалась одна встречная подвода — безлюдье, глушь, рассыпанные в кромешной тьме огоньки, хрип лошади, свист ветра и не отпускающее ни на минуту волнение!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫав кун кӑнтӑр апатӗнче, ҫемье сӗтел хушшинче юшкӑн шӑрши кӗрекен симӗс шӗвеке сыпса ларнӑ чухне, аслӑ ывӑлӗ сасартӑк кашӑкне сӗтел ҫине пӑрахнӑ: — Ӑш пӑтранать, — тенӗ вӑл, — ҫиме пултараймастӑп, — ашшӗ ҫине куҫ айӗн пӑхса, хуллен чӗтрекен сассипе ыйтнӑ:

Как-то в полдень, когда семья сидела за столом и хлебала зеленую, пахнущую тиной жижу, старший сын вдруг бросил ложку на стол и сказал: — С души воротит — не могу, — и, исподлобья взглянув на отца, спросил с тихой дрожью в голосе:

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унтан пуҫне ҫӗклерӗ те сасартӑк ним мар ҫӗртенех ҫапла персе ячӗ: «Хӗнес мар-ши сана пӗрре, Паня? Атту ӑш пӑтранать, тӳсме те ҫук…» — тет.

А потом поднял голову да вдруг ни с того ни с сего и брякнул: «Побить бы тебя разок, что ли, Паня? А то тошно, прямо сил нет…»

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Прохор ура ҫине тӑма хӑтланнӑччӗ, анчах пуҫра юн йывӑррӑн талтлатса ҫӳрерӗ, ӑш лӗкленни пыр патне капланса хӑпарчӗ.

Прохор хотел встать, но в голове тяжко билась кровь, к горлу подступала тошнота.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарья, кам пирки тата мӗн сӑмахланине ӑнланмасӑр, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те пыртан мар, таҫтан ӑш тӗпӗнчен, вилес умӗнхи иклетӳпе пӳлӗнсе, пӗр майлӑн та йывӑррӑн йынӑшнӑ сасса илтрӗ.

Дарья оглянулась, не понимая, о ком и что это такое говорят, услышала глубокий, исходивший не из горла, а откуда-то, словно бы из самого нутра, протяжный на одной ноте стон, прерываемый предсмертной икотой.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вилесенчен ав епле йывӑр шӑршӑ перет, пӗтӗм ӑш пӑтранса тухать.

От этих убиенных такой чижелый дух идет, ажник с ног шибает!

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗлетӗн-и, тата хӑсӑк килсе аптрарӑм эпӗ, пӗтӗм ӑш йӑтӑнса тухрӗ, тейӗн!

И знаешь, начало меня рвать, всего вымотало в доску!

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Христоньӑсен пӳртӗнче вӑл тул ҫутӑличченех кӑмака сакки ҫинче ларчӗ, чикаркка хыҫҫӑн чикаркка выҫлӑхланса туртрӗ; чуна кишӗклекен шухӑшсенчен, Петрошӑн хуйхӑрса ӑш хыпса ҫуннинчен мӗнле те пулин хӑпас тесе, унтан каллех, хыпкаланса ӳксе, кӗсйинчен табак енчӗкӗ туртса кӑларчӗ, — йӳҫек тӗтӗме кӑкӑр туллин ҫӑтса, тӗлӗрсе выртакан Христоньӑпа кирлӗ-кирлӗ мар япаласем пирки сӑмах пуҫларӗ.

До рассвета просидел он в Христониной хате около пригрубка; жадно выкуривал папироску и, словно боясь остаться с глазу на глаз со своими мыслями, с тоской по Петру, снова, торопясь, хватался за кисет, до отказа вдыхая терпкий дым, заводил с дремавшим Христоней посторонние разговоры.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак ытлашши йӑрӑ, илемсӗр кӳлепеллӗ, ним тӗлли-паллисӗр хыпӑнса ӑшталанакан ҫынна курнипе Григорин ӑш вӑркама пуҫларӗ.

Чересчур подвижной, груботелый, с обрывчатыми спешащими движениями, он вызывал какое-то беспокойство в Григорие.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ пӗтӗм ӑш хыпса тухать…

Сейчас горит все…

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑш ҫунать!..

Нутро горит!..

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Эс каҫар, сыв пул, ӑш вӑркатмӑшӗ!» — юрӑ сӑмахӗсемпе калаҫса илчӗ вӑл, хӑйсен калинккинчен кӗнӗ май.

«Ты прости-прощай, сухота моя!» — проговорил он словами песни, входя в калитку своего база.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑш хыпрӗ!

— Заело!

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ӑна, савӑннӑ та хӑранӑскерне, утиялӗ-мӗнӗпе ҫӑмӑл кӑна ҫӗклесе, унӑн кулса тӑран тутине, хупӑннӑ та анчах пурне те куракан куҫӗсене, пӗчӗк ҫемҫе хӑлхисене чуптума пуҫларӗ: вӑл ӑна, ҫулҫӳрен ҫын ӑш хыпса ҫитсен сасартӑк ҫӑлкуҫӗ курса тӑранайми шыв ӗҫнӗ пек, васкаса чуптунӑ.

Он легко, вместе с одеялом, приподнял ее, обрадованную и испуганную, и стал целовать и ее улыбающиеся губы, и ее закрытые, но все видящие глаза, и ее уши, маленькие и мягкие; целовал торопливо и с той ненасытной жадностью, с какой уставший, томимый жаждой путник пьет воду, добравшись до родника.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех