Шырав
Шырав ĕçĕ:
42. Виҫҫӗмӗш кунхине Эсӗ шывсене ҫӗрӗн ҫиччӗмӗш пайӗнче пуҫтарӑнса тӑма хушнӑ, ҫӗрӗн ултӑ пайне типӗтнӗ, ун ҫинче Сан умӑнта вӑрлӑх акса тырӑ-пулӑ тума ӗҫлемелле пулнӑ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Лешӗсем: «пур — ҫиччӗмӗш куна уяма хушнӑ чӗрӗ Ҫӳлхуҫа, Тӳпе Патши Вӑл» тесессӗн, 5. Никанор ҫапла каланӑ: «эпӗ вара — ҫӗр ҫинчи хуҫа, алла кӑрал тытма, патша ирӗкне пурӑнӑҫлама хушаканӗ» тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Унтан Иуда, хӑйӗн ҫарне ертсе, Одоллам хулине кайнӑ, ҫиччӗмӗш кун ҫитнӗ пирки вӗсем, йӑла тӑрӑх, тасалнӑ та шӑматкуна уявланӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тепӗрисем, ҫиччӗмӗш куна вӑрттӑн та пулин уявлас тесе, ҫывӑхри ту хушӑкӗсене тара-тара пытаннӑ, анчах Филипп тӗллесе янипе вӗсене тытса ҫунтарса янӑ, мӗншӗн тесессӗн тарса юлнисем, шӑматкун тасалӑхне хисеплесе, ҫав кун хӳтӗленмен те.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫав хушӑра, халӑха мӗн кирлипе тивӗҫтерес тӗллевпе ҫӗршыври хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ май, Симон хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе — Маттафийӑпа тата Иудӑпа — Иерихон хулине ҫитнӗ, ку вӑл ҫӗр ҫитмӗл ҫиччӗмӗш ҫулӑн вунпӗрмӗш уйӑхӗнче, сават уйӑхӗнче, пулнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӗр утмӑл ҫиччӗмӗш ҫулта Димитрий ҫапла патша пулса тӑнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ҫӗр утмӑлмӗш ҫулӑн ҫиччӗмӗш уйӑхӗнче, хӳшӗ уявӗнче, Ионафан священник тумӗ тӑхӑннӑ; вӑл ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ кӑрал хатӗрленӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Иудейсем те вӗсенӗн сӑпрайӗсене хирӗҫ тытӑҫма сӑпрайсем вырӑнаҫтарса тухнӑ, ӗнтӗ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ; 53. анчах управӑшсенче малтан хатӗрлесе хунӑ апат-ҫимӗҫӗ ҫитеймен, мӗншӗн тесессӗн ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул теекен ҫулталӑк пулнӑ, мӗн янтӑласа хунине Иудейӑна суя тӗнлӗ ҫынсенчен тарса пынӑ халӑх ҫисе янӑ; 54. ҫапла вара сӑваплӑ Ҫурта сыхлама ҫынсем нумай юлман: выҫӑпа аптӑранипе кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрне саланса пӗтнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Патша вара ҫарӑн тепӗр ҫуррине хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӗр хӗрӗх ҫиччӗмӗш ҫулхине Антиохи хулинчен, патша хулинчен, тухса кайнӑ, Евфрат шывӗ урлӑ каҫса тури ҫӗршывсене ҫитнӗ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саваоф Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 5. ҫак ҫӗрӗн пӗтӗм халӑхне тата священниксене ҫапла кала: пиллӗкмӗшпе ҫиччӗмӗш уйӑхсенче, ҫитмӗл ҫул хушши ӗнтӗ, типӗ тытса йӗнӗ чухне, Маншӑн типӗ тытнӑ-ши эсир?
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗнче, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 2. халӗ ӗнтӗ Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна тытса тӑраканскере, тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — тата халӑх йӑлкӑмне ҫапла кала: 3. ҫак Ҫуртӑн малтанхи чапне курнисенчен кам та пулин тӑрса юлнӑ-и сирӗн хушшӑрта, тата ӑна халӗ мӗнлерех куратӑр эсир?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Патша ҫиччӗмӗш кунхине Даниилшӑн кулянма пынӑ, вара, шӑтӑк умне пырса, аялалла пӑхнӑ та — акӑ Даниил лара парать иккен.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, уявра, унӑн ҫичӗ кун хушши ҫакӑн пек парнех памалла: ҫылӑх парни те ҫавӑн пекех, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парни те ҫавӑн пекех, тырӑ-пулӑ парни те ҫавӑн чухлех, йывӑҫ ҫӑвӗ те ҫавӑн чухлех пулмалла.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче те пӗлсе тата пӗлмесӗр ҫылӑха кӗнисемшӗн ҫапла ту, Турӑ Ҫуртне ҫапла тасатӑр.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вунпӗрмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 21. этем ывӑлӗ!
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 18. этем ывӑлӗ!
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш ҫулта, пиллӗкӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Израилӗн хӑш-пӗр аслӑ ҫыннисем Ҫӳлхуҫаран ыйтма килчӗҫ те ман умӑма ларчӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак кӗнеке сӑмахӗсене Варух ҫырнӑ, вӑл Нирия ывӑлӗ пулнӑ, Нирия вара — Маасей ывӑлӗ, Маасей — Седекия ывӑлӗ, Седекия — Асадий ывӑлӗ, Асадий — Хелкия ывӑлӗ; Варух ҫакна Вавилонра, 2. Иерусалим хулине халдейсем ярса илсе вутпа ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн пиллӗкӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче ҫырнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Навуходоносор акӑ мӗн чухлӗ халӑха тыткӑна хӑваласа кайнӑ: ҫиччӗмӗш ҫулхине — виҫӗ пин те ҫирӗм виҫӗ иудее; 29. Навуходоносор вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимран сакӑрҫӗр вӑтӑр икӗ ҫынна хӑваласа кайнӑ; 30. Навуходоносор ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан ҫичҫӗр хӗрӗх пилӗк иудее хӑваласа кайнӑ; пӗтӗмпе вара тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын пулать.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра ҫапла пулнӑ: патша йӑхӗнчен тухнӑ Исмаил — Елисам ывӑлӗн Нафанийӑн ывӑлӗ — тата патша улпучӗсемпе тепӗр вунӑ ҫын Ахикам ывӑлӗ Годолия патне Массифӑна пынӑ, унта, Массифӑра, пурте пӗрле ларса апат-ҫимӗҫ ҫинӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.