Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анна Сергеевна нумаях пулмасть вырӑссен пулас деятелӗсенчен пӗрне, питӗ ӑслӑ ҫынна, закона юратаканскере, ҫирӗп практикӑллӑ шухӑшлӑскере, ҫирӗп кӑмӑллӑ та калама ҫук ҫепӗҫ чӗлхеллӗ ҫамрӑк ҫынна, ырӑ та пӑр пек сивӗскере, юратса мар, ӗненсе качча тухрӗ.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Карт вӑййине юратакан тачка, шӗвӗртнӗ пек кӗске ураллӑ, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ ҫын, питӗ ҫепӗҫ, култаракан Порфирий Платоныч ятлӑ кӳршӗ те килчӗ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Паллашма ирӗк парӑр, — пуҫларӗ вӑл пуҫне тайса ҫепӗҫ сасӑпа:
IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫепӗҫ тӗлпулу хыҫҫӑн килне тавӑрӑнсан, Кирсанов хӑй чӗринче пачах ӑнӑҫсӑр ӗҫ хыҫҫӑн касакан йӳҫӗ кӳренчӗклӗх пуррине пӗр хут кӑна мар туйнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унӑн чӗрине ырӑ та ҫемҫе кӑмӑллӑ ашшӗнчен хӑйне мала шутлас вӑрттӑн сисӗм, ҫепӗҫ каҫару сисӗмӗпе хутшӑннӑ кӑмӑл тулса ларчӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Гагин хӑйне пиччӗшӗ пек тыткаламасть унпа, ытлашши ҫепӗҫ, ялан каҫарать ӑна, ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑйне хӑй пит ирӗклех тытаймасть.
VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Унӑн ансӑр урамӗсенче каҫсерен, хӗвел анса ларсанах (июнь уйӑхӗччӗ ун чухне) сап-сарӑ ҫӳҫлӗ чиперкке нимӗҫ хӗрӗсем уҫӑлса ҫӳретчӗҫ, ют ҫӗршыв ҫыннине хирӗҫ пулсан ҫепӗҫ сассисемпе: «Guten Abend», — тесе сывлӑх сунатчӗҫ; вӗсенчен хӑш-пӗрисем тулли уйӑх кивӗ пӗчӗк ҫуртсен шӗп-шӗвӗр тӑррисем хыҫӗнчен тухса урама сарнӑ вӗтӗ чулсене палӑрмаллах ҫутатма тытӑничченех килӗсене кӗместчӗҫ.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Унӑн пӗтӗм чӗрӗ те илемлӗ сӑнарӗнче темле уйрӑмах килӗшӳллӗ чеелӗхпе сыхланусӑрлӑх, курнӑҫланупа тӳрӗ кӑмӑл, лӑпкӑлӑхпа чарусӑрлӑх палӑратчӗҫ; унӑн кашни ӗҫӗ, калаҫӑвӗ, кашни хусканӑвӗ питӗ ҫепӗҫ те илӗртӳллӗччӗ, йӑлтах хӑйне евӗрлӗ те кӗрнеклӗччӗ.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эй, ҫепӗҫ туйӑмсем, ачаш сассем, хускалнӑ чунӑн лӑпкӑлӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ, юратӑвӑн час иртсе каякан малтанхи савӑнӑҫӗ, — ӑҫта эсир, ӑҫта эсир?
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Хӗр шурӑ каркӑҫпа карнӑ чӳрече еннелле ҫурӑмпа ларать; хӗвел пайӑрки ҫав каркӑҫ витӗр унӑн кӑпӑшка, ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫне, ачаш мӑйне, усӑкрах хулпуҫҫийӗсене, ҫепӗҫ те лӑпкӑ кӑкӑрне илемлӗн ҫутатать.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Анчах художник ҫак ҫепӗҫ кӗлеткере ӳкерме илӗртекен фарфор тӗслӗ питне, ҫинҫе те шурӑ мӑйне тата аристократиллӗ ҫемҫешке шӑмшака ҫеҫ курчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӗсем ҫепӗҫ юрӑсем те шӑрантараҫҫӗ.
«Кӗрен парӑсра» // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 57,59,61,63 с.
Юратни, хӑйсемпе ҫепӗҫ пулни пурне те килӗшет.Всем хочется быть любимыми, и чтобы бережно с ними обращались.
Виҫҫӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Чӳлмекрен пӗчӗк те ҫепӗҫ хунавсене кӑларнӑ май вӑл пӗр ансат юрӑ кӗвӗлерӗ:Вытаскивая из горшка маленькие нежные ростки, она напевала нехитрую песенку:
Виҫҫӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Михаил Шолохов чӗлхи питӗ пуян, сӗтеклӗ, хӑйне евӗр ҫепӗҫ те илемлӗ.
Куҫаракантан // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 502–503 с.
Лере, юман вӑрманӗнче, Григорий ачисене аса илсе ҫӗрлесенче пӑшӑлтатнӑ ачаш та ҫепӗҫ сӑмахсем халӗ йӑлтах пуҫран тухса ӳкрӗҫ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӗлӗнмелле кунӑҫлӑ та ӑслӑ, ансат та ҫепӗҫ тӑвӑннӑ-ҫке алӑпа тытса усӑ курмалли япаласем.Удивительно ловко, удобно, просто и мудро устроены предметы для пользования руками.
Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫак кӑвакрах ҫӳҫлӗ ҫамрӑкпа ҫирӗме кӑна ҫитейнӗ хӗрарӑм, этем тӳсмелле мар хӗнпе асап урлӑ иртсе те, пӗр-пӗрин патне тап-таса та ҫав тери ҫепӗҫ, ҫакӑнпа пӗрлех тата ҫӳле-ҫӳле хӑпартакан туйӑм ҫыхласа хӑварма пултарнине ӗненес те килмест.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫепӗҫ сасӑллӑ тенор вӑрҫӑра асӑрханусӑртарах пулнӑ казак шӑпи ҫинчен вӗҫне ҫитичченех каласа пачӗ:Ласковый тенорок до конца рассказал в песне про участь оплошавшего на войне казака:
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Упӑшки хӑйӗнпе ҫавӑн пек ҫепӗҫ пулнинчен ытла та тӗлӗннӗ тата хумханнипе хӗрелсе кайнӑ Наталья, ун аллине ҫупӑрласа тытса, тути патне илсе пычӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.