Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ну, мӗнех ӗнте вара, — тесе лӑплантарма тӑрӑшать хӑйне хӑй.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсем, ӗлӗк те темиҫе хутчен путвалран тутлӑ кукӑль е улма вӑрлакалани ҫинчен аса иле-иле, хӑйсене хӑйсем лӑплантарма тӑрӑшрӗҫ.Они попробовали отделаться от своей совести, напомнив ей, что сотни раз таскали конфеты и яблоки.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Йывӑр вӑхӑтра кирек кама пулӑшать, лӑплантарма та сӑмах тупать.
Кӑмӑлӗ - ырӑ, алли - ылтӑн // А.ЕЖЕРГИНА. «Каҫал Ен», 09.06.17
Ку ӑҫти ҫук такама та мӑшкӑлчӑк шыва путарӗ, — лӑплантарма пӑхрӗ Валера амӑшӗ Нина Николаевна.Эта бестолочь любого в грязи утопит, - постаралась успокоить мать Валеры Нина Николаевна.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
— Лӑплан, чунӑм, чӑт кӑштах, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ старшина хыҫҫӑн пыракан Татьяна.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ирпе кил хушшине каҫӑхса вӗрекен йытта лӑплантарма тухнӑ чикан каялла сирпӗнсе кӗчӗ: – Курӑр, камсем килчӗҫ! – алӑка яри уҫса ячӗ Эльзӑпа ывӑлне ҫул парса.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
18. Вифани ялӗ Иерусалим ҫывӑхӗнчех, пӗр вунпилӗк стадире пулнӑ, 19. пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марийӑна лӑплантарма иудейсем нумаййӑн пухӑннӑ.
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑй хамӑра лӑплантарнӑ пек, тӗрлӗ хурлӑх куракансене лӑплантарма пултарччӑр тесе, Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иисус кимӗ ҫинчен ансассӑнах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ ҫын тӗл пулнӑ; 3. вӑл тупӑклӑхрах пурӑннӑ, ӑна никам та сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа та чарайман; 4. ӑна темиҫе хут та тимӗрлесе-сӑнчӑрласа пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ — ӑна никам та лӑплантарма пултарайман; 5. вӑл яланах ҫӗрле те, кӑнтӑрла та тусем хушшинче, ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхсенче кӑшкӑрашса, чулсем ҫумне ҫапӑнса ҫӳренӗ.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Эсӗ акӑ вӑл ывӑлӗшӗн мӗнле хуйхӑрнине курнӑ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ — сана ҫакӑн ҫинчен каласа пӗлтермеллеччӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫакӑн умӗн сана мӗн курӑннин тупсӑмне ҫапла ӑнланмалла: 41. эсӗ йӗрекен арӑма курнӑ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, 42. кайран вӑл курӑнми пулнӑ, санӑн умна туса лартнӑ хула тухса тӑнӑ, 43. арӑм сана хӑй ывӑлӗн вилӗмӗ ҫинчен каласа панӑ — акӑ мӗне пӗлтерет ҫакӑ: 44. эсӗ курнӑ арӑм тата туса лартнӑ хула — Сион вӑл; 45. ҫав арӑм вӑтӑр ҫул ача тумасӑр пурӑнни — ҫакӑ ӗнтӗ Сионра вӑтӑр ҫул хушши парне кӳменнине пӗлтерет.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кайран мана лӑплантарма чарӑнчӗҫ, эпӗ вара ҫӗрле тӑтӑм та тухса чупрӑм, куратӑн ӗнтӗ — ҫак хире килсе тухрӑм.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпир ӗнтӗ ҫутаткӑҫсене сӳнтертӗмӗр, кӳршӗсем пурте мана лӑплантарма тытӑнчӗҫ, эпӗ вара вилнӗ пек хытса лартӑм, тепӗр кунхи каҫченех ҫапла ларнӑ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Халӑх патне янӑ ҫырӑвӗнче вара патша ҫапла каланӑ: «Антиох патша иудейсен аслӑ ҫыннисене тата ытти иудейсене савӑнӑҫ сунать. 28. Эхер те эсир сывлӑхлӑ тӑратӑр пулсассӑн, эпир сире ҫавнах сунатпӑр — эпир те сывлӑхлах пурӑнатпӑр. 29. Эсир пирӗн патӑмӑрти ҫыннӑрсем патне килме шутлани ҫинчен Менелай пире пӗлтерчӗ. 30. Ҫапла вара ксанфик уйӑхӗн вӑтӑрмӗш кунӗччен килекенсене сылтӑм аллӑм хӑрушсӑрлӑх шантарма хатӗр: 31. иудейсем, унчченхи пекех, хӑйсен апат-ҫимӗҫне ҫиме, хӑйсен саккунӗсене уяса тӑма пултараҫҫӗ, малтанхи пӑтрашушӑн вӗсене нихӑшне те нимӗнле майпа та канӑҫсӑрлантармӗҫ. 32. Сире лӑплантарма эпӗ сирӗн пата Менелая ятӑм. 33. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ман ҫинче — Ҫӳлхуҫа Турӑ Сывлӑшӗ: мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, хупса хунисене тӗрме алӑкӗ уҫӑласси ҫинчен, 2. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ, 3. Сион ҫинче хуйхӑрса пурӑнакансене пулӑшма: вӗсене кӗл вырӑнне пуҫкӑшӑль, куҫҫуль вырӑнне савӑнӑҫ ҫӑвӗ, хурлӑх вырӑнне мухтав тумӗ парнелеме ячӗ; вӗсене вара чӑнлӑхпа вӑйлисем, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавӗшӗн лартнӑ йывӑҫсем тейӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид ӗнтӗ Аннон патне, ӑна ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн йӑпатса лӑплантармашкӑн, элчӗсем янӑ; Давид тарҫисем Аммон ҫӗрне, Аннон патне, ӑна йӑпатса лӑплантарма пырса ҫитнӗ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсен ашшӗ Ефрем вӗсемшӗн темиҫе кун макӑрнӑ, тӑванӗсем ӑна лӑплантарма пынӑ.22. И плакал о них Ефрем, отец их, много дней, и приходили братья его утешать его.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид хӑйӗн тарҫисене ашшӗ вилнишӗн кулянакан Аннона лӑплантарма янӑ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.