Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслӑрах (тĕпĕ: аслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таньӑран аслӑрах арҫын ачасем ӑна систермесӗр ҫавӑрса илчӗҫ те пӗр харӑс кӑшкӑрса ҫӳлелле йӑтса ҫӗклерӗҫ.

Потом мальчики постарше незаметно окружили Таню и разом с криками подняли ее на воздух.

XII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Хӗр пӗр пуша пӳлӗм пур, вӑл Вильям тетӗшне юрӑхлӑ терӗ, Гарви тетӗшӗ валли вӑл хӑйӗн пӳлӗмне пама пулчӗ, ку пӳлӗм кӑшт аслӑрах терӗ, хӑй йӑмӑкӗсем патне куҫса, унта койка ҫинче ҫывӑрма килӗшрӗ; тата мачча ҫинче пӗчӗкҫеҫ пӳлӗм пур, унта улӑм тӳшек сарнӑ.

Девушка сказала, что одна свободная комната у них есть, она подойдет для дяди Уильяма, а дяде Гарви она уступит свою комнату, которая немножко побольше, а сама она поместится с сестрами и будет спать там на койке; и еще на чердаке есть каморка с соломенным тюфяком.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫапкаланчӑксенчен пӗри сӑнран пӑхма ҫитмӗлелле ҫитнӗ ҫын, тен, аслӑрах та пулӗ: кукша пуҫлӑ, бакенбарчӗсем кӑвакарнӑ.

Одному из бродяг было на вид лет семьдесят, а может, и больше; он был лысый и с седыми баками.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Виҫӗ арҫын мана пӑшалпа тӗлленӗ, пытармасӑрах калатӑп, манӑн куҫсем хӗсӗнчӗҫ; арҫынсенчен чи ватти утмӑл ҫулсенче, — ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ; тепӗр иккӗшӗ вӑтӑрсенче, тен, кӑшт аслӑрах пулӗ — виҫҫӗшӗ те кӗрнеклӗ, илемлӗ; кӑшт аяккарах шурӑ ҫӳҫлӗ кӑмӑллӑ карчӑк тӑрать, ун хыҫӗнче — икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, вӗсене эпӗ лайӑхах кураймарӑм.

Трое взрослых мужчин целились в меня из ружей, так что я даже зажмурился, сказать по правде; самый старый, лет шестидесяти, уже седой, двое других лет по тридцати или больше, — все трое представительные, красивые, а еще очень милая седовласая старушка, и позади нее две молодые женщины, которых я плохо разглядел.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ӑна вара тӑванӗсем, кил тыткалама пултаракан хӗрарӑм кирлӗ тесе, ҫулпа хӑйӗнчен аслӑрах хӗре качча илсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗнтен аслӑрах салтаксем, хура-шур пайтах тӳснӗскерсем (вӗсен ҫумӗнче эпир аякра тӑратпӑр), чунтанах йӗреҫҫӗ, хӑйсем пӗр вӗҫӗм: — Тинех пӗтрӗ! Тинех пӗтрӗ!.. — тесе кӑшкӑраҫҫӗ.

Солдаты постарше, не чета нам, плакали: — Дожили! Дожили!..

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл, асли, мана хӑйпе тантӑш вырӑнне хурса, хӑйӗнчен те аслӑрах пек туйса, манпа канашлать.

И то, что она, старшая, советовалась со мной, как с равным, а может, и со старшим.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Люсьӑпа Клава Вальӑран ҫамрӑкрах-мӗн, анчах унран аслӑрах пек курӑнаҫҫӗ.

И Люся и Клава были моложе Вали, но выглядели, пожалуй, старше.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пире икӗ хӗрарӑм, тепӗр ҫамрӑк йӗкӗт, пирӗнтен кӑшт аслӑрах пулӗ, кӗтсе илчӗҫ.

Нас встретили две женщины и молодой человек, чуть старше нас.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Аслӑрах курӑнас килет-ҫке-ха.

Мне хотелось быть старше.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Иккӗш те вӗсем шинельсӗр иккен, ҫара пуҫӑн: пӗри пирӗнпе тантӑшскер пулас — ҫап-ҫамрӑк, ача сӑнӗ те кайман, мӑйӗ вӑрӑм, иккӗмӗшӗ — унран аслӑрах, хырӑнман, ҫийӗ-пуҫӗ пӗтӗмпех лӳчӗркенчӗк, ун ҫинче унтер-офицер паллисем пур.

Оба без шинелей, с непокрытыми головами: один — еще совсем молодой, почти нашего возраста, с детским лицом и длинной шеей, второй — постарше, небритый и какой-то помятый, с нашивками унтер-офицера.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Старшинасемпе сержантсем — кӑшт аслӑрах, анчах вӗсем те ҫамрӑксем.

Сержанты и старшины — чуть постарше, но тоже молодежь.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Анчах вӑл манран аслӑрах ҫав.

— Только она старше меня.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Аслӑрах пулнине нимӗн те ҫитес ҫук ӗнтӗ, ну, сӑмахран, Наташа пек виҫ ҫул та пулин.

Уж куда лучше быть взрослым, хотя бы года на три старше, как Наташа.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл пирӗнтен икӗ ҫул ҫеҫ аслӑрах.

Просто он старше нас на два года.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Аслӑрах ҫулхи ачасем валли ҫырнӑ «Ҫӗнӗ Дворики», «Апрелӗн пӗрремӗшӗ — ҫуркуннен пӗр кунӗ», «Мӗнлерех вӑл, тинӗс?» повеҫӗсем те унӑн ҫамрӑк вулакансемшӗн паллӑ произведенисем шутланаҫҫӗ.

Написанные для детей более старшего возраста повести «Новые дворики», «Первое апреля — один день весны», «Какое оно, море?» также являются известными произведениями для его юных читателей.

Сергей Баруздинӑн «Пӗр ҫулпах» романӗ // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с. — 4 с.

Сухарько Павкӑран икӗ ҫул аслӑрах, ӑна хулара пурте чи ҫапӑҫма юратакан, чи чӑкӑлтӑш ача тесе шутлаҫҫӗ.

Сухарько был старше Павки на два года и имел репутацию первого драчуна и скандалиста.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫӗрле кухня таврашӗнче, буфет склачӗсенче мӗн-мӗн пулса иртнисене кура-кура, Павка лайӑх пӗлет: чашӑк-тирӗк ҫӑвакан хӗрарӑмсемпе продавщицӑсем, кунти кашни аслӑрах ҫынна хӑйне темиҫе тенкӗлӗхе сутмасан, ӗҫре нумаях пулма пултараймаҫҫӗ.

Не удивлялся он и тому, что происходило ночами в закоулках кухни да на складах буфетных; знал Павка хорошо, что всякая посудница и продавщица недолго наработает в буфете, если не продаст себя за несколько рублей каждому, кто имел здесь власть и силу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вара вӑл аслӑрах, тӑнлӑрах ачасене пӗр вунӑ ача чӗнсе илчӗ те, вӗсене пур ҫывӑхра уҫланкӑсене ҫулсем ҫине тата сукмаксем ҫине кайса шырама хушрӗ те хӑй, ывӑннӑскер, пӑшӑрханаканскер, тенкел ҫине ларчӗ.

Тогда она вызвала десяток ребят постарше и посмышлёней и приказала им обшарить все ближайшие полянки, дорожки и тропки, а сама села на лавку, усталая и подавленная.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Вӑл Владикран аслӑрах та тӗреклӗрех пулнӑ.

Он был старше и крепче Владика.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех