Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сергей Баруздинӑн «Пӗр ҫулпах» романӗ

Автор: Александр Галкин

Ҫӑлкуҫ: Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с. — 4 с.

Ҫул: 1970; Хушнӑ: 2020.06.22 22:50

Пуплевӗш: 8; Сӑмах: 160

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сергей Баруздинӑн «Пӗр ҫулпах» романӗ Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра 14-15 ҫулсенче пулнӑ хальхи ҫамрӑксен ашшӗ-амӑшӗсем ҫинчен каласа парать. Вӗсем, салтак пулса, хӑрушӑ вӑрҫӑн йывӑр ҫулне утса тухнӑ, Берлина тата Прагӑна ҫитнӗ. Роман кӗнекери сӑнарсен пурнӑҫне анлӑн — вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенчен пуҫласа паян кунчченхи вӑхӑтченех, пӗрремӗш Совет ҫынни Юрий Гагарин космоса ҫӗкленнӗ кунсем таранах, кӑтартса парать. Ку вӑхӑтра ӗнтӗ романри геройсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсем шӑпах кӗнеке пуҫламӑшӗнче кӑтартнӑ ашшӗ-амӑшӗсем пек пулнӑ.

Вулакансем Сергей Баруздинӑн кӗҫӗн ҫулхипе вӑтам ҫулхи ачасем валли ҫырнӑ «Равипе Шаши», «Пысӑк Светлана», «Кам паян вӗренет», «Юр пӗрчи Индие епле ҫакланнӑ», «Чӑхсем ишме мӗнле вӗреннӗ», «Хамӑр пурӑнакан ҫӗршыв», «Пынӑ урампа салтак», «Трамвай ҫинчен калакан юмах», «Кӗҫӗн Ласточкинпа аслӑ Ласточкин», «Нина Стрешневӑн ҫӗнӗ адресӗ» кӗнекисене аван пӗлеҫҫӗ. Аслӑрах ҫулхи ачасем валли ҫырнӑ «Ҫӗнӗ Дворики», «Апрелӗн пӗрремӗшӗ — ҫуркуннен пӗр кунӗ», «Мӗнлерех вӑл, тинӗс?» повеҫӗсем те унӑн ҫамрӑк вулакансемшӗн паллӑ произведенисем шутланаҫҫӗ.

Сергей Баруздинӑн кӗнекисем пурнӑҫра куллен тӗл пулакан кӑткӑс ыйтусене хускатаҫҫӗ. Вӗсем пире пурнӑҫ ҫинчен, паянхипе пулас кунсем ҫинчен шухӑшлама хистеҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех