Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27. санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28. ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30. юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ; Мана пула сире пур халӑх та курайми пулӗ; 10. ҫавӑн чухне нумайӑшӗ улталанӗ; пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ; 11. темӗн чухлӗ суя пророк килӗ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ; 12. йӗркесӗр ӗҫ хушӑнса пынине пула ҫынсем нумайӑшӗ пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ; 13. вӗҫне ҫитичченех тӳсекен вара ҫӑлӑнӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна унӑн ҫимӗҫне кӳрекен халӑха парӗҫ; 44. ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ; чулӗ кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иерусалималла улӑхнӑ чухне ҫул ҫинче Иисус вуникӗ вӗренекенне хӑйсене ҫеҫ чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: 18. акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлермелле сут тӑвӗҫ; 19. унтан Ӑна мӑшкӑл кӑтартма, хӗнеме, хӗрес ҫумне пӑталама суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ; виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Галилейӑра вӗрекенӗсемпе пӗрле пулнӑ чухне Иисус вӗсене каланӑ: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, 23. Ӑна вӗлерӗҫ, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Патшалӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене сире пӗлмелле тунӑ, вӗсене ун пек туман: 12. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн тата хушӑнӗ; камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ; 13. вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп; 14. Исаия пророк калани вӗсен тӗлӗшӗнчен вырӑна килет.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫынсенчен сыхланӑр: вӗсем сире сутпа айӑплама тытса парӗҫ, синагогисенче хӗнӗҫ-ватӗҫ сире.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире.7. Просите, и дано будет вам; ищите, и найдете; стучите, и отворят вам;
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
73. Сутра мӗн калӗҫ ӗнтӗ вӗсем, унта мӗнле хурав парӗҫ?73. Что же они имеют сказать на суде, или какой ответ дадут они в ближайшее время?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Унтан тавӑру ҫитӗ: ырӑ ӗҫсемшӗн те, усал ӗҫсемшӗн те тивӗҫлипе тавӑрса парӗҫ, терӗ Вӑл.35. Затем последует дело, откроется воздаяние, восстанет правда, перестанет господствовать неправда.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вара ҫӗр хӑй ӑшӗнче ҫывӑрса выртакансене, тӑпра хӑй айӗнче пӗр чӗнми выртакансене каялла парӗҫ, управӑш вырӑнсем те хӑйсене шанса панӑ чунсене кӑларса парӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Нумай ҫӗрте пӑлхав пула-пула иртӗ, тӳперен тӑтӑшах вут-ҫулӑм анӗ; тискер кайӑксем хӑйсем пурӑнакан вырӑна улӑштарӗҫ, ҫуратма пултаракан хӗрарӑмсем хӑрушӑ чӗрчунсем ҫурата-ҫурата парӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иерусалим тавра хӳме ҫавӑрма, ӑна тӗреклӗлетме, ҫавӑн пекех Иудея ҫӗрӗнчи ытти хуласен хӳмине тума та патша тупӑшӗнченех укҫа парӗҫ» тенӗ ҫырура.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара вӗсене калӑп: кӑмӑлӑр пулсан, Мана Хама тивӗҫлине тӳлӗр; кӑмӑлӑр пулмасан — ан парӑр, тейӗп; вӗсем вара Мана тӳлеме вӑтӑр кӗмӗл виҫсе парӗҫ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав кун сирӗн ҫинчен ытарӑш каласа парӗҫ, хура куҫҫулӗпе йӗрсе ҫапла калӗҫ: «эпир пӗтӗмпех ҫука тӑрса юлтӑмӑр! халӑхӑмӑн еткерлӗх ҫӗрне урӑххисене пачӗҫ; ман аллӑма мӗнле таврӑнӗ вӑл! ӗнтӗ пирӗн хирсене ют халӑх ҫыннисене валеҫсе панӑ» тейӗҫ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсен чӗрисем икке пайланчӗҫ, ҫавӑншӑн хаса парӗҫ те вӗсене: Турӑ вӗсен чӳк вырӑнӗсене ишсе антарӗ, йӗрӗхӗсене аркатса тӑкӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл ҫапла ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн унӑн патшалӑхӗ арканса кайӗ те тӗнченӗн тӑватӑ енне кура пайланӗ, хӑйӗн тӑхӑмне куҫмӗ, ӗнтӗ ун вӑхӑтӗнчи пек пулаймӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн патшалӑхӗ пайланса кайӗ; унӑн патшалӑхне туртса илӗҫ те юттисене парӗҫ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Утмӑл икӗ ҫичӗҫуллӑх иртсессӗн, Христоса вӗлерме тытса парӗҫ, вара нимӗн те юлмӗ; килсе ҫитекен ҫулпуҫӑн халӑхӗ хулана та, сӑваплӑ Ҫурта та аркатӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ халӑхне вара тӳпе айӗнчи мӗнпур патшалӑхӑн мухтавне, ирӗк-хӑватне, аслӑлӑхне парӗҫ, Унӑн патшалӑхӗ — ӗмӗрлӗх патшалӑх, мӗнпур патша Ӑна пӑхӑнса Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑнӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.