Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем авӑ, сӑрантан мар, хӗртнӗ тимӗртен туса тӑхӑннӑ протезсем пек ыраттарса, ҫунтарса тӑраҫҫӗ!» — шухӑшларӗ Мересьев.Они болят и горят, точно протезы сделаны не из кожи, а из раскаленного железа, думал Мересьев.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем ҫине пӑхсан, кровать айӗнче ҫӗнӗ сарӑ пушмаксем тӑхӑннӑ ҫын урисене тулалла кӑларса, саркаланса выртнӑн туйӑннӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хыҫалта, пуринчен кайра, урисене васкамасӑр пӗр харӑс илсе пусакан боецсем умӗнче, хайӗн пӗчӗк шурӑ халатне тӑхӑннӑ Клавдия Михайловна такӑнкаласа утса пынӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйӗн умӗнче нимӗн те курман пулмалла.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем хушшинче, вӗсем пекех генерал шинелӗ тӑхӑннӑ Василий Васильевич утнӑ, анчах темшӗн вӑл картузсӑр пулнӑ.Среди них, тоже в генеральской шинели, но почему-то без фуражки, шел и Василий Васильевич.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самовар сӗтелӗ хушшинче ирхи платье тӑхӑннӑ Марья Кириловна, тата унтах — ҫине ӑшӑ пустав сюртук, урине туфли тӑхӑннӑ Кирила Петрович та хӑйӗн чӑм евӗрлӗ сарлака чашкинчен чей ӗҫсе ларнӑ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кая юлнӑ модӑпа, ахах-мерченпе эрешлесе пӗтернӗ, кивелерех панӑ хаклӑ тумсем тӑхӑннӑ улпут арӑмӗсем чылайӑн ларса тухрӗҫ, арҫынсем эрехпе пулӑ вӑлчи умне пухӑнса тӑрса, тавлӑн шавласа калаҫма тытӑнчӗҫ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан вӗсем шыва кӗчӗҫ, Оля шыва кӗмелли костюмне хывса пӑрнӑ чух тата кӗписене тӑхӑннӑ вӑхӑтра Алексей ҫыранри йывӑҫ тӗмисем хушшине кайса ларчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара ҫакӑн пек пулса тухрӗ: пӗрремӗш — унӑн часрах тӳрленмелле, выҫӑ пурӑннӑ вӑхӑтра ҫухатнӑ сывлӑхӗпе вӑйне каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки ытларах ҫимелле тата ҫывӑрмалла; иккӗмӗш — лётчикӑн ҫапӑҫура кирлӗ пулакан пахалӑхӗсене каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки унӑн, койка ҫинче выртакан чирлӗ ҫын тума пултаракан гимнастикӑллӑ упражненисене туса, шӑмма-шакка тӗреклетмелле; виҫҫӗмӗш — ку ӗнтӗ чи кирли тата чи йывӑрри пулнӑ — чӗркуҫҫи таран татнӑ урасене вӑйлӑ та ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнкалакан тумалла, кайран вара, протезсем туса тӑхӑннӑ хыҫҫӑн, ҫав урасемпе самолета управлени туса пыма хӑнӑхтармалла.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑй, пӗчӗкскер, шуралса кӑйичченех ҫунӑ гимнастёрка тӑхӑннӑ, ҫиелтен пиҫиххипе хыттӑн туртса ҫыхса, ниҫта пӗр хутлам хӑварми якатса лартнӑ, халь вӑл пӗр вунпилӗк ҫул ҫамрӑкраххӑн курӑннӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑлхаллӑ ҫӗлӗк, ваткӑллӑ йӗмпе пиншак тӑхӑннӑ, ҫиелтен пиҫиххи ҫыхнӑ, пиҫиххи хушшине пуртӑ чикнӗ старик лашасене йӗвенӗсенчен ҫавӑтса вакӑ патне илсе пынӑ та, хӗрарӑмсем пӑр катӑкӗсене пакурсемпе турта ҫара ҫунасем ҫине хунӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Зал тӑрӑх каллӗ-маллӗ йывӑррӑн уткаласа ҫӳренӗ май, ӑнсӑртран кантӑк витӗр пӑхнӑ та вӑл — хапха умне тройка пырса тӑнине курах кайнӑ; сӑран картус тата хулӑн пуставран ҫӗлетнӗ шинель тӑхӑннӑ пӗчӗк ҫын, урапа ҫинчен анса, приказчик патне флигеле уттарнӑ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шӑмма пӑчкӑпа татнӑ чух хӑрушла хытӑ ыратрӗ, анчах та вӑл, асапа тӳсме вӗреннӗскер, халӗ ҫак шурӑ халат тӑхӑннӑ, пичӗсене марлӗрен тунӑ маскӑсемпе хупланӑ ҫынсем унӑн урисем патӗнче мӗн тунине те питех ӑнланаймарӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Госпитальтен турех театра кайма хатӗрленсе пынӑ палатӑри сестра Клавдия Михайловна тӑхӑннӑ ҫӳлӗ кӗлеллӗ туфли — ҫӗнӗ хыпар.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Гвоздев шкул ҫумӗнчи пӗчӗкҫеҫ лутра йывӑҫ ҫурта, кивӗ диван ҫинче хускалмасӑр выртакан, начарланса кайнӑ пӗчӗк амӑшне, ҫакӑнпа пӗрлех чирлӗ хӗрарӑм умӗнче ӳсӗркелесе, кӑвак та сайра сухалне чӗпӗткелесе ларакан, кивӗлле ҫӗлетнӗ пиншак тӑхӑннӑ ашшӗне тата амӑшӗ пекех хура сӑнлӑ виҫӗ пӗчӗк йӑмӑкне аса илнӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шеф хӑй вара, хӗрлӗ питлӗ темӗн пысӑкӑш старик, ҫӳлӗ ҫамки ҫинче кӑвакарма пуҫланӑ, ҫилхе пек хулӑм ҫӳҫлӗскер, пурне те чарусӑр вӑрҫаканскер, вӑрҫӑчченхи пекех кунне икӗ хут, крахмалланӑ халатсем тӑхӑннӑ ординаторсемпе ассистентсен ушкӑнӗпе пӗрле, палӑртса хунӑ сехетсенче палатӑсем тӑрӑх ҫӳренӗ, ҫӗнӗрен илсе пынӑ аманнисен диагнозӗсене пӑхнӑ, йывӑр аманнисем пирки консультаци панӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Айӑкри люк уҫӑлчӗ те, самолёт ӑшне шинель ҫийӗн шур халат тӑхӑннӑ палламан врач кӗчӗ…Открылся боковой люк, в него влез незнакомый врач в халате поверх шинели.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ҫуркунне! — терӗ Мересьев, аманнӑ йываҫ вуллинчен ҫӗр ҫине хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса юхакан таса сӗткен шывӗ ҫине тата каҫӑр сӑмсаллӑ, пысӑк шинель тӑхӑннӑ «Метеорологи сержанчӗ» ҫине пӑхса; вӑл унӑн ятне те пӗлмен.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Старик килти тӑларан ҫӗлетнӗ сарӑ аҫамӗ ҫийӗнчен пилӗкне кантрапа туртса ҫыхнӑ, пуҫне нимӗҫ офицерӗн ҫӳле кӑшӑллӑ картусне тӑхӑннӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсенчен пӗри, — кивӗ сӑхман тӑхӑннӑ, пилӗкне пӑявпа туртса ҫыхнӑ аслӑрах ачи, ырханкка та кӑвак куҫлӑ, йӗтен сӳсӗ пек шурӑ ҫӳҫлӗскер, — аллине пуртӑ тытнӑ та, кирлӗ пулсанах касма та хатӗр пек пырать.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Броневик патӗнче виҫӗ виле — унӑн экипажӗ — ҫулланса пӗтнӗ кӗске тужуркӑпа шлем тӑхӑннӑ нимӗҫсем выртаҫҫӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950