Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Израиль ывӑлӗсем пурте пӗтӗм чӗререн Турра тилмӗрсе йӑлӑннӑ, куҫҫульпе макӑрса хӑйсен чунне йӑвашлатнӑ: 10. хӑйсем те, вӗсен арӑмӗсем те, вӗсен ачисем те, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхӗ те ҫавӑн пек тунӑ; ютран килнӗ ҫын та, тара кӗрӗшнӗ ҫын та, кӗмӗл парса туяннӑ ҫын та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Вара Ҫӳлхуҫана Израиль патши Давид панӑ йӗркепе мухтамашкӑн унта священник тумне тӑхӑннӑ священниксем кӗвӗ сӑпрайӗпе, трупасемпе, левитсем кимвалсемпе тӑрса тухнӑ, 58. ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана аслӑласа, Унӑн ырӑлӑхӗпе мухтавлӑхӗ — Израильшӗн ӗмӗрлӗхе, тесе юрланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак ӗҫ пынӑ вӑхӑтра илемлӗ, чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ, хӑйсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх тӑрса тухнӑ священниксемпе левитсем, 11. Моисей кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек, Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн халӑх умӗнче тутлӑлла ҫӑкӑрсем тытса тӑнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Иосия Иерусалимра Ҫӳлхуҫа ячӗпе пасха ирттернӗ, пасха путекӗ пуснӑ, 2. кӗлӗ тумӗ тӑхӑннӑ священниксене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара типӗ тытакан, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ Израиль ывӑлӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ӗҫлекенсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывсассӑн, Ҫӳлхуҫана Израиль патши Давид панӑ йӗркепе мухтама унта священниксен тумне тӑхӑннӑ, аллине трупа тытнӑ священниксене тата кимвал тытнӑ Асаф ывӑлӗсене тӑратса тухнӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иосафат халӑхпа канашланӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл кӑралпа авӑрланнисем умне Ҫӳлхуҫана аслӑласа пымашкӑн чаплӑ тум тӑхӑннӑ юрӑҫсене тӑратнӑ, вӗсен: «Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе!»
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сӑваплӑ пӳлӗмри священниксене, кирек хӑш ушкӑнӗнчисене те, пурне те тасалӑх тивлечӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсем унтан тухнӑ; 12. виссон тӑхӑннӑ юрӑҫӑ левитсем — Асаф, Еман, Идифун тата вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем — пурте парне вырӑнӗн тухӑҫ енче кимвалсемпе, псалтирьсемпе, цитрӑсемпе тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле трупа кӑшкӑртакан ҫӗр ҫирӗм священник тӑнӑ, 13. пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем, Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑраканскерсем — пӗр ҫын пек пулнӑ; ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫана мухтаса трупасемпе кимвалсен, ытти кӗвӗ сӑпрайӗсен сасси кӗрлесе кайсассӑн, Ҫурта, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, пӗлӗт кӗрсе тулнӑ, 14. ҫавӑнпа ӗнтӗ священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман: Турӑ Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Давид виссон тум тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫавӑн пекех Турӑ саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан левитсем те, юрӑҫӑсем те, кӗвӗ калакансемпе юрӑҫӑсен пуҫлӑхӗ Хенания та ҫавӑн йышши тумпах пулнӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иоав ҫар тумне тӑхӑннӑ пулнӑ, пилӗкӗнчен хӗҫ ҫакӑнса тӑнӑ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Давид вӗсенӗн патши пуҫӗнчен пуҫкӑшӑльне хывса илнӗ, — унта пӗр талант ылтӑн та темӗн чухлӗ хаклӑ йышши чул пулнӑ, — Давид ӑна хӑйӗн пуҫне тӑхӑннӑ, тата хуларан питӗ нумай пурлӑх илсе тухнӑ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче савӑнӑҫлӑн сиккелесе-ташласа пынӑ, хӑй вӑл йӗтӗн ефод тӑхӑннӑ пулнӑ.14. Давид скакал из всей силы пред Господом; одет же был Давид в льняной ефод.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ каланӑ: ватӑлса ҫитнӗ, вӑрӑм тум тӑхӑннӑ ар ҫӗр ӑшӗнчен тухать, тенӗ.Она сказала: выходит из земли муж престарелый, одетый в длинную одежду.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Саул ӗнтӗ хӑйӗн тумтирне хывса урӑх тумтир тӑхӑннӑ, хӑйпе пӗрле икӗ ҫын илсе ҫула тухнӑ та хӗрарӑм патне вӗсем ҫӗрле пырса ҫитнӗ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пуҫӗнче — пӑхӑр калпак; хӑй чӗлпӗк пӑхӑр тум тӑхӑннӑ, ҫав пӑхӑр тумӗ унӑн пилӗк пин сикль тайнӑ; 6. уринче — пӑхӑр чӗркуҫҫилӗх, ҫурӑмӗ хыҫӗнче — пӑхӑр хулкан; 7. унӑн сӑннин аври — пир тӗртекенсен хивси пек; тимӗр сӑнни хӑй ҫеҫ ултҫӗр сикль тайнӑ, ун умӗнче кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ пынӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аарон пуху чатӑрне кӗрӗ те сӑваплӑ вырӑна кӗнӗ чухне тӑхӑннӑ йӗтӗн тумтирӗсене хывса вӗсене ҫавӑнта хӑварӗ, 24. ӳтне сӑваплӑ ҫӗрте шывпа ҫӑвӗ те хӑйӗн тумтирӗсене тӑхӑнӗ, унтан тухӗ те хӑйшӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ тата халӑхшӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, хӑйне те, [хӑйӗн килне те,] халӑха та, [священниксене те] тасатӗ; 25. ҫылӑх парнийӗн ҫӑвне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӑл, йӑмӑкӗн хӑлха алкине, аллисене тӑхӑннӑ сулӑсене курсассӑн, Ревекка, хӑйӗн йӑмӑкӗ, мӗн каланине: ҫак ҫын манпала ҫапла калаҫрӗ тенӗ сӑмахсене илтсессӗн, ҫав ҫын патне пынӑ — акӑ вӑл тӗвисем патӗнче ҫӑл умӗнче тӑрать; 31. Лаван [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленӗскер, кӗрсем ман патӑма! мӗншӗн тулта тӑратӑн? эпӗ пӳрт те, тӗвӳсем валли вырӑн та хатӗрлесе хутӑм, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ пикесем ял ҫыннисене халӑх юррисене шӑрантарса пачӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Чи малтанах пухӑннисене хитре тум тӑхӑннӑ ҫӑварни хӗрӗсемпе каччисем илемлӗ юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ.
Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Хӗсметрен таврӑннӑ Николай салтак кительне те хывман-ха, шурӑ халат тӑхӑннӑ вунсаккӑрти Евдокия вара тин ҫеҫ хут уйӑрттарнӑ мӑшӑрӗпе савнийӗпе тӗл пулнӑ пек кӑна курнӑҫаять - ӗҫлемелле, Тӑван ҫӗршыва ура ҫине ҫӗклемелле...
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771