Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, тинӗс хумӗсене ахӑрмалла пӑлхатаканӗ: Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.15. Я Господь, Бог твой, возмущающий море, так что волны его ревут: Господь Саваоф - имя Его.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Акӑ пӗрисем аякран килеҫҫӗ; акӑ тата теприсем ҫурҫӗрпе тинӗс енчен, ыттисем Синим ҫӗрӗнчен килеҫҫӗ.12. Вот, одни придут издалека; и вот, одни от севера и моря, а другие из земли Синим.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ах, эсӗ Манӑн ӳкӗтсене ӑша хывас пулсассӑн! вара санӑн тӑнӑҫлӑху юханшыв пек пулӗччӗ, тӳрӗлӗхӳ тинӗс хумӗсем пек пулӗччӗ.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Ҫӳлхуҫа — тинӗс урлӑ ҫул уҫнӑ, кӑра шыв ҫийӗн сукмак хывнӑ, ҫар ураписемпе утсене, ҫар эшкерӗпе вӑй-хӑвата илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: пурте пӗрле ӳкрӗҫ, тӑраймарӗҫ; ҫунайми пулчӗҫ, хӑйӑ пек сӳнчӗҫ.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сулмаклӑ, пысӑк та ҫирӗп хӗҫӗпе левиафана — тӳрӗ чупакан ҫӗлене, левиафана, явкаланса шӑвакан ҫӗлене — тӗп тӑвӗ, тинӗс ҫамне вӗлерӗ.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тухӑҫра мухтавлӑр, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, ятне тинӗс утравӗсем ҫинче мухтавлӑр.15. Итак славьте Господа на востоке, на островах морских - имя Господа, Бога Израилева.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем сассине вӑйлатӗҫ, Ҫӳлхуҫа аслӑлӑхӗшӗн хӗпӗртенӗҫ, тинӗс енчен хыттӑн кӑшкӑрса сас парӗҫ.14. Они возвысят голос свой, восторжествуют в величии Господа, громко будут восклицать с моря.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл аллине тинӗс ҫине тӑсрӗ, патшалӑхсене силлерӗ; Ҫӳлхуҫа Ханаанӑн ҫирӗплетнӗ хулисене аркатса тӑма хушрӗ, 12. ҫапла каларӗ: эй Сидон хӗрӗ, намӑса юлнӑ хӗр, ӳлӗм хӗпӗртеймӗн!
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тинӗс хӗрринчи пушхирпе мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Кӑнтӑрта ҫил-тӑвӑл ҫӳренӗ пек, вӑл пушхир енчен, хӑрушӑ ҫӗршывран килет.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Эфиопи юханшывӗсен леш енчи ҫӗре — ҫунатсен шавӗ илтӗнсе тӑракан ҫӗре, тинӗс тӑрӑх, юханшывсем тӑрӑх хӑмӑш кимӗсемпе элчӗсем яракан ҫӗре — хуйхӑ ҫитӗ!
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ах, ку — тӗрлӗ халӑхсен шӑв-шавӗ! шавлаҫҫӗ вӗсем, тинӗс пекех шавлаҫҫӗ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Есевон хирӗсем, ҫавӑн пекех Севамри иҫӗм пахчисем те ҫаралчӗҫ; халӑхсен пуҫлӑхӗсем унти чи лайӑх хунавсене пӗтерчӗҫ, ҫав хунавсем Иазер патнех ҫитетчӗҫ, пушхир тӑрӑх сарӑлса пыратчӗҫ; хунавӗсем ӗрчевлӗччӗ, тинӗс леш еннех каҫатчӗҫ.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Хӑй халӑхӗн йӑлкӑмне — Ассур патӗнче, Египетра, Патросра, Хус патӗнче, Елам патӗнче, Сеннаарта, Емафра тата тинӗс утравӗсем ҫинче тӑрса юлнисене — Хӑй патне тавӑрмашкӑн Ҫӳлхуҫа каллех аллине тӑсӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара, Орив чакӑл тӑвӗ патӗнче Мадиана пӗтернӗ пек, Саваоф Ҫӳлхуҫа ун ҫине пушшине ҫӗклӗ е туйине — тинӗс ҫийӗн тӑснӑ пек, Египет ҫине ҫӗкленӗ пек — ҫӗклӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унчченхи вӑхӑт Завулон ҫӗрне, Неффалим ҫӗрне кӗҫӗнлетсе тӑчӗ; ҫитес вӑхӑт вара тинӗс ҫулне, Иордан леш енчи ҫӗршыва, суя тӗнлӗ Галилея ҫӗрне асла кӑларӗ.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑ кун вӑл урса кайнӑ тинӗс кӗрлевӗ пек мӗкӗрсе ярӗ; ҫӗр ҫине пӑхса илӗ — акӑ ӗнтӗ сӗмлӗх, хуйхӑ-суйхӑ, пӗлӗтсем ҫинчи ҫутӑ та сӳнсе ларнӑ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Симон — Ония ывӑлӗ, аслӑ священник — хӑй пурӑнӑҫӗнче Турӑ Ҫуртне юсаса лартнӑ, хӑй кунҫулӗнче вӑл ӑна тӗреклӗлетнӗ; 2. вӑл унӑн картишне ҫӗкленӗ, унӑн карти валли ҫӳллӗ никӗс тутарнӑ; 3. ун вӑхӑтӗнче чул касса шыв тытакан вырӑн тунӑ, вӑл тинӗс пек тем сарлакӑш пулнӑ; 4. халӑхшӑн тӑрӑшнӑ, ӑна тапӑнакансенчен хӳтӗленӗ, тӑшман ҫавӑрса илсессӗн сыхланма хулана ҫирӗплетнӗ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫыншӑн ҫӑка кӗни тулӑх пурӑнакансенех нумайӑшне ҫука тӑратса хӑварнӑ, тинӗс хумӗ пырса ҫапнӑ пекех тайӑлтарнӑ вӗсене; 21. тӗреклӗ арсене килӗ-ҫуртӗнчен хӑваласа янӑ, лешӗсем ӗнтӗ ют халӑхсем хушшинче хӑшкӑлса ҫӳренӗ.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Акӑ ӗнтӗ манӑн шыв ҫулӗ юханшыв пулса тӑчӗ, манӑн юханшывӑм аслӑ тинӗс пулса тӑчӗ.34. И вот, канал мой сделался рекою, и река моя сделалась морем.
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.