Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ис 17

Пай: Библи –> Исаия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 10:27

Пуплевӗш: 15; Сӑмах: 281

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Дамаскпа мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Акӑ Дамаска хуласен шутӗнчен кӑлараҫҫӗ, вӑл ишӗлчӗк купи пулса юлать. 2. Ароер хулисене пӑрахса кайӗҫ — кӗтӳсем валли тӑрса юлӗҫ, вӗсем унта канӗҫ, вӗсене хӑратакан та пулмӗ. 3. Ефрем тӗрекӗ путланӗ, Дамаск текех пуҫ хула пулаймӗ, Сири халӑхӗнчен йӑлкӑмӗ ҫеҫ юлӗ, Израиль ывӑлӗсен мухтавне мӗн ҫитнӗ, вӗсене те ҫавӑ ҫитӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 4. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Иаковӑн мухтавӗ кӗҫӗне юлӗ, унӑн самӑр ӳчӗ ырханланӗ. 5. Выраканӗ тырра пухнӑ хыҫҫӑн, унӑн аллийӗ пучахсене вырса илнӗ хыҫҫӑн, Рефаим айлӑмӗнче пучахсене пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн мӗнле пулать — шӑп ҫавӑн пек пулӗ. 6. Ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне пухнӑ чухне чи ҫӳлте икӗ-виҫӗ ҫырла юлнӑ пек е тулӑхлӑ турат ҫинче тӑваттӑ-пиллӗк юлнӑ пек тӑрса юлӗҫ вӗсем, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ.

7. Ҫавӑ кун этем хӑйне Пултараканӗ енне ҫаврӑнӗ, унӑн куҫӗсем тимлесех Израиль Святойӗ енне пӑхма пуҫлӗҫ; 8. чӳк парнийӗн вырӑнӗсем ҫине, хӑй алли тунӑ ӗҫ ҫине, пӑхмӗҫ; хӑй пӳрнисем ӑсталанӑ Астартӑпа Ваал кӗлеткисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхмӗҫ.

9. Аморрейсемпе гевитсем Израиль ывӑлӗсенчен тарнӑ чухне [хӑйсен хулисене] пӑрахса хӑварнӑ пек, ҫавӑ кун эсир хӑвӑр хулӑрсене пӑрахса хӑваратӑр, вара ҫав хуласене тустарса-ҫаратса тухӗҫ. 10. Мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлакан Турра мантӑн, хӑвна хӳтлӗх паракан чул хысакне аса илмерӗн; ҫавна пулах чӳк сачӗсем лартса ҫитӗнтертӗн, ют хунав лартса тултартӑн. 11. Хӑв акнӑ-лартнӑ кун мӗн лартнийӗ ӳстӗрччӗ, мӗн акнийӗ иртерех чечеке лартӑрччӗ тесе тӑрӑшрӑн; анчах пухса кӗртмелли кун ҫитсессӗн ҫимӗҫ купи мар, йывӑр хуйхӑ пулӗ.

12. Ах, ку — тӗрлӗ халӑхсен шӑв-шавӗ! шавлаҫҫӗ вӗсем, тинӗс пекех шавлаҫҫӗ. Ӑрусен кӗрлевӗ! кӗрлеҫҫӗ вӗсем, хӑватлӑ шывсем пекех кӗрлеҫҫӗ. 13. Халӑхсем кӗрлеҫҫӗ, хӑватлӑ шывсем пекех кӗрлеҫҫӗ; анчах та Вӑл юнаса илчӗ те — вӗсем аякка тарчӗҫ, тусем ҫийӗн ҫил вӗҫтерекен тусан пек, ҫавраҫил хӑвалакан тусан пек пулӗҫ. 14. Каҫ пулчӗ — ах, хӑрушӑ! ирччен вӑл ҫук та. Пире ҫаратакансенӗн ӑраскалӗ ку, пире аркатакансенӗн шӑпи ку.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех