Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Вӑрмана ҫӗр панӑ пек, хумсене тинӗс панӑ пек, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ӗнтӗ ҫӗр ҫинчине ӑнланма пултараҫҫӗ; тӳпере пурӑнакансем ҫеҫ ҫӳлти тӳперине ӑнланма пултараҫҫӗ, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑн пекех тинӗс хумӗсен шухӑшӗ те пӑчланнӑ: вӗсенӗн ҫулне хӑйӑр хӳсе пӳлсе лартнӑ.17. Подобным образом кончился и замысел волн морских, ибо стал песок, и воспрепятствовал им.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑн пекех тинӗс хумӗсем те канаш тунӑ: килӗр, ҫӗкленсе тухар та хир вӑрманӗсене ҫӗнсе илер, хамӑр валли унта та вырӑн хушар, тенӗ вӗсем.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл вара мана каларӗ: эхер те эпӗ санран тинӗс варринче пурӑнмалли вырӑн миҫе е тӗпсӗр авӑр никӗсӗнче миҫе ҫӑлкуҫ, е тӳпере миҫе шыв ҫулӗ, е райӑн хапхисем мӗнле тесе ыйтнӑ пулсассӑн, 8. эсӗ, тен, мана: эпӗ тӗпсӗр авӑра та анса курман, тӳпене те нихӑҫан та улӑхман, тамӑкран тухмалли вырӑн ӑҫтине те пӗлместӗп, тенӗ пулӑттӑн.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсӗ вара вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: 13. Эпӗ сире тинӗс урлӑ каҫартӑм, унӑн тӗпне сире валли хӳме тытнӑ урам хыврӑм, сире Моисей ҫулпуҫа тата Аарон священника патӑм, 14. ҫутатса пыракан вут-юпа патӑм, сирӗн хушшӑрта нумай хӑват кӑтартрӑм; эсир вара Мана манӑҫларӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене Схедия ятлӑ вырӑна илсе ҫитерсессӗн, патша каланипе, тинӗс ҫулҫӳревӗ те вӗҫленнӗ; патша иудейсене хула умне, лашасене ӑмӑртса чуптарма уйӑрнӑ уҫӑ ҫӗре, тӑратма хушнӑ; ҫакӑ анлӑ ҫавра вырӑнта иудейсене пурин умӗнче те — хулана килекенсем умӗнче те, каялла ҫӗршыв варринелле каякансем умӗнче те — тӗслӗхшӗн мӑшкӑл кӑтартма питӗ меллӗ пулнӑ; ҫапла вӗсене ҫарпа та ҫыхӑнма паман, пӗр-пӗр кӗтес те пулин паман.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Виҫӗ ҫул иртсессӗн Иудӑпа унӑн ҫыннисем патне Селевк ывӑлӗ Димитрий вӑйлӑ ҫарпа — тип ҫӗр тата тинӗс ҫарӗпе — Триполис пристаньне ишсе килнӗ те, 2. ҫӗршыва ярса илсе, Антиохпа унӑн пеккунне Лисие вӗлернӗ текен хыпар ҫитнӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тин кӑна этемле мар мӑнаҫланса, хӑйне тинӗс хумӗсене итлеттерекенӗ вырӑнне хунӑскерӗ, чи ҫӳллӗ тусене виҫепе виҫме шухӑшланӑскерӗ, ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, пурне те Туррӑн куҫкӗрет вӑйне кӑтартса ӑна ҫӗклевӗҫпе йӑтса пынӑ, 9. ӗнтӗ усал ҫыннӑн ӳт-пӗвӗнчен темӗн чухлӗ хурт йӑшӑлтатса тухнӑ, чирӗпе асапне пула чӗрӗ чухнех ӳчӗ таткаланса татӑла-татӑла ӳкнӗ; унран тӳсмелле мар ҫӗрӗк усал шӑршӑ пӗтӗм ҫарӗпе сарӑлнӑ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа ҫийӗнчех тинӗс хӗрринчи хуласене иудейсене чуралӑха туянма сӗнсе ҫынсем янӑ, пӗр талант пуҫне тыткӑна илнӗ тӑхӑрвунӑ ҫын кӳрсе тӑма пулнӑ; анчах хӑй ҫине Пурне те Пултараканран тавӑру — хатӗрех тӑракан тавӑру — ҫитессе кӗтмен вӑл.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫапла вара Антиох, Турӑ Ҫуртӗнчен пин те сакӑрҫӗр талант вӑрласа тухса, васкасах Антиохие кайнӑ, ӑна ӗнтӗ, мӑнаҫланса кайнӑскере, хӑй ҫӗр ҫийӗн карапсем ҫӳремелле тӑвассӑн, тинӗс ҫийӗн ҫуран ҫӳремелле тӑвассӑн туйӑннӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Патша вара, Кендевее тинӗс хӗрринчи ҫӗршывӑн ҫарпуҫӗ туса, ӑна ҫуран ҫарпа утлӑ ҫар панӑ, 39. ӑна Иудейӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа кайма, Кедрон хули туса лартса ун хапхисене тӗреклетме хушнӑ, унтан Иудея халӑхӗпе мӗнле вӑрҫмаллине вӗрентсе хӑварнӑ та хӑй Трифон хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Антиох Дора хули патне ҫӗр ҫирӗм пин ҫар ҫыннипе сакӑр пин юланутҫӑ ертсе пынӑ та 14. хулана ҫавӑрса илнӗ, тинӗс енчен унӑн карапӗсем пырса ҫитнӗ, ҫапла вӑл хулана пур енчен те хӗссе тӑнӑ, никама та тухма-кӗме паман.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Антиох ӑна хӑвалама пуҫланӑ, лешӗ тинӗс хӗрринчи Дора хулине тарнӑ; 12. вӑл ӗнтӗ хӑй ҫине инкек йӑтӑнса аннине, хӑйне ҫарӗ те пӑрахса кайнине курнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Антиох — Димитрий патша ывӑлӗ, — ҫав вӑхӑтра тинӗс утравӗсем ҫинче пулнӑскер, Иудея халӑхне пӑхса тӑракан аслӑ священник Симон патне, пӗтӗм Иудея халӑхӗ патне ҫыру ҫырса янӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл Иудея хулисене тата Иудея чиккинчи Вефсурӑна — ӗлӗк тӑшмансем вӑрҫӑ кӑралӗ усранӑ хулана — ҫирӗп тӗреклӗлетсе лартрӗ, ӑна иудейсен аллине парса унта хурал тӑратрӗ, 34. ҫавӑн пекех тинӗс хӗрринчи Иоппи хулине тата Азот чиккинчи ӗлӗк тӑшман тӑнӑ Газара хулине тӗреклӗлетрӗ, унта иудейсене вырӑнаҫтарчӗ, ҫав вырӑнсене ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратма мӗн кирлине пӗтӗмпех тупса пачӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Египет патши тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ карап хатӗрленӗ, вӑл ӗнтӗ, чееленсе, Александр патшалӑхне хӑй патшалӑхӗ ҫумне хушма ӗмӗтленнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр аллӑ пӗрремӗш ҫулта Димитрий, Селевк ывӑлӗ, пысӑках мар йышпа Римран тухнӑ та тинӗс хӗрринчи пӗр хулана пырса кӗрсе патшана ларнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ун патне урӑх патшалӑхсенчен те, тинӗс утравӗсенчен те тара кӗрӗшнӗ ҫарсем килсе ҫитнӗ, 30. ҫапла вара унӑн ҫарӗн йышӗнче ҫӗр пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, ҫирӗм пин ҫынлӑ утлӑ ҫар тата вӑрҫӑ вӑрҫма хӑнӑхтарнӑ вӑтӑр икӗ сӑлан пулнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ Ҫӳлхуҫа ӑна кӗлмӗҫе хӑварӗ те унӑн вӑйне тинӗс ҫинче пӗтерсе тӑкӗ, хӑйне вара вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ.4. Вот, Господь сделает его бедным и поразит силу его в море, и сам он будет истреблен огнем.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапла тинӗс хӗрринчи ҫӗршыв кӗтӳре ҫӳрекен сурӑхсен вити, выльӑх-чӗрлӗх карти пулса юлӗ.6. и будет приморская страна пастушьим овчарником и загоном для скота.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.