Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнакан сăмах пирĕн базăра пур.
пурӑнакан (тĕпĕ: пурӑнакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнланса ҫитмелле мар вӑрттӑн чаршавпа картланса тӑнӑ пек туйӑнать Федор Дмитриевич таврари хуторсенче пурӑнакан казаксене.

Дымкой таинственности покрывалось имя Федора Дмитриевича для живущих по хуторам казаков.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑваш Республикин хулисем ӑнсӑртран мар Раҫҫейри халӑх пурӑнакан чи илемлӗ те хӑтлӑ вырӑнсен шутне кӗреҫҫӗ.

Не случайно города Чувашской Республики входят в число самых благоустроенных населенных пунктов России.

Йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2020/03/13/vrio ... ravlyaet-s

Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Евгения Федоровна Федоровӑна (Голубевӑна) шӑпа вӑрӑм ӗмӗр пилленӗ, мартӑн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарать вӑл.

Евгению Федоровну Федорову (Голубеву), жительнице села Шигали, судьба благословила долгий век, ей в 16-го марта исполнится 95 лет.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Миграци аталанӑвӗ вырӑнта пурӑнакан халӑхсен пурнӑҫне те улӑштарма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Социологсен тимлӗхӗнчен нимӗн те тухмасть // Илья Туманов. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... e-tukhmast

Тепӗр икӗ старикӗ, пӗри вӗсенчен — ҫирӗп хуҫалӑхпа пурӑнакан, пурте хисеплекен Герасим Болдырев пулчӗ — кӑшт хыҫаларах чарӑнса тӑчӗҫ.

Остальные старики, из них один — крепкий хозяин, уважаемый всеми, Герасим Болдырев, остановились возле.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗнӗ атаманпа темскер пуплесе тӑракан сотник патне хуторӑн тури касӗнче пурӑнакан тӑватӑ старик йӑраланса пычӗҫ.

К сотнику, о чем-то говорившему с новым атаманом, подошли четверо стариков с верхнего конца хутора.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Округ центрӗ тума халӑх нумай пурӑнакан, хуторсен калӑпӑшӗпе йышӗ тӗлӗшӗнчен илсен, облаҫра Михайловски хыҫҫӑн иккӗмӗш станица шутланакан Вешенски станицӑна суйласа илеҫҫӗ.

Окружным центром избрана Вешенская, многолюдная, вторая в области, после Михайловской, по величине и многочисленности хуторов станица.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кайӑксем ҫӗрлехи тӗттӗмрех учӗсене йӗнерлеҫҫӗ, хӗҫ-пӑшалӗсене ҫакаҫҫӗ, фронтовиксемпе стариксене васкаварлӑн пухса отрядсем тӑваҫҫӗ те хуторсенче пурӑнакан офицерсем е вахмистрсем ертсе пынипе Сетраков патнелле пуҫтарӑнса пыраҫҫӗ, хӗрлӗ гвардеецсен отрядне пур енчен те хупӑрласа, вар-улӑхсемпе сӑрт тӗмескисен хыҫӗнче капланса тӑраҫҫӗ.

Ночью в потемках седлали казаки коней, снаряжались, наскоро сколачивали отряды из фронтовиков и стариков и под руководством живших на хуторах офицеров, а то и вахмистров, стягивались к Сетракову, окружали красногвардейский отряд, копились в балках и за буграми.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтан почтӑна кӗрсе тухрӗ, хӑмӑтсене кайса илчӗ, унтан вара лашине тахҫантанпа туслӑ-пӗлӗшлӗ пурӑнакан кумӑшӗсен килӗ еннелле ҫавӑрчӗ.

Заехал на почту, забрал хомуты и завернул к давнишнему знакомцу и куму.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗҫех тата хуторӑн ку вӗҫӗнче пурӑнакан казаксем кӗшӗлтетсе ҫитрӗҫ.

Вскоре пришли еще казаки с этого края хутора.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак организацисен ӗҫне хутшӑннӑ, анчах Дон тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫынсене Дон облаҫӗнчен хӑйсем пурӑнакан вырӑнсене кӑларса яраҫҫӗ.

Все участники этих организаций, не жившие на Дону, высылаются из предела Донской области в места их жительства.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Большевиксем вӗсем — рабочисем, пирӗнешкел казаксем пекех, хура ӗҫпе ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсем.

Большевики — это рабочие, такие же трудящиеся, как и мы, казаки.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна пӗвӗпе унран кӑшт лутрарах, — хура ӗҫпе ӗҫлесе пурӑнакан нумай-нумай хӗрсем пекех, тӑн-тан ҫирӗп кӗлеткеллӗ те тулли ӳтлӗ; тӗлӗнмелле чиперлетсе кӑтартакан пысӑк та вӑйлӑ куҫӗсем мар пулсан, тен, ӑна пӑртак курпунтарах, хитрех мар тесе те шутлама пулатчӗ-тӑр.

Она была немного ниже его ростом, полна той тугой полнотой, которая присуща всем здоровым, физического труда девушкам, — может быть, немного сутула и, пожалуй, даже некрасива, если б не большие сильные глаза, диковинно красившие всю ее.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хура ӗҫре ӗҫлесе пурӑнакан халӑха ҫав-ҫавах атамансем мӑшкӑл кӑтартӗҫ.

 — Так же над народом, какой трудящийся, будут атаманья измываться.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл вара, хайне уйрӑм пурӑнакан ҫӗршыв тӑвас шухӑшлӑ казаксемпе ҫыхӑннӑ та Дон ҫинчи Ҫар Облаҫне тулли автономи партарасси, Дон тӑрӑхӗнче казаксене самодержави пӑхӑнтариччен пулнӑ пек йӗркесем тӑвасси ҫинчен меллӗн агитацилеме пуҫланӑ, Изварин историе хӑтсӑр аван пӗлет, — хӑвӑрт хӗрӳленсе каять пулин те, вичкӗн те урӑ ӑс-пуҫлӑ ҫын.

И он, связавшись с казачьими кругами самостийного толка, умело повел агитацию за полную автономию Области Войска Донского, за установление того порядка правления, который существовал на Дону еще до порабощения казачества самодержавием, Изварин превосходно знал историю, носил горячую голову, умом был ясен и трезв.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергее курсан, яланхи пекех, Ирина савӑнчӗ те, хӑрарӗ те, ӑна хирӗҫ тӑрса чупас тенӗччӗ, анчах ҫӗкленме пултараймарӗ, — чӗри ҫав тери хытӑ тапнипе шӗлтӗрех кайрӗ, вӑл ҫаплах, ҫара урисене тусем хушшинче пурӑнакан хӗр пек хутлатса, кавир ҫинче ларчӗ.

Как всегда, увидев Сергея Ирина и обрадовалась и испугалась, хотела побежать ему навстречу, но не смогла подняться, — из-за того, как сильно стучало ее сердце она обессилела, что все еще сидела на ковре, согнув, словно горная девушка, ноги.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн вилес пек ҫывӑрас, питӗ ӑшӑнас килнӗ, анчах вӑл хваттерне каймарӗ, Ванюшӑна Кондратьев пурӑнакан ҫурт патне чарӑнма хушрӗ.

Ему мучительно хотелось поспать и отогреться, но он не поехал на квартиру, а велел Ванюше завернуть к дому, где жил Кондратьев.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сурӑх кӗтӳҫӗсем пурӑнакан пӳрте юр хупланӑ.

Домик чабанов, стоявший вблизи кошары, был завален снегом.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫынсем пурӑнакан вырӑна туятӑп, — терӗ Сергей.

— Чую жилье и людей,— сказал Сергей.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юлашкинчен Тимофей Ильич тури Кубань тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫынсем депутат пулма Иосиф Виссарионовича кандидата тӑратни ҫинчен каласан, площадь хумханни, сивӗ сывлӑшра алӑ ҫупни кӗр-кӗр кӗрлесе кайрӗ.

Наконец, когда Тимофей Ильич сказал, что жители Верхней Кубани выдвинули кандидатом в депутаты Иосифа Виссарионовича, на площади вспыхнуло волнение, раздались аплодисменты на холодном воздухе.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех