Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020)

Автор: Олег Николаев

Ҫӑлкуҫ: http://glava.cap.ru/news/2020/03/13/vrio ... ravlyaet-s

Хушнӑ: 2020.03.13 23:12

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 166

Текст тӗсӗ: Салам сӑмахӗсем

Вырӑсла Тема: Ҫурт-йӗр

Чӑваш Енри халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Эсир вӑй хуракан отрасльсем пурнӑҫа тивӗҫтерсе тӑракан чи пӗлтерӗшлӗ сферӑсемпе ҫыхӑннӑ.

Сирӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗре тата ҫӳллӗ шайри яваплӑхӑра пула республикӑра пурӑнакансен кил-ҫурчӗсене ҫутӑ, шыв тата ӑшӑ вӑхӑтра килсе тӑраҫҫӗ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ производство тата социаллӑ пурнӑҫ объекчӗсем пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлеҫҫӗ, коммуналлӑ инфратытӑм ҫӗнелет, парксемпе скверсенче хӑтлӑх хуҫаланать, картишсен территорийӗсем илемленеҫҫӗ, нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи подъездсенче тирпейлӗ те таса.

Регионти халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсем професси енӗпе чӑн-чӑн ӑстасем пулнине пӗр хутчен кӑна мар ҫирӗплетсе пачӗҫ. Чӑваш Республикин хулисем ӑнсӑртран мар Раҫҫейри халӑх пурӑнакан чи илемлӗ те хӑтлӑ вырӑнсен шутне кӗреҫҫӗ.

«Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проектне пурнӑҫланӑ май Чӑваш Ен тата та илемлӗрех, илӗртӳллӗрех пуласси пирки иккӗленместӗп.

Сире тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан кулленхи ырми-канми ӗҫӗршӗн тата профессие чунтан парӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур ырӑ пуҫарура ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех