Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑннӑ (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канӑҫлӑ пурӑннӑ Вӑта Тӑван, нимӗнпе те чӑрманман.

А Средний Брат жил бездельником.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Нумайччен вӗсем, арӑмӗпе иккӗш, ача-пӑчасӑр йӗрсе пурӑннӑ.

Долго они с женой поджидали детей, плакали.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Питӗ чухӑн пурнӑҫпа пурӑннӑ вӗсем.

Жили они в крайней нужде.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӑвансем тату пурӑннӑ, пӗр-пӗриншӗн хытӑ тӑнӑ, ӑна-куна тӑвас пулсан, ашшӗнчен иртмен, яланах унпа килӗштернӗ.

Братья жили в ладу, крепко стояли друг за дружку, во всем советовались с отцом.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Уйрӑлнӑ чух аттен аллине, тахҫан пӗрле пурӑннӑ ҫын пек, хыттӑн чӑмӑртарӗ.

Крепко, как хорошему знакомому, пожал руку отцу и уехал.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах ӑна кам пӗлтӗр-ха, хам ҫакӑнта ачасен ҫуртӗнче ачашланса пурӑннӑ чух вӑл ӑҫта-ӑҫта ҫӳренине?..

Но все-таки кто знает, где он побывал, пока я, как пай-мальчик, жил в детском доме…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татариновсем патӗнче хам пурӑннӑ вӑхӑтра, хӗлле, Катька взрывсене юратма пуҫларӗ.

В ту зиму, когда я стал бывать у Татариновых, она увлекалась взрывами.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч пулӑшман пулсан вӑл, хӑй ашшӗ-аслашшӗ пек, унччен ҫичӗ сыпӑк мӗнле пурӑннӑ, ҫавсем пекех пулӑ тытса ҫеҫ пурӑннӑ пулӗччӗ.

и, если бы не Николай Антоныч, так и остался бы рыбаком, как его отец, дед и все Предки до седьмого колена.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн ачаранпах, Азов тинӗс хӗрринчи Геническра пурӑннӑ чухнех, вӑл хӑй тӑванӗшӗн тӑрӑшнӑ пулать.

Он утверждал, что всю жизнь заботился о нем, начиная с детских лет, в Геническе, на берегу Азовского моря.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла Энскранах пулсан, ӑҫта пурӑннӑ эсӗ?

Если ты из Энска, где там жил?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсен курайманлӑхӗ мӗнрен пуҫланса кайнӑ-тӑр, пӗлейместӗп ӗнтӗ, анчах хам Энскра пурӑннӑ чухнех ярӑнмалли ҫӗрте епле тискер ҫапӑҫусем пулса иртни ҫинчен, ырӑ кӑмӑллӑ паттӑр гимназистсем ҫинчен, ҫапӑҫӑва тухнӑ ирсӗр реалистсем аллисене тӑхлан муклашкисем тытса тухни ҫинчен сас-хура илткеленӗччӗ эпӗ.

Не знаю, на чем была основана эта вражда, но еще в Энске до меня доходили интересные слухи о страшных драках на катке, о благородных силачах-гимназистах, о подлецах реалистах, выходивших на бой, зажав в кулаке запрещенную правилами чести «свинчатку».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Василиса Егоровнӑпа пурӑннӑ пек пурӑнӑр.

Живите, как жили мы с Василисой Егоровной.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗрле пурӑннӑ, пӗрлех вилӗпӗр.

Вместе жить, вместе и умирать.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир пурӑннӑ вӑхӑтра асаплантарас йӑла кирлӗ марри ҫинчен никам та, — судьясем те, айӑпланакансем те, — сӑмах та хушман.

В наше же время никто не сомневался в необходимости пытки, ни судьи, ни подсудимые.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах лешсем, тарӑхуне пытарса усраса, йӗркесӗрлӗхе ҫӗнетсе яма майлӑ сӑлтав ҫеҫ кӗтсе пурӑннӑ.

Но те злобствовали втайне и выжидали удобного случая для возобновления беспорядков.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак аслӑ та пуян губернире Россия государӗсене нумаях пулмасть парӑннӑ ҫурматискер халӑхсем йышлӑн пурӑннӑ.

Сия обширная и богатая губерния обитаема была множеством полудиких народов, признавших еще недавно владычество российских государей.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Аксинья хӑй пурӑннӑ пулсан…

Была бы жива Аксинья…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Родина» журнал ҫумне хушса кӑларнӑ пӗр-пӗр князьсен, графсен ҫемьери пурнӑҫӗ, юратӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене вуланӑ чух вӑл пӗтӗм графсем, князьсем хайӗн кӳршинчех пурӑннӑ пек шутлатчӗ.

Семейные и любовные дела разных князей и графов, героев приложений к журналу «Родина», тетя Даша разбирала так, как будто все князья и графы жили на соседнем дворе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн ӗҫри сӳрӗклӗхне тата ҫемҫе кӑмӑллӑхне пула, Василиса Егоровна упӑшкин службӑри ӗҫӗсем ҫине те хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи ӗҫӗсем ҫине пӑхнӑ пекех пӑхнӑ; крепӑҫе те вӑл хӑйӗн килҫуртне йӗркелесе пурӑннӑ пекех тытса тӑнӑ.

Это согласовалось с его беспечностию, Василиса Егоровна и на дела службы смотрела, как на свои хозяйские, и управляла крепостию так точно, как и своим домком.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Василиса Егоровна пире пит те лайӑх йышӑнчӗ, мана тахҫантанпа палласа пурӑннӑ ҫывӑх ҫын пекех пӑхма пуҫларӗ.

Василиса Егоровна приняла нас запросто и радушно и обошлась со мною как бы век была знакома.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех