Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫламӑш сăмах пирĕн базăра пур.
пуҫламӑш (тĕпĕ: пуҫламӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алиса Данилова физкультура урокӗсене ертсе пынӑ хушӑрах спорт ташшисен кружокне йӗркелерӗ, Юлия Махменова пуҫламӑш классене вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Вырӑнти халӑх пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкула пуҫламӑш шкул-сад пек кӑна хӑварасран пӑшӑрханать.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Геннадий Леонидовичпа Вера Энгельсовна — пирӗн ял илемӗ, чысӗ, — терӗ пире вӗсем патне ҫул кӑтартса янӑ май ялти шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Марина Васильева, Янӑша Патӑрьел районӗнчен качча килнӗскер. — Пирӗн туйра хӑйматлӑх ашшӗ-амӑшӗ пулнӑччӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Яковлев ачасене шкулта тӑван чӗлхепе пуҫламӑш классенче вӗрентмелле тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Форума икӗ пине яхӑн делегат пухӑннӑ - партин пуҫламӑш, вырӑнти тата регионсенчи уйрӑмӗсен представителӗсем, аграрисем, ученӑйсем, экспертсем, общество организацийӗсен представителӗсем, чиновниксем.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ҫак ҫулсенче вӑл хутшӑннӑ обществӑлла ӗҫсене каласа та пӗтерме ҫук: «Единая Россия» партин районти уйрӑмӗн политканашӗн членӗ, политика партийӗн «Прогресс» акционерсен хупӑ обществинчи тата Акчел ялӗнчи пуҫламӑш организацийӗн секретарӗ, районти хӗрарӑмсен канашӗн членӗ, Акчел ялӗнчи суйлав комиссийӗн председателӗ, АПК ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗн членӗ...

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Унӑн музейӗ пилӗк ҫул каялла Вӑрманкассинчи пуҫламӑш шкул ҫуртӗнче уҫӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Алексей 4 ҫул Шураҫри пуҫламӑш шкулта вӗренет, унтан - Мӑн Вылӑра.

Куҫарса пулӑш

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Вячеслав Григорьевич Куславкка районӗнчи пуҫламӑш комсомол организацийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗшӗн яваплӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Атӑкҫырмири пуҫламӑш шкула хӑйӗн ӗҫӗпе кайнӑ та — каялла ҫуран таврӑннӑ чухне аллинчи сехечӗ вӗҫерӗнсе ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Улатӑр, Пӑрачкав, Шупашкар, Куславкка районӗсенчи пуҫламӑш организацисем ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсемпе пӗрле асӑннӑ ыйтӑва татса памашкӑн пуҫаруллӑ хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Куҫ курманнисен республикӑри уйрӑмӗ район-хулари пуҫламӑш 12 организацирен тӑрать: тӗслӗхрен, Шупашкар хулинчи - 800, Канашри - 234, Муркаш, Вӑрнар районӗнчисем 200 ытла ҫынна хӑйсен хӳттине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ клубӑн пуҫламӑш утӑмӗсем ҫӑмӑлах пулман.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Пӳлӗмре хӑрӑм вӗҫет, лампа труби ҫине тӳрех тӑхӑнтарса лартнӑ, ӗнсе ҫурмалашнӑ абажуртан ҫуннӑ хут шӑрши кӗрет, пӳлӗмре шӑп, пуҫламӑш шкулӑн пӗрремӗш класӗнче чистописани урокӗ вӑхӑтӗнче кӑна ҫавӑн пек пулать.

В комнате порхали черные хлопья, пахло жженой бумагой от полуистлевшего бумажного абажура, надетого прямо на ламповое стекло, и стояла такая тишина, какая бывает только в первом классе начальной школы во время урока чистописания.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех