Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
пурнӑҫ (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫӗнӗ пурнӑҫ вара вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑ, унта ҫутӑ тата чуна илӗртсе те савӑнтараканни ҫав тери нумай пирки, Марусьӑн пурнӑҫӗ пӗчӗккӗ те кирлӗ марскер пек, пӗр илемсӗр пулнӑ пек туйӑнса тӑрать.

И была эта жизнь такой необозримо широкой, было в ней столько светлого и волнующего, что ее, марусино, существование показалось ей до обидного бесцветным, маленьким, ненужным.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Иртни — пурнӑҫ тымарӗ пулса тӑрать, хальхи — пурнӑҫӗ чечекленни.

В прошлом — ее корни, в настоящем — цветение.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑшпӗр ҫыннӑн пурнӑҫ майӗ, чечек сарнӑ туна пек, ҫӑмӑллӑн улшӑнса пырать, пурнӑҫ вара уншӑн нихҫан та хӑйӗн пӗрпеклӗхне ҫухатмасть.

У иных людей одна пора жизни переходит в другую легко и плавно, как бутон в цветок, свободно распускающий все свои лепесточки, и жизнь ни на минуту не перестает ощущаться единым целым.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пурнӑҫӗ пурнӑҫ та мар: хырӑмӗсене Фомин мучӑшӗ ҫӗрлесенче кимӗпе илсе пынӑ кӑйттӑ апат-ҫимӗҫпе улталарӗҫ, выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнчӗҫ, ун вырӑнне вара, пуҫ айӗсене йӗнер ҫытаррисене хурса, тӑраниччен ҫывӑрчӗҫ.

Жили кое-как: питались скудными харчишками, которые по ночам доставлял им на лодке двоюродный брат Фомина, ели впроголодь, зато спали вволю, подложив под головы седельные подушки.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫапах та хушӑран вӑл, куҫӗсене усса, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫумӗнчи сивӗ пас эпеклӗн чӗпӗтнине туйса, тахҫантанпах илӗртсе тӑнӑ ӗмӗт — хӑй пайтах хуйхӑ-суйхӑпа нуша тӳссе тертленнӗ, юратман упӑшкапа ҫур пурнӑҫ асапланса пурӑннӑ, вӗҫӗмсӗрех йывӑр асаилӳсемпе тулса ларнӑ Татарскинчен, ылханлӑ тӑван тавралӑхӗнчен Григорипе пӗрле ӑҫта та пулин аяккарах пӑрахса каяс ӗмӗчӗ — пӗр кӗтмен ҫӗртен тата ытла та тӗлӗнмелле пурнӑҫа кӗнӗшӗн савӑнса кулать.

Но изредка, опустив глаза и ощущая на ресницах приятный пощипывающий холодок инея, она улыбалась тому, что так неожиданно и странно сбылась давно пленившая ее мечта — уехать с Григорием куда-нибудь подальше от Татарского, от родной и проклятой стороны, где так много она перестрадала, где полжизни промучилась с нелюбимым мужем, где все для нее было исполнено неумолчных и тягостных воспоминаний.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унта вара парти пире паян мӗнле пурнӑҫ тума чӗнни ҫинчен, пире ҫавӑн пек пурнӑҫ тума чӑрмантаракансене мӗн тумалли ҫинчен питӗ уҫҫӑн каланӑ!

А там партия очень четко говорила о том, какую жизнь нам сегодня предлагают, о том, как нужно поступать с теми, кто мешает нам создавать такую жизнь!

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тата акӑ мӗн уйрӑмах тӗлӗнтерет — нумай пурӑннӑ, нумай тӳснӗ ӗнтӗ, пӗр пурнӑҫ мар, темиҫе пурӑнса ирттернӗ тейӗн, анчах пурпӗр ӗлӗкхи пекех пӗр туйӑмпа пурӑнатӑп — хам тума тивӗҫлӗ чи кирлӗ ӗҫ малта пек, чӑн-чӑн пурнӑҫ пуҫланман та пек туйӑнать!

И что особенно поразительно — столько прожито и пережито, словно не одна уже жизнь позади, а живу по-прежнему с таким чувством, будто самое главное, что я должен сделать, еще впереди и настоящая жизнь вроде и не начиналась!

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗлӗкрех вӑл пурнӑҫа, лайӑх ҫӳреме вӗрентсе ҫитернӗ лашана чӑрманчӑклӑ ӑмӑртура тытса пынӑ пек, кӑрӑн-карӑн тытса пынӑ пулсан, ӑна хӑйне халь пурнӑҫ чӑм кӑпӑка ӳксе ӗрӗхекен урхамах пек сӗтӗрет; вӑл ӑна тытса пымасть ӗнтӗ, унӑн силленсе-сулкаланса пыракан ҫурӑмӗ ҫинче хевтесӗррӗн ҫапкаланать кӑна, ӳксе юлас мар тесе, мӗскӗннӗн тӗрмекленет.

И если раньше правил он хозяйством и вел жизнь, как хорошо наезженного коня на скачках с препятствиями, то теперь жизнь несла его, словно взбесившийся, запененный конь, и он уже не правил ею, а безвольно мотался на ее колышущейся хребтине и делал жалкие усилия не упасть.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах юмах хӑрах ҫунаттипе чӑн пурнӑҫа перӗнсе тӑчӗ: хӗрарӑмпа ҫыврас килни ҫеҫ мар, тата темӗнле куҫа курӑнман ҫип Листницкие пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑнсӑртран тухса тӑнӑ ҫак хӗрарӑм ҫумне ҫыхса хучӗ.

Однако сказка одним крылом касалась действительности: не только половое влечение, но и еще какая-то незримая нить привязывала его к этой, случайно ставшей поперек жизни, женщине.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫакна вӑл ирӗксӗр ҫӗртен, харпӑр хӑй пурнӑҫне сыхлас инстинкчӗ тӗртсе янипе турӗ; вара вӑл, кӗпӗрленсе утакан юлташӗсем хушшине хӗсӗннӗскер, кашни этемрех пурнӑҫ хӑвачӗ мӗнешкел вӑйлӑ та ҫирӗп пулнинчен тӗлӗнсе, Анна вилнӗренпе пӗрремӗш хут тутине ҫилӗллӗн пӗрӗнтерсе, кулса илчӗ.

Он невольно сделал это, подтолкнутый животным инстинктом самосохранения, и, стиснутый телами густо шагавших товарищей, в первый раз после смерти Анны сморщил губы нервной усмешкой, дивясь про себя тому, как живуче и цепко в каждом желание жить.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрле вӑрҫӑра пултӑмӑр, пӗрле пурнӑҫа пӗлтӗмӗр, иксӗмӗр те ҫамрӑк, пирӗн пурнӑҫ пӗтӗмпех малта, ҫавӑнпа хӑвӑн пурнӑҫӑнта эсӗ хӑвӑн пӳртне кӑна, ҫак пӗчӗк окопа кӑна пӗлмелле ан пултӑр…

Вместе мы прошли войну, вместе жизнь познавали, оба мы молоды, все у нас еще впереди, и мне хочется, чтобы ты знал в жизни не одну свою хату, не один этот маленький окопчик…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун чухне, — кайран, киле таврӑнсан та, — вӑрҫӑра кӑна пурнӑҫ ҫавӑн пек хӑвӑрт иртет тесе шутланӑ Сергей, акӑ, калӑпӑр, райисполком председателӗн пурнӑҫӗ лӑпкӑ юхать…

В ту пору, — а потом уже и позднее, когда демобилизовался, — Сергей был совершенно убежден, что только на войне жизнь набирает такую предельную скорость, а, скажем, у председателя райисполкома она течет спокойно и размеренно…

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫавах та, «саппас» хромосома пурнӑҫ тӑршшӗне «ӳстерме» май парать пулин те, тӗрлӗ чӗрчун тӗсӗсен ку виҫе самай уйрӑлса тӑрать, ҫапла май пурнӑҫ вӑрӑмӑшне ку фактор ҫеҫ витӗм кӳни пирки калама юрамасть.

Учитывая тот факт, что «выигрыш» в длительности жизни, обеспечиваемый «запасной» половой хромосомой, заметно отличается у разных видов, называть этот фактор единственным, определяющим разницу в продолжительности жизни между полами, нельзя.

Пӗрешкел арлӑх хромосомӗсем хӗрарӑмсене ытларах пурӑнма май параҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24579.html

Хӑйӗннех, кӑкӑр сӗчӗпе ӗмсе илсе пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ачашласа эпекленӗ казак юнех, этем пурнӑҫӗнчи пысӑк чӑнлӑхран ҫӳле тапса хӑпарчӗ.

Свое, казачье, всосанное с материнским молоком, кохаемое на протяжении всей жизни, взяло верх над большой человеческой правдой.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсӗ ҫӗнӗ пурнӑҫа ура ярса пусатӑн, вӑл пурнӑҫ ҫӑмӑл мар, кунта ӗлӗкхи мухтавпах пурӑнаймӑн — ҫавна нихҫан та ан ман.

Ты вступаешь в новую и не легкую жизнь, и тут одной старой славой не проживешь — об этом никогда не надо забывать.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пирӗн пурнӑҫ, Федор Лукич, малалла каять, эпир, ҫамрӑк ӑру, хамӑр аттесенчен темиҫе пусма ҫӳлерех ҫӗклентӗмӗр, пурнӑҫ ҫине урӑх куҫпа пӑхатпӑр, уншӑн савӑнмалла пирӗн!

Жизнь-то наша, Федор Лукич, не стоит на месте, и мы, молодое поколение, поднялись на несколько ступеней выше своих отцов, на окружающую жизнь смотрим иными глазами, а этому надо только радоваться!

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Танкри пурнӑҫ вӑл пӗрре, кунти пурнӑҫ тепре…

— В танке одно дело, а теперь другое…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сирӗн шутпа ҫапла тухать: тӑватӑ ҫул вӑрҫӑ пычӗ, вӑрҫӑчченхи пек пурнӑҫ тума вунӑ ҫул кирлӗ, вара тепӗр вунӑ ҫул пурнӑҫа вӑрҫӑчченхи шайран ҫӳлерех ҫӗклесе пырӑпӑр.

— По вашему рассуждению получается так: четыре года мы воевали, десять лет будем подходить к довоенному уровню, а потом еще десять лет будем выходить за довоенный уровень.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Тахҫанах юрланӑччӗ эпӗ, каччӑ чухнех, халӗ манӑн сассӑм типсе ларчӗ, юррӑмсене пурнӑҫ касса татрӗ. Каятӑп акӑ ют ҫын арӑмӗ патне, курмашкӑн, килсӗр-ҫуртсӑр, тӑван кӗтессӗр, тип ҫырмари кашкӑр пек…» — шухӑшларӗ Григорий, пӗр виҫеллӗ ыткӑнупа утса, хӑйӗн тӗлӗнмелле майлӑн йӗркеленнӗ пурнӑҫӗнчен кулса.

«Давно играл я, парнем, а теперь высох мой голос и песни жизнь обрезала. Иду вот к чужой жене на побывку, без угла, без жилья, как волк буерачный…» — думал Григорий, шагая с равномерной усталостью, горько смеясь над своей диковинно сложившейся жизнью.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пурнӑҫ та пурнӑҫ мар ӗнтӗ Пидоркӑшӑн.

Жизнь не в жизнь стала Пидорке.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех