Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак тӗлпулу пулман пулсан, Дикпа Геркулес чура сутуҫисем Уэлдон миссиса ӑҫта пытарса усранине нимле те пӗлес ҫукчӗ, Геркулес пуҫӗнче те вара Казондене тухатмӑш пулса пырас шухӑш ҫуралмастчӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ашшӗ, ҫар фельдшерӗсене хатӗрлекен шкулта вӗренекенсене хысна шучӗпе тӑрантарса усранине пӗлсен, ывӑлӗпе пӗрле Киева каяссине хирӗҫлемен.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Тепӗр ҫуртра эп ҫап-ҫамрӑк тилӗ усранине куртӑм.
Орочсен ялӗнче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 121–124 с.
— Паганель, — тесе ыйтрӗ Гленарван, ҫакна эсир пиртен мӗншӗн икӗ уйӑха яхӑнах вӑрттӑн тытса усранине каласа памӑр-ши пире?
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн ҫӑмӑл та васкавлӑ утти, йӑлтӑркка тӗксӗм куҫӗсем; «Эх, Николай Петрович, ҫак тӗрлӗрен хутсем хунӑ папкӑра мар, чӗрере эпӗ мӗнле ҫӗнӗ хыпар усранине пӗлсенччӗ эсӗ!» — тесе каланӑн туйӑнаҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӳлте пурӑнакан пӗр-пӗр шӑрка эпир шыв ӑҫта усранине пӗлнӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Юрдан арӑмӗ те, кил-йышӗ те ӑна хӑйсем патӗнче усранине хирӗҫ пулмарӗҫ.Против этого не возражали ни Юрданица, ни другие члены Юрдановой семьи.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Аттем ҫинчен хам мӗнле туятӑп, ҫавӑн пек каласа параймарӑм пулӗ тесе шухӑшлатӑп, аллӑ ҫул хушши хам чӗрере тытса усранине каласа пама йӑлтах урӑхла сӑмахсем кирлӗ, тен вӑл юрра та тивӗҫлӗ-и, анчах — эпир ахаль ҫынсем, пулӑсем пек, кӑмӑл туртнӑ пек илемлӗ каласа пама пӗлместпӗр!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Анчах Оля, эпӗ ҫакна хӑйӗнчен пытарса усранине курса, мана ун ҫинчен каласа пама йывӑр пулӗ тесе шутланӑ та, пӗрмаях хӑй ним те пӗлмен пек пулса пурӑннӑ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем патне пӗр-пӗр праҫникри парнесемпе пӗрле лекнӗ супӑньпе одеколона хӗрсем калама та ҫук хакла хурса усранине те Алексей аван чухланӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Фронтра ҫырӑва епле упраса усранине пӗлнӗ вӑл, ҫавӑнпа ҫак ҫыру хӑҫан та пулин кӑтартнӑ адрес тӑрӑх вырӑна ҫитессе шаннӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1
- 2