Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картран (тĕпĕ: карт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах харпӑр хӑйне ҫапла картран тухмасӑр тыткаласси вӑраха пымарӗ.

Однако известная сдержанность была кратковременной.

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Пуҫӗсене эрех сӗрӗмӗ тивсен: «Ку улпут картран сикнӗ пулас», — тесе вӑрттӑн кулнӑ хӑйсем.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл амӑшӗ шикленсе ӳкнинчен пӗтӗм чунтан кулать, карчӑка хӑй «картран пӗтӗмпех тухса ӳкменни» ҫинчен каласа ӗнентерет.

Он смеялся от души над ее тревогой и уверял старушку, что он еще не совсем «сошел с катушек».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Халӗ вӑл кирек мӗн калас пулсан та — Коробин «картран тухса кайрӗ ӗнтӗ».

Что бы он сейчас ни сказал, Коробин, что называется, закусил удила.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пирӗн Лузгина та вӑхӑтра асӑрхаттармалла, картран ан тухса кайтӑр вӑл, Мрыхин пултараймасть пулсан, юрӑхла парторг тупмалла, анчах чи малтан пире, кунта пӑхса тӑма мар, ертсе пыма лартнине асра тытмалла.

Мы обязаны вовремя предупредить и таких, как Лузгин, чтобы он не забывался, и найти подходящего парторга, если Мрыхин не справляется, но, главное, помнить, что нас сюда поставили не наблюдателями, а руководителями.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, паллах, опытлӑ председатель, хуҫалӑха пӗлсе тытса пырать, унта унран лайӑхрах кандидатурӑ ҫук та, ҫапах та эпир ӑна ытлашши иртӗнтерсе янӑ, вӑл хӑш-пӗр енӗпе картран тухма пуҫлать.

Председатель он, конечно, опытный, хозяйство ведет умело, лучшей кандидатуры там просто нету, но все же мы его слишком избаловали, и он кое в чем уже теряет меру.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах кунӗ Дубцова картран сиктерме ҫӑмӑл мар.

Но невозмутимого Дубцова было не так-то просто выбить из седла.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах урисем картран вӗҫерӗнсе кайрӗҫ те, Алексей, пичӗпе пӑр ҫумне хыттӑн ҫапӑнса, каллех шӑтӑкалла шуса анчӗ.

Но ноги соскользнули, и, больно ударившись лицом об лед, он покатился вниз.

12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Кӗтмен ҫӗртен манӑн каччӑ, пӑлханнипе картран тухнӑскер, палламалла мар ҫинҫе сасӑпа ҫихӗ-рсе ячӗ: — Хӑвна тӗрӗслеттер, ылтӑн чӑмӑркки!

Куҫарса пулӑш

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Паян кун каҫиччен картран иртнисене пурне те шута илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех