Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫчен сăмах пирĕн базăра пур.
каҫчен (тĕпĕ: каҫчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей иртен пуҫласа каҫчен протезӗпе аппаланать, унӑн ҫав мӑй таранах тӑрантарса ҫитернӗ тыткӑнлӑхран — хевтесӗрлӗх тыткӑнӗнчен — часрах хӑтӑлса тухас килет.

С утра до ночи заполненные бесплодными попытками овладеть протезом, вырваться из опостылевшей беспомощности.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Каҫчен вӑл килӗнче пулчӗ.

До вечера он был дома.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Никам та иртен пуҫласа каҫчен: «Хӑҫан килетӗн, кам патне кӗтӗн, мӗн чухлӗ ӗҫрӗн, мӗнле укҫапа ӗҫрӗн?» тесе тӗпчемест мана.

И никто меня с утра до ночи не пытает: когда придешь, да к кому заходил, да сколько выпил, да на какие деньги?

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑт вара ӗненме те йывӑр, пирӗн райкомпа райӗҫтӑвкомӑн пӗтӗм аппарачӗ иртен пуҫласа каҫчен ҫав машинӑсемпе кӑна аппаланчӗ, вӗсене колхозсем тӑрӑх уйӑрчӗ, ытти мӗн пур ӗҫсем ҫинчен шухӑшламарӗ те!..

И вот трудно даже поверить, по весь аппарат нашего райкома и райисполкома с утра и до вечера только и занимался этими машинами, распределял их по колхозам, о всех других делах и думать забыл…

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мана ӗнер иртен пуҫласа каҫчен мӗн тунӑ тесшӗн-и эсир?

— Вы хотите сказать, чем я занимался вчера с утра до ночи?

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксюшӑна халӗ хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ уяв пек туйӑннӑ, унӑн чӗринче иртен пуҫласа каҫчен савӑнӑҫлӑ юрӑ пӗр чарӑнмасӑр янӑранӑ…

У Ксюши было такое чувство, словно вся ее жизнь превратилась в плошной праздник, с утра и до ночи звучала в ней, не стихая, одна и та же ликующая песнь…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ачасем иртен пуҫласа каҫчен ман пата сӗкӗнеҫҫӗ: е мӗн те пулин каласа кӑтарт вӗсене, е ҫӗнӗ вӑйӑ шухӑшласа кӑлар, ну нимӗнле те тӳсӗм ҫитмест!

Ребята ко мне лезут с утра до вечера, то им что-то расскажи, то придумай новую игру, ну никакого терпения не хватает!

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чармасан, вӗсем каҫчен те лӑпланас ҫук!

Если их не остановить, они будут переливать из пустого в порожнее до вечера!

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗрлисен батарейи, хирти йӗтем ҫинче маскировка туса, сылтӑм ҫыран хӗрринче пухӑнакан повстанецсем ҫине Крутовскинчен Дон ҫумӗпе кӑнтӑралла кукӑрӑлса кӗрекен ту юппинчен кашни кун ир пуҫласа каҫчен тупӑсемпе персе тӑрса Мускав полкне пулӑшрӗ, унтан Дон леш енче вырнаҫнӑ Елански хуторӗ ҫине снарядсем тӑкма тапратрӗ.

С гористой отножины обдонского отрога, что лежит от Крутовского на юг, красная батарея, маскируясь на полевом гумне, ежедневно с утра до вечера обстреливала скоплявшихся на буграх правобережья повстанцев, поддерживая цепи Московского полка, потом переносила огонь и сеяла его по хутору Еланскому, расположенному по ту сторону Дона.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Украинец картишӗнче каҫчен тӑркаларӗ те тӗттӗмленнӗ-тӗттӗмленмен слободаран тухса шӑвӑнчӗ.

Простоял во дворе у украинца до вечера и смылся, едва смеркалось.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Парти комитечӗ хӑй патне уйӑрса янӑ рабочисене Бунчук тӑватӑ кун иртен пуҫласа каҫчен вӗрентсе пурӑнчӗ.

В течение четырех дней с утра до вечера Бунчук занимался с рабочими, присланными в его распоряжение комитетом партии.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапла шутлама пуҫларӗҫ: эсӗ уя тухрӑн, каҫчен уйра пултӑн — сана пӗр кун ҫырса хураҫҫӗ, кӑнтӑрлаччен пултӑн — ҫур кун ил.

Тогда стали учитывать так: вышел ты в поле, пробыл там до вечера — пишется тебе полный день, пробыл до обеда — получай половину дня.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тимӗрҫ лаҫҫисем те пулнӑ, — ҫивитти витӗр иртен пуҫласа каҫчен шӑршлӑ тӗтӗм сӑрхӑннӑ, анчах вӗсен сунталӗсем родниковскисен пек янӑрайман, тимӗрҫӗсем те унта ҫамрӑк, сухалсӑр пулнӑ.

Были и свои кузни — от зари до зари сочился сквозь крышу пахучий дымок, а только наковальни там пели не так звонко, как у родниковцев, и кузнецы там были молодые, безбородые.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тимӗрҫ лаҫҫисем иртен пуҫласа каҫчен чанккарӗҫ — васкавлӑн катмаксем, кӗреҫесем тунӑ, апат-ҫимӗҫ тиенӗ, хӑмасенчен наҫилккасем тунӑ.

С утра и до вечера звенели кузни — спешно делали и оттачивали кирки, лопаты, грузили продукты, сбивали из досок носилки.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Иртен пуҫласа каҫчен унта — хӑйсен ҫурт вырӑнӗнче.

С утра и до вечера — все там, на своем плану.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каҫчен йӗпе хырсем айӗнче пытанкаласа ларчӗҫ.

До вечера жались под мокрыми соснами.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аялти хучӗ пачах йывӑҫ ӑшне путнӑ — уҫӑ тӑракан чӳречисене йывӑҫ турачӗсем кармашса кӗнӗ, пӳлӗмӗсенче иртен пуҫласа каҫчен сулхӑн тӑнӑ.

В раскрытые окна нижнего этажа лезли ветки, и в комнатах с утра и до вечера стоял приятный холодок.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ферапонт Узловой ятлӑ казак Гришатка валли мишеньсем ӑсталать те ӑна икӗ кун хушши иртен пуҫласа каҫчен пертерет.

Казак Ферапонт Узловой соорудил для Гришатки мишени и два дня с утра до самого вечера заставлял мальчика пулять в цель.

Вӑй ҫумне вӑй // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ӗнтӗ пӗр кун, иккӗ пурӑнать вӑл хӑйӗн пӳртӗнче, Киев ҫинчен илтесшӗн те мар, турра та кӗлтумасть, ҫынсенчен тарса пурӑнать, мӗн иртен пуҫласа каҫчен, теттӗм пуличченех юманлӑхсенче ҫӳрет.

Уже день и два живет она в своей хате и не хочет слышать о Киеве, и не молится, и бежит от людей, и с утра до позднего вечера бродит по темным дубравам.

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫапла, вӑрҫӑ ун ҫийӗнчи ҫӑмӑл платьине тата туфлине ҫар тумтирӗпе — гимнастеркӑпа, ваткӑллӑ шӑлаварпа тата ҫӑматӑпа улӑштарттарнӑ; вӑрҫӑ ӑна фронтри йывӑр пурнӑҫпа — ҫывӑрса, ҫисе тӑранмасӑр пурӑнмалла, иртен пуҫласа каҫчен аманнисем йынӑшнине итлемелле, хӑйшӗн хаклӑ пулнӑ ҫынсен юнне курмалла, тӑтӑшах вилӗмпе тӗл пулмалла тунӑ…

Да, война заставила ее сменить легкое платье и туфли на солдатское обмундирование — гимнастерку, ватные брюки и валенки; война заставила жить тяжелой фронтовой жизнью — недосыпать, недоедать, с утра до ночи слушать стоны раненых, видеть кровь дорогих сердцу людей, часто встречаться со смертью…

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех