Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ача тата пысӑк ҫыхӑ тытнӑ хӗрарӑм вакунта утса ҫӳремелли хушшах ларнине курсан, Константин сентре ҫинчен сиксе анчӗ.Но вот в проходе застряла женщина с ребенком и большим узлом, и Константин соскочил вниз.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Никама та кансӗрлес мар тесе, Константин хӑйӗн плацкартлӑ вырӑнне — варринчи сентрене йышӑнчӗ, хӑйпе пӗр купене лекнӗ хӗре те вырнаҫма пулӑшрӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вокзалта Константин хура кӗрӗклӗ, пуҫне шурӑ мамӑк тутӑр ҫыхнӑ хӗр хыҫҫӑн кассӑ патне черете тӑчӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вырӑнти пуйӑс кайиччен — Приреченски района Константин унпа ҫитме шутларӗ — вӑл обкомра пулчӗ, пасарта ӗннӗ ҫӑм шӑрши кӗрекен ҫӗнӗ кӑҫатӑ, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ алса туянчӗ, магазинта ӑшӑ ватникпе брюки илчӗ, вӗсене ҫавӑнтах пальто айӗнчен тӑхӑнса лартса, хӑй тӑруках тачкарах пек курӑнчӗ, мӑранланчӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Константин Мажаров кирек мӗне те, пурне те каҫаракан ҫын пулса тӑман, ҫапах та халӗ вӑл амӑшӗ ҫинчен урӑхла аса илнӗ, вӑл йӑнӑшма пултарнине, унӑн тӗттӗмлӗхне шута илнӗ, ку ӑна хӑйӗн ҫамрӑк чухнехи идейлӑхӗ ҫине те урӑхла пӑхма май панӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Комсомола кӗнӗ чухне Константин салхуллӑн, анчах мӑнаҫлӑн ашшӗ мӗнле вилни ҫинчен каласа панӑ, хӑйне ҫут тӗнче кӑтартнӑ хӗрарӑма йышӑнманни ҫинчен пӗлтернӗ, ку вӑл иртнишӗн тавӑрса, нимӗн шухӑшламасӑр туни пулнӑ, нимӗншӗн те каҫарман ҫамрӑклӑх ҫеҫ ҫавӑн пек тума пултарнӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Амӑшне ӗмӗрлӗхех ҫухатнӑшӑн чунтан кулянса, Константин халӗ вакун айӗнче тимӗр кустӑрмасем юрланине те, ансӑр коридорта радио хаваслӑ маршсем янӑратнине те илтмерӗ, урайӗнче сивӗ сывлӑш варкӑшнине те туймарӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Анне! — терӗ Константин сасартӑк пӑшӑлтатса, унӑн хурланнипе, хӑйне хӗрхеннипе сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ.— Мама, — прошептал вдруг Константин и задохнулся от горечи, стыда и жалости к самому себе.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫакӑ ӑна, вӗлт ҫеҫ иртен мӗлке пек, хӑйсен пӳртне аса илтерчӗ, Константин пӗр саманта куҫне хупрӗ те хӑйне тӑван пӳрчӗн ӗнтрӗкӗнче курчӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑй Мускавра пурӑннӑ ҫулсенче Константин хӗрсемпе те, хӗрарӑмсемпе те пӗрре ҫеҫ паллашман, час-часах юратса та пӑхнӑ, тепӗр чухне кӑсӑклӑ пек туйӑннӑ ҫынпа хӑйӗн кун-ҫулне ҫыхӑнтарма та хатӗр пулнӑ, анчах ҫакна — ҫамрӑк чухне ҫапла тӑваҫҫӗ те-ха — суккӑрлӑх, мӗн пулса тухасси ҫинчен шутласа пӑхмасӑр тума пултарайман, пур енӗпе те чӑркӑшнӑ, хӗрсем, хӗрарӑмсем ҫине ытла та хытӑ пӑхнӑ, вӗсене темӗнле ҫитме ҫук идеалпа танлаштарнӑ, веҫех тӗплӗн виҫнӗ, вара ӑна хӑйӗн туйӑмӗнчен ҫӑмӑллӑн тӳрленме кирек мӗнле пӗчӗк кӑлтӑк та ҫителӗклӗ пулнӑ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Константин машинӑ ӑшне чӑмса ҫӑлӑнчӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑка шатлаттарса хупрӗ те, ҫумӑр сасси кӑшт ҫемҫерех, тикӗсрех илтӗнме пуҫларӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Константин хӑвӑрт алӑк патнелле ыткӑнчӗ, ӑна яри уҫса ячӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Константин Яковлев, ТР ЧНКА председателӗ.
Пӗрле пулар! // Константин Яковлев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836)
— Вӑл Константин Андреевич ятлӑ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чӑнах та, Ксени ӑна тахҫан Константин Мажарова юратса пӑрахнӑ пек юратман, анчах хӑйне пӗр-пӗр пурнӑҫра нимӗн курман ҫамрӑк каччӑ мар, пурте хисеплекен, пусӑрӑнкаллӑ ҫын юратса пӑрахни савӑнтарнӑ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мӗншӗн Константин ҫапла тухса кайнӑ?
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксюша пӑшӑрханма пуҫланӑ, анчах хӑйӗн хумханӑвне пусарса: — Калӑр-ха, тархасшӑн, Константин Мажаров ӑҫтине пӗлместӗр-и эсир? — тесе ыйтнӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах Константин кайсанах, вӑл хӑйне унпа кӑмӑлсӑррӑн тыткаланӑшӑн ӳкӗннӗ.Но стоило Константину уйти, как она пожалела о своей черствости.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ну, мӗн вара? — хыттӑн ыйтнӑ Константин, Ксюша ҫине сиввӗн пӑхса.— Ну и что из того? — с холодной неприязнью глядя па Ксюшу, жестко и непримиримо спросил Константин.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ман шутпа, Константин, ахалех пӗтертӗн эсӗ лайӑх ҫынна!