Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Константин сăмах пирĕн базăра пур.
Константин (тĕпĕ: Константин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уява Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, культура министрӗ Константин Яковлев, Тутарстанран килнӗ йӑхташӑмӑрсем тата ытти сумлӑ ҫын пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкая чӑн чӑвашла чыслама мӑшӑрӗпе ывӑлӗ хутшӑннӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/14860.html

Чӑваш Енре шутлавӑн 60 участокне уҫнӑ: 9 хулара - 34, 38 ялта - 26. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене илес-тӗк, Калинин районӗнчи Ярмӑркка, Декабристсен, Кадыков урамӗсенчи, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи, Ленин районӗнчи Мир, Иван Яковлев, Кӑкшӑм, Энгельс, Шевченко, Ильбеков урамӗсенчи, Ленин проспектӗнчи, Мускав районӗнчи Анисимов, Константин Иванов, Павлов мичман, Гузовский, Энтузиастсен урамӗсенчи, Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи тата Юханшыв, Парк, Энергетиксен, Коммунистсен, Совет, Хӗвел, Первомайски урамӗсенчи, Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем микроҫырава хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫак пултарулӑха ашшӗнчен Константин Игнатьевичран вӗренсе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн заместителӗ Алена Аршинова, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Татьяна Богданова, экономика аталанӑвӗн министрӗн заместителӗ Виталий Емельянов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Елена Николаевӑпа Александр Никаноров тӗп доклада сӳтсе явма хутшӑнчӗҫ.

Заместитель председателя комитета по делам образования Алена Аршинова, уполномоченный обязанности министра культуры Константин Яковлев, первый заместитель министра здравоохранения Татьяна Богданова, заместитель министра экономического развития Виталий Емельянов, депутаты государственного совета Елена Николаева и Александр Никаноров приняли участие в обсуждении основного доклада.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Спортсменсен рейтингӗнче кӑҫал ҫаксем малта пыраҫҫӗ: ҫамрӑксем хушшинче — Пикшик шкулӗнче вӗреннӗ, иртнӗ кӗркунне олимп резервӗсем хатӗрлекен училищӗне панӑ Эдуард Краснов (ҫӑмӑл атлетика, пӗрремӗш разряд тултарнӑ), райцентрти иккӗмӗш шкулти Алексей Васильев (каратэ, спорт мастерӗн кандидачӗ), Трак гимназийӗнчи Константин Львов йӗлтӗрҫӗ, хӗр ачасенчен — Трак гимназийӗнчи Таня Чернова йӗлтӗрҫӗ, Красноармейскинчи 2-мӗш шкулта вӗреннӗ, унтан олимп резервӗсем хатӗрлекен училищӗне панӑ Оксана Дуйсембаева кӗрешӳҫӗ, Трак гимназийӗнчен вӗренсе тухнӑ Марина Степанова йӗлтӗрҫӗ.

В рейтинге спортсменов в этом году идут впереди: среди молодежи - выпускник Бикшикской школы, абитуриент училища олимпийского резерва прошлой осени Эдуард Краснов (легкая атлетика, пополнил первый разряд), ученик 2 школы райцентра Алексей Васильев (каратэ, кандидат мастера спорта), лыжник гимназии Константин Львов, среди девочек - ученица гимназии Трак лыжница Таня Чернова, выпускница второй школы Красноармейска, абитуриентка училища олимпийского резерва борец Оксана Дуйсембаева, выпускница гимназии Трак лыжница Марина Степанова.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Константин Витальевич шӑпах 6-мӗш класа ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Физкультура вӗрентекенӗ Константин Громов кадет класне ертсе пыма хирӗҫ мар.

Куҫарса пулӑш

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

— Вылянӑ чухне хӑвна Константин Иванов пекех туйрӑн-и?

- Во время игры чувствовал себя Константином Ивановым?

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Константин Иванова халалласа спектакль лартасси пирки сӑмах-юмах театрта малтанах ҫӳретчӗ-ха.

Слухи о том, что будут ставить спектакль посвященный Константину Иванову ходили давно.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Уйрӑмах мана «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» драмӑра Константин Иванов сӑнарне ӗнентерӳллӗ выляни хумхантарчӗ.

Мне особо взволновала достоверное воплощение в образ Константина Иванова в драме "Мягкая душа с горячей кровью".

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Вӗсемпе пӗрле мӑшӑрланнӑ ятпа ӗҫкӗ-ҫикӗ тума поэтӑн чи ҫывӑх юлташӗ-сем — Владимир Сатай, Ҫемен Элкер, Константин Петров ҫыравҫӑсем, Сергеевпа Хирбю композиторсем те килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Экскурси хыҫҫӑн хӑнасем музей-ҫурта хирӗҫ паркра Константин Ивановӑн вилтӑпри ҫине чечек ҫыххисем хучӗҫ.

После экскурсии гости в парке напротив дома-музея возложили цветы у могилы Константина Иванова.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Константин Иванов ҫуралнӑ Слакпуҫӗнчи ту айӗнчен тапса тухакан ҫӑл вара чӑннипе те поэмӑри пекех.

В Слакбаше, где родился Константин Иванов, родник пробиваемый из-под гор выглядит точно как в поэме.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Пирӗн вилӗмсӗр поэт Константин Иванов хӑйӗн пулӑҫне ӑманпа ҫеҫ пулӑ тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Иккӗмӗш чарӑну – Константин Васильевич Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Тӗрлӗ регионтан килнӗ ачасем ирхи апатлану хыҫҫӑн сменӑна уҫма хатӗрленчӗҫ: Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи», Петӗр Хусанкайӑн «Таня» поэмӑсенчи сыпӑксене, тӗрлӗ поэтӑн сӑввине пӑхмасӑр калама хӑнӑхрӗҫ, чӑваш ташши лартрӗҫ, тӗрлӗ юрӑ вӗреннӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ линейка иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Фроловсен виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Константин та хастар ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Михаил, Дмитрий, Константин, Тихон, Василий, Леонид, Николай, Петр — пурте ашшӗ-амӑшне, хӑйсен ҫемйине, Тӑван ҫӗршыва юратнӑ, пысӑк шухӑшсемпе ҫунатланса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, Константин Дони генеральнӑй директор, пысӑк опытлӑ инженерпа предприятире нумаях пулмасть ӗҫлеме пуҫланӑ чи ҫамрӑк специалист ҫӗнӗ корпуса хӗрлӗ хӑю касса уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

— Иккӗмӗш черете ӗҫе кӗртнӗрен производство лаптӑкӗ 14 пин тӑваткал метр хушӑнчӗ, — пӗлтерчӗ Константин Дони генеральнӑй директор.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех