Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреме (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӗҫри ҫав тӑватӑ ҫынна сутрӑм, ҫавӑнпа следователь кӑмӑлне ҫемҫетрӗм: вӑл мана тӗрмере ытти ҫынсемпе пӗрле шалти картишӗнче уҫӑлса ҫӳреме ирӗк пачӗ.

Я выдал этих четырех статистов в деле, но тем самым смягчил следователя: он разрешил мне прогулки во внутреннем дворе вместе с остальными заключенными.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн хатӗрлӳ ӗҫӗ мӑкарыча пӗрле илсе ҫӳреме хушать, — вара вӑл васкамасӑр кӗсйинчен ирхи хӗвел ҫутинче тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан шур пуҫлӑ пулштух туртса кӑларчӗ.

Наше заготовительное дело требует магарыч при себе иметь, — и, не торопясь, достал из кармана неярко блеснувшую при свете раннего солнца бутылку белоголовки.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сутӑн илекенсем иккӗшӗ те тына пӑрӑва тимлӗн сӑнама, хыпалашма пуҫларӗҫ, унтан кӗрнекли йӑлӑхтармалла хаклашма тытӑнчӗ, тепри, чӑпӑрккалли, тунсӑхлӑн шӑхӑркаласа, кил карти тӑрӑх утса кайрӗ, чӑх витине те, пушӑ лаша витине те, хӑйне пачах та кирлӗ мар ҫӗре те пӑхса ҫӳреме пуҫларӗ…

Оба покупателя осматривали и ощупывали телку дотошно, придирчиво, потом коренастый стал нудно торговаться, а тот, который был с кнутом, скучливо посвистывая, пошел по забазьям и базу, заглядывая и в курятник, и в пустую конюшню, и всюду, куда ему и не надо было бы заглядывать…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл, юланутпа инҫене ҫӳреме хӑнӑхманскер, паян ытлашши нумай ҫӳресе шӑйӑрттарнӑ ӳт-тирӗ ыратнипе пит-куҫне пӗркелентерчӗ.

Он широко расставлял ноги, морщась оттого, что потерся, сделав с непривычки чрезмерно большой пробег верхом.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗрле ҫӳреме юрамасть сире, кайма кирлех пулсан, пӗччен каймалла мар.

Вообще по ночам вам лучше не передвигаться, а если уж идти, то не одному.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрле ҫӳреме кирлӗ мар сире.

По ночам лучше вообще вам не передвигаться!

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн хуторта ун пек ҫӳреме юрамасть, кулаҫҫӗ, ытти ҫӗрте ӑҫта-ха?

В хуторе у нас так ходить не положено, засмеют, а иначе где?

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мана ҫав мӗскӗн кӗсресем умӗнче ҫӳреме те аван мар, иртсе пынӑ чухне, намӑсланса, пуҫа пӑратӑп, вӗсене куҫран пӑхма пултараймастӑп, хӑть мӗн ту!

Мне уже возле этих бедных кобылок ходить неловко, иду мимо и отворачиваюсь от стыда, не могу им в глаза глядеть, да и баста!

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах унпа тислӗк турттарма юрать, ҫынсене кӑнтӑрла ҫӳреме юрамасть, аван мар, ҫӗрле ҫеҫ, тӗттӗмре юрать.

Но на ней навоз возить можно, а людям ездить днем нельзя, совестно, только — ночью, в потемках.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ывӑлӗ пысӑк, вун икӗ ҫултискер, ҫавӑнпа чиканла ҫӗтӗк-ҫурӑк тӑхӑнса ҫӳреме вӑтанать…

Парнишка-то большенький, двенадцати годков, ну и стыдится цыганское рванье носить…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Таҫта-таҫта кайса ҫӳреме, паллах, памӑп!

Никаких отлучек, разумеется, не допущу!

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Кавказра турӑ темшӗн ту-сӑрт туса тултарнӑ, пӗтӗм ҫӗре темле ухмахла мӑкӑльсем туса хӑпартнӑ, ни лашапа, ни ҫуран иртсе ҫӳреме ҫук.

«На Кавказе господь бог для чего-то горы наворочал, всю землю на дурацкие шишки поднял, ни проехать тебе, ни пройти.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑл хӑйӗн Ленинградри пӗр тусӗ, матрос пулнӑскер, мӗнле те пулин хӗрпе ҫӳреме тытӑнсан, ӑна айккинелле чӗнсе илсе, питӗ ӗҫлӗ ҫын пек курӑнма тӑрӑшса, пӗр кулмасӑр-тумасӑр, ҫапла каланине аса илчӗ: «Ҫемен, тӑшман патнелле ҫывхаратӑп. Эпӗ ҫӗнтереймесси паллӑ пулсан — мана флангсенчен пулӑш-ха, мана ҫапса аркатсан вара — тархасшӑн эпӗ питӗ намӑслӑн каялла чакнине пытар».

Он вспомнил, как один из его ленинградских приятелей, тоже бывший матрос, начиная ухаживать за какой-либо девушкой, отводил его в сторону и, стараясь быть серьезным, заговорщицки шептал: «Семен, иду на сближение с противником. В случае неустойки с моей стороны — поддержи меня с флангов, а если буду бит — пожалуйста, прикрой мое позорное отступление».

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫӗр ҫийӗпе те ҫӳреме вӑтанать, ӑҫтан унта ҫамрӑк-кӗрӗме, уйрӑмах пирӗнне тата, итлеттерме!

Она по земле ходить стесняется, где уж ей там с молодежью, да особенно с нашей, управиться!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Давыдов мунчана ҫӳреме те пӑрахнӑ, медицина комиссийӗсенче те хайне арҫын тухтӑрсене ҫеҫ пӑхтарттарнӑ.

После этого Давыдов перестал ходить в баню, а на медосмотрах настойчиво требовал, чтобы его осматривали только мужчины-врачи.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑнах та, вӑл кӗпесӗр вӗҫкӗнленсе ҫӳреме пултараймасть-ҫке-ха!

Черт возьми, не мог же он в самом деле щеголять без рубахи!

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунӗ самаях шӑрӑх тӑратчӗ, вӑл унсӑр та аванах ҫӳретчӗ ӗнтӗ, анчах хӗр умӗнче плуг хыҫҫӑн пилӗк таран ҫарамас ҫӳреме вӑл ниепле те пултарайман.

День был достаточно жаркий, и он мог бы великолепно обойтись без нее, но ему было совершенно невозможно в присутствии девушки идти за плугом до пояса голым.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вилес умӗн те пулин хуть йӗнер ҫине ларма, юлашки хут кил картинче уттарса ҫӳреме ирӗк пар ӗнтӗ мана.

Дай мне хоть перед смертью в седле посидеть и хоть разок по двору шажком проехать.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манӑн вилнӗ атте маттур сунарҫӑ пулнӑ, унтан ытла — юлан утпа ҫӳреме юратнӑ.

У меня покойный родитель лихой был охотник, а ишо лише — наездник.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хуторта эсир иксӗр кӑна хытӑ ҫӳреме юрататӑр, хӑвӑр та сиккипе пурӑнатӑр…

— А вы только двое в хуторе любите шибко ездить и сами вскачь живете…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех