Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ирӗк (тĕпĕ: ирӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлтерме ирӗк парӑр…

– Разрешите доложить…

11 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Сирӗнпе калаҫма ирӗк парсамӑрччӗ, — терӗ Ваня, епле пулсан та салтак майлӑрах пулма тӑрӑшса.

– Разрешите обратиться, – сказал Ваня, стараясь как можно больше походить на солдата.

10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Хӑвӑн ирӗк.

Твоя воля.

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Кайма ирӗк парӑр?

– Разрешите идти?

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Капитан юлташ, пӗлтерме ирӗк парӑр-ха.

– Товарищ капитан, разрешите доложить.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Кайма ирӗк парар?

Разрешите идти?

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

«коммерциллӗ мар сад юлташлӑхӗсене тата (е) коммерциллӗ мар пахча юлташлӑхӗсене ҫӗр айӗнчи шывсене (вӗсемпе ҫав хуҫалӑхсене хуҫалӑхпа йӑла тӗллевӗсем валли шывпа тивӗҫтерме усӑ кураҫҫӗ) уҫласа кӑларас тӗллевпе ҫӗр айӗнчи вырӑн пӗлтерӗшлӗ пуянлӑхсен лаптӑкӗпе усӑ курма ирӗк парасси ҫинчен;

«о предоставлении права пользования участком недр местного значения для добычи подземных вод, используемых для целей хозяйственно-бытового водоснабжения садоводческих некоммерческих товариществ и (или) огороднических некоммерческих товариществ;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ҫутҫанталӑкпа усӑ курасси ҫинчен" саккунӗн 10 тата 111 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №18 от 30 марта 2018 г.

Ҫӳп-ҫапа контейнера пӑрахма е хальлӗхе палӑртнӑ кунсенче миххе тултарса илсе тухма кӑна ирӗк пуррине шута илсен, ӑна урӑх ниҫта та пӑрахма юраманни куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӳп-ҫап валли ятарлӑ вырӑн пур // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Сӑмахран, Антип Николаевич, шахтӑра ӗҫленӗ май, фронта каймасан та пултарнӑ, ҫӗршыва хӳтӗлеме ямашкӑн Амур облаҫӗнчи «Бурейшахтстрой» хуҫисенчен хӑй ирӗк ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

2. Тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн III категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче атмосфера сывлӑшне сиенлӗ (таса мар) япаласем кӑларас тӗллевпе, радиоактивлӑ хутӑшсем кӑларнисӗр пуҫне, экологи енӗпе комплекслӑ ирӗк панине илме тата тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫинчен калакан декларацие ҫырма кирлӗ мар.

2. Для осуществления выбросов вредных (загрязняющих) веществ в атмосферный воздух на объектах III категории, определенных в соответствии с законодательством в области охраны окружающей среды, за исключением выбросов радиоактивных веществ, получение комплексного экологического разрешения и заполнение декларации о воздействии на окружающую среду не требуются.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 31 от 07 мая 2019 г.

1985 ҫулсенче тӑван чӗлхене вӗрентме ирӗк панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Ҫук, пирӗн Раҫҫейре хӗҫпӑшала уҫҫӑн сутма ирӗк памалла мар.

Нет, у нас в России никак нельзя узаконить свободную продажу оружия.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Чӑн та, чуптума ирӗк памарӗ…

Правда, поцеловать не разрешила…

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Каҫар та, санран пулман 35 ҫул хушшинче, халь мана ирӗк парсам — тӑватӑпах унран арҫын!

До 35 лет у вас ничего не получилось, так дайте мне волю – я-то из него сделаю мужика!

Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Мӗншӗн официаллӑ майпа лайӑх, сывӑ, арҫын ӗҫне пултаракан арҫынсене темиҫе арӑмпа пурӑнма ирӗк памалла мар.

Почему нельзя разрешить здоровым, обеспеченным мужчинам иметь несколько жён?

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эпӗ те хирӗҫ мар ӑна арӑм тума, темме темиҫе арӑмпа пурӑнма ирӗк памаҫҫӗ пирӗн ҫӗршывра.

Я тоже был бы не против жениться на ней, почему только не разрешают в нашей стране многоженство.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Вӑл взяткӑн 100 виҫи чухлӗ штрафлама ирӗк парать.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Вӗсен ҫакна валли тивӗҫлӗ органсенчен ирӗк илни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк грипӗнчен асӑрханар // Л. БОЯРИНОВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6993-kaj- ... as-rkhanar

Ирӗк парсан, пурне те хӑйне кирлӗ пек юсаса, ҫӗнетсе тухнӑ пулӗччӗ вӑл…

Всех бы она переделала, перекроила…

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Проектсене чарса тӑма никамӑн та ирӗк ҫук.

Проекты задерживать никто не имеет права.

Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ // М.И. Игнатьев пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех