Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уйӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Уйӑх (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем утравран уҫӑ ҫил вӗрсе тӑнӑ чухне, уйӑх тулнӑ кун, октябрьте уйрӑлса кайрӗҫ.

Отчалили они при свежем ветре в день полнолуния, в октябре.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпир кимӗ тума хаваслансах тытӑнтӑмӑр, пӗр уйӑх хушшинче вара ӑна туса та ҫитертӗмӗр.

Мы с увлечением принялись за дело, и через месяц лодка была готова.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тата темиҫе уйӑх иртсе кайрӗ.

Прошло еще несколько месяцев.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тата темиҫе уйӑх иртрӗ.

Вунпилӗк е вунултӑ уйӑх хушши эпӗ пӗрмаях хӑраса пурӑнтӑм.

Пятнадцать или шестнадцать месяцев я провел в беспрестанной тревоге.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапла вунпилӗк уйӑх иртрӗ, анчах тискер этемсем килмерӗҫ.

Однако прошло пятнадцать месяцев, а дикари не появлялись.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Унтан тата йывӑҫ ӑшне алтса кӑларма виҫӗ уйӑх кайрӗ.

А три месяца ушло еще на то, чтобы выдолбить ее внутри.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав кӗреше кӑшт та пулин кимӗ евӗрлӗ тӑвас тесе, тулаш енчен вартаса, тепӗр уйӑх ирттертӗм, мӗншӗн тесен кимӗ евӗрлӗ пулмасан, вӑл шыв ҫинче тытӑнса тӑма пултарайман пулӗччӗ.

Целый месяц я обделывал мою колоду снаружи, стараясь вытесать хоть некоторое подобие киля, потому что без киля пирога не могла бы держаться на воде прямо.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Икӗ уйӑх канмасӑр ӗҫлерӗм эпӗ.

Два месяца я трудился не разгибая спины.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Дача патне ҫитсен, эпӗ ӑна хӳме ӑшне хупса хӑвартӑм, хам малалла кайрӑм: манӑн хӑвӑртрах киле ҫитес килчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ӗнтӗ пӗр уйӑх ытла ҫул ҫӳретӗп.

Добравшись до своей дачи, я оставил его в ограде, сам же пошел дальше: мне хотелось поскорее очутиться дома, так как я путешествовал больше месяца.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ унта темиҫе уйӑх хушши пулманччӗ ӗнтӗ.

Я не был там несколько месяцев.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫумӑр пӗр чарӑнмасӑр икӗ уйӑх хушши ҫурӗ: августӑн 14-мӗшӗнче пуҫланчӗ те октябрӗн 15-мӗшчен пычӗ.

Дождь шел безостановочно два месяца: с 14 августа до 15 октября.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапла пурӑнтӑм эпӗ ҫав кичем утрав ҫинче вунӑ уйӑх хушши.

Так прожил я десять месяцев на этом печальном острове.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах пӗр уйӑх иртсен, ту аяккинче, ҫӗрпӳрт ҫумнеллех, эпӗ тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ темиҫе ешӗл калча куртӑм.

Но вот прошло около месяца, и я увидел под горой, у самой пещеры, несколько зеленых ростков, только что выбившихся из земли.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Утрав ҫинче ҫав матрос тӑватӑ ҫул та тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Робинзон Крузо» // Василий Хударсем. Чӑваш календарӗ – 1969. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 58 с.

Утрав ҫинче ҫав матрос тӑватӑ ҫул та тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ.

На острове этот матрос жил четыре года и четыре месяца.

«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.

Пӗрисем математикӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ, Петр Могила ҫинчен илтмен те, теприсем Петр Могилӑна пӗлеҫҫӗ, уйӑх ҫинчен ӑнлантарса пама пултараймаҫҫӗ.

Иной математику знает отлично, а про Петра Могилу не слыхал, а иной про Петра Могилу знает, а не может про луну объяснить.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Егорушка Пантелее те, ҫӑм миххине те, хӑйне те курмарӗ; вӑл нумаях пулмасть уйӑх ҫутатнӑ еннелле чалӑшшӑн пӑхрӗ, анчах унта та, лав ҫинчи пекех, сӗм-тӗттӗм иккен.

Егорушка не увидел ни Пантелея, ни тюка, ни себя; покосился он туда, где была недавно луна, но там чернела такая же тьма, как и на возу.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Лӑсканчӑк вӗҫлӗ хура пӗлӗтсем сулахайра ҫӳлелле ҫӗкленме тытӑнчӗҫ ӗнтӗ, вӗсенчен пӗри, пӳрнеллӗ ал лаппи пек курӑнаканни, уйӑх еннелле туртӑнать.

Черные лохмотья слева уже поднимались кверху и одно из них, грубое, неуклюжее, похожее на лапу с пальцами, тянулось к луне.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Уйӑх ҫути тӗтреленчӗ, вараланчӑк пек туйӑнчӗ, ҫӑлтӑрсем те тӗксӗмленчӗҫ, ҫул хӗррипе таҫта каялла тусан пӗлӗчӗсемпе вӗсен мӗлкисем вӗҫрӗҫ.

Лунный свет затуманился, стал как будто грязнее, звезды еще больше нахмурились, и видно было, как по краю дороги спешили куда-то назад облака пыли и их тени.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех