Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Робинзон Крузо»

Автор: Василий Долгов

Ҫӑлкуҫ: Чӑваш календарӗ – 1969. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 58 с.

Хушнӑ: 2019.12.10 09:24

Пуплевӗш: 30; Сӑмах: 429

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Икҫӗр аллӑ ҫул ӗлӗк, 1719 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче, Англире «Тинӗс ҫулҫӳревҫи Робинзон Крузо пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна ҫырса кӑларнӑранпа ҫав тери нумай вӑхӑт иртнӗ пулин те, «Робинзон Крузо» роман кивеле пӗлмест: ӑна тӗнчери нумай-нумай чӗлхене куҫарнӑ, халӗ те куҫараҫҫӗ; ҫын, вулама-ҫырма вӗреннӗ-вӗренменех, ача чухнех, ҫав кӗнекене тупма тӑрӑшать, Робинзон Крузо утрав ҫине мӗнле лекни, унта мӗн-мӗн курни, мӗнле пурӑнни ҫинчен хумханса вулать… Романра ҫырса кӑтартнисем унӑн ӑс-пуҫне ӗмӗр манмалла мар кӗрсе юлаҫҫӗ.

Робинзон Крузо ӗҫӗсемпе вӑл курнӑ мыскарасем хальхи шкул ачисене те интереслентереҫҫӗ. Автор кӗнекере ачасене герой пурнӑҫӗпе, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫеҫ мар, тата тинӗспе, утрав ҫинчи ҫутҫанталӑкпа, унти чӗрчунсемпе лайӑх паллаштарать. Утрав ҫинче тӗл пулнӑ ҫын та ҫамрӑк вулакансен кӑмӑлне каять (Робинзон Крузо ӑна, эрнекун тӗл пулнӑран, ҫав кун ятне панӑ: ҫавӑнпа та кӗнекене акӑлчан чӗлхинчен вырӑсла чӗлхене куҫарнӑ чух Пятница тенӗ, чӑвашла — Эрне).

«Робинзон Крузо» романа Даниель Дефо писатель ҫырнӑ. Вӑл 1659 (1660) ҫул тӗлнелле Англире ҫуралнӑ. Дефо сутуҫӑ ывӑлӗ пулнӑ. Ашшӗ аш-какай сутса пурӑннӑ. Кӗнеке авторӗ хӑй те суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑнма хӑтланса пӑхнӑ: малтан чӑлхасем суткаланӑ, унтан кирпӗч завочӗ лартнӑ. Анчах унӑн ӗҫӗ ӑнса пыман.

Даниель Дефо политика ҫынни пулса тӑнӑ: вӑл кивӗ йӗркене хирӗҫ пынӑ, 1688 ҫулта патшалӑх переворотне, «чаплӑ» революци тенӗскере, ҫывӑх тӑнӑ, ӑна кӑмӑлланӑ. Дефо статьясем, памфлетсем, сӑвӑсем, романсем ҫырнӑ. Пӗр памфлечӗшӗн ӑна 1702 ҫулта намӑс юпи умне тӑратмалла, тӗрмене хупмалла тунӑ. Приговорне пурнӑҫламалла вӑхӑт тӗлне вӑл «Намӑс юпи гимнӗ» ятлӑ памфлет ҫырса кӑларнӑ. Дефо намӑс юпи умӗнче тӑнӑ чух ӑна Лондон ҫыннисем пыра-пыра саламланӑ.

Даниель Дефо 1731 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ.

Унӑн чи вӑйлӑ произведенийӗ — «Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫи пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем» роман. Унта автор чӑн-чӑн ӗҫе илсе кӑтартнӑ. Литература тӗпчевҫисем каланӑ тӑрӑх, Шотланди морякӗ Александр Селькирк карап капитанӗпе тавлашса кайнӑ та, ӑна ҫавӑншӑн Лӑпкӑ океанра, Чили ҫыранӗсем патӗнче, Хуан Фернандес ятлӑ утрав ҫине ирӗксӗр антарса хӑварнӑ. Утрав ҫинче ҫав матрос тӑватӑ ҫул та тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ. Д. Дефо, ҫак факта илсе, хӑйӗн романне ҫырнӑ чух ӑна ытти материалсемпе пуянлатнӑ, уйрӑмах вӑл Англи сутуҫисен тата ҫулҫӳревҫисен ҫырӑвӗсемпе, асаилӗвӗсемпе, кун кӗнекисемпе нумай усӑ курнӑ.

Даниель Дефо хӑйӗн кӗнекине ҫырнӑ чухне усӑ курна материалсенчен XVII–XVIII-мӗш ӗмӗрсенчи Англи буржуазийӗ ҫӗнӗ ҫӗрсем шыраса ҫӳрени, колонисем тыта-тыта илни лайӑх курӑнать. Робинзон Крузо хӑй те, тӗрӗссипе каласан, — ҫав вӑхӑтри буржуа сӑнарӗ, вӑл пуяс шухӑшпа ҫул ҫӳреме тухса каять. Робинзон утрав ҫине лексен те хӑйне хуҫа пек тыткалама пӑрахмасть: вӑл — Эрне хуҫи, Эрне — унӑн тарҫи. Шӑпах ҫакна шута илсе ӗнтӗ чех писателӗ, коммунист Юлиус Фучик хӑйӗн пӗр статйинче: «Эпир Робинзона Эрнесӗр курасшӑн», тенӗ.

«Робинзон Крузо» романа чӑвашла икӗ хутчен куҫарса кӑларнӑ. Вӑл ҫийӗнчех сутӑнса пӗтнӗ. Ку ӑна чӑвашсем те юратса вулани ҫинчен лайӑх каласа парать, темелле.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех