Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрисем ыттисенчен шалу ытларах илеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене шалу ытларах илни те ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа ахаль ҫӗвӗҫсем усламран пурте пӗр пек илмелле тенине ӑнлантарса парасси йывӑртарах пулчӗ: ҫакӑ вӑл услама пайласа валеҫес ӗҫре тунӑ юлашки улшӑну пулчӗ, кӑна виҫҫӗмӗш ҫулӑн варринче турӗҫ; мастерскойра ӗҫлекенсем услам вӑл пӗр е тепӗр ҫын ӑста ӗҫленӗшӗн илекен укҫа маррине, вӑл мастерскойӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗн результачӗ пулнине — унӑн тытӑмӗн, унӑн тӗллевӗн результачӗ пулнине ӑнланчӗҫ, ҫак тӗллев вӑл — ӗҫлекен ҫынсене пурне те, вӗсен кирек мӗнле уйрӑмлӑхсем пулсан та, пӗр пек усӑ пулмалла тӑвасси, мастерской ҫакӑн пек ӗҫленинчен ӗҫлекенсем пурте услам тунӑ ҫӗре хутшӑнасси килет; мастерской мӗнле ӗҫлесси, унӑн пӗтӗмӗшле йӗрки пурте пӗр кӑмӑллӑ пулнинчен килет, пӗр кӑмӑллӑ пулас енӗпе вара кашни ҫын мӗнле кӑмӑллӑ пулни те питӗ паха; чи вӑтанчӑк е чи пултарусӑр хӗр пӗр сӑмах каламасӑр килӗшнин усси пуриншӗн те, пӗтӗм ӗҫ ӑнӑҫӑвӗшӗн усӑллӑ йӗркене сыхласа хӑварма, аталантарма чи вичкӗн те чи пултаруллӑ хӗр питӗ тӑрӑшса ҫӳренин уссинчен сахалах мар.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Виҫҫӗмӗш ҫулӑн варринче кӑна пӗр пек валеҫме пуҫларӗҫ, унччен вара, услама ӗҫ укҫине кура пайланинчен пуҫласа, темиҫе тӗрлӗ те туса пӑхрӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапах та вӑл, пӗтӗм вӑйне пухса, утма ҫулӑн сулахай енчи вилтӑпри патне пычӗ, карҫинккине ҫӗре лартрӗ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах Хуа Да-ма утма ҫулӑн сылтӑм енчи ҫӗнӗ вилтӑпри патне пырса ҫитрӗ, пахча ҫимӗҫсем касса хунӑ тӑватӑ турилккепе рис чашкине вырнаҫтарса лартрӗ те хӑй макӑрма тытӑнчӗ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Ҫулӑн икӗ енӗпе юр пуснипе курпунне кӑларнӑ хура армутипе талпиҫенсем мӗскӗннӗн ларса юлаҫҫӗ.Жалко горбятся засыпанные макушки чернобыла и татарника по обеим сторонам дороги.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Николаевски чугун ҫулӑн вокзалӗнче икӗ тус тӗл пулчӗҫ: пӗри мӑнтӑркка, тепри ырханкка.На вокзале Николаевской железной дороги встретились два приятеля: один толстый, другой тонкий.
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Тусанпа витӗннӗ, нумай сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ тӑрӑхла ҫырлаллӑ дереза йывӑҫҫисен тӗмӗсем ӳсекен ҫулӑн леш енче гарман пуҫланать.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫурҫӗр тинӗс ҫулне пӑхнӑ чух та вӑл ҫар ҫулӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗ, ҫавна каланӑ май, вырӑссемпе Япони кампанийӗ ӑнӑҫманни те ҫак шухӑша ӑнланманнинчен килнӗ, тенӗччӗ вӑл, ҫав ҫулӑн усси ҫинчен Менделеев мӗн каланине те манса хӑвармарӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ, поэтсем пек, пурнӑҫа ҫулпа танлаштарас пулсан, ҫулӑн чи кара ҫаврӑнмалли вырӑнсенче эпӗ кирек хӑҫан та хама тӗрес ҫул кӑтартакан регулировщиксене курнӑ пулӑттам.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара эп хирӗҫри алӑкран ҫулӑн тепӗр енне сикрӗм, состав тавра чупса кайрӑм, кайран тин, хамӑр вагонтан инҫе кайсан, кӑшкӑрса хӑвартӑм:
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Йӑхран йӑха каласа пани тӑрӑх, ӑна 1774-мӗш ҫулӑн вӗҫӗнче патша хӑй хушнипе ирӗке кӑларнӑ пулать, вӑл Пугачева вӗлернӗ ҫӗрте те пулнӑ иккен.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗсем аякра, чугун ҫулӑн тепӗр енче!..но ведь они за железной дорогой, далеко, совсем в другой стороне!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫырманалла анакан ҫулӑн икӗ айккипе те сӑрт.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хамӑр ҫулӑн иккӗмӗш пайне эпир лайӑх курса тӑратпӑр: пичче пире поездпа Мускавран Ташкента илсе каймалла.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫулӑн икӗ айккипе якалнӑ хура чулсем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, юр айӗнчен унта-кунта йывӑҫ тӗмӗсем курӑнкалаҫҫӗ, пӗр ҫулҫӑ та вырӑнӗнчен хускалмасть, ҫакӑн пек вырӑнта, вилнӗ пек тӗлӗрсе ҫывӑран ҫут ҫанталӑкра, вырӑс шӑнкӑравне, ӗшеннӗ почтӑ тройки пыни питех те савӑнтарать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
1797 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче отставкӑна тухса хӑй ялне кайнӑ та, ҫавӑнтанпа унтан ниҫта та тухса ҫӳремен.Вышел в отставку в начале 1797 года, уехал в свою деревню и с тех пор оттуда не выезжал.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— 1812 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче манӑн Вильнӑна васкаса каймалла пулчӗ, унта пирӗн полк тӑратчӗ, — тенӗ Бурмин.— В начале 1812 года, — сказал Бурмин, — я спешил в Вильну, где находился наш полк.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
1811-мӗш ҫулӑн вӗҫӗнче, эпӗр манми тапхӑрта, хӑйӗн Ненарадово ятлӑ именинче пӗр ырӑ кӑмӑллӑ Гаврила Гаврилович Р… пурӑннӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫулӑн икӗ енчи чӑрӑшсем генералсем тӑхӑнакан кӑвак плащсем тата ҫӑмлӑ буркӑсем пулса тӑнӑ.Ели по сторонам дороги превратились в седые плащи и косматые бурки генералов.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫулӑн пӗр пайне вӗсем пӗшкӗнсе утса иртрӗҫ, анчах тепӗр пайне хырӑмпа шуса каймалла пулчӗ, мӗншӗн тесен вырӑнӗ тикӗс пулнӑ пирки вӗсене темиҫе хутчен те пулеметран пеме тытӑнчӗҫ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948