Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

поэт сăмах пирĕн базăра пур.
поэт (тĕпĕ: поэт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темле пулсан та — тӑхӑр Музӑран, пӗртте пуҫа ватмасӑр, Эратӑна суйланӑ пулӗччӗ, ирӗк парсан, Поэт тени.

Как бы там ни было - из девяти Муз, ни разу не ломая голову, выбрали бы Эрату, если бы дал волю названный Поэт.

Ҫыравҫӑна // Лидия Филиппова. https://chuvash.org/lib/haylav/7347.html

Поэт та теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫыравҫӑна // Лидия Филиппова. https://chuvash.org/lib/haylav/7347.html

Поэт та теҫҫӗ…

Говорят и поэт...

Ҫыравҫӑна // Лидия Филиппова. https://chuvash.org/lib/haylav/7347.html

Пичетлӗ сӑмаха епле сӑхланнӑ Пӗр кӗнеке те кӑларман поэт!

Как жаждал печатного слова Ни одной книги не выпустивший поэт!

«Шаккать юлташӑн чӑвашла машинӗ...» // Петӗр Хусанкай. https://chuvash.org/lib/haylav/7335.html

Повеҫе хурлама ҫук, анчах паллӑ поэт прозинчен эпир ытларах та ыйтасшӑн.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Пӗр ҫӗрте, акӑ, Шупуҫҫынни поэт курӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫеҫпӗл Мишши сӑнарне автор кӑшт ҫеҫ кӑтартнӑ пулсан та, вӑл поэт сӑн-питне эпир пӗлнинчен ӑрасна, ҫӗнӗ тӗс хушать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Г. Краснов-Кӗҫӗнни поэт ҫӗнӗ ҫӗре каякан ҫамрӑксем ҫинчен лирикӑллӑ повеҫ шӑрантарчӗ.

Поэт Г. Краснов-Младший написал лирическую повесть о молодежи, переселяющихся на необжитые места.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Константин Васильевич историе поэт пек кӑна кӗрсе юлман.

Куҫарса пулӑш

Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10

Иртнӗ ӗмӗрти вӑтӑрмӗш ҫулсенчех палӑрнӑ поэт Ататолий Анат (Цветков) кунта халӑх юрри пулса тӑнӑ «Куккукне» кӑна мар хайланӑ.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Пурис Павӑлӗпе ун арӑмӗн Вирккан ҫичӗ ывӑл, ҫиччӗшӗ те аслӑ шкул пӗтернӗ (Мишша Сениэль поэт, Иван Егоров прозаик, Николай ялти шкул директорӗ, Петӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗн ертӳҫи, Кӗркурипе Ҫергей - чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем, кил тӗпчекӗ – ял композиторӗ - Тимӗр тата икӗ хӗр – Зина, вӑл Тутарстанрах вӑрман урлӑ ялтах пурӑнать, Лиза радиотелеграфистка вара Шупашкар ҫумӗнчи Шахчӑрта хӑйӗн кил-ҫуртне тытса тӑрать).

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Михаил Сениэль (1940-2014) поэт — унӑн пиччӗшӗ, илемлӗ сӑмахлӑх ҫулӗпе ертсе пыраканӗ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Асӑннӑ семинарта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем П.Хусанкайӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне тишкерчӗҫ, поэт сӑввисене чуна тивмелле вуларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Журналта ҫамрӑк талантсен сӑввисем, калавӗсем, ӳкерчӗкӗсем пичетленнӗ, ҫав авторсенчен чылайӑшӗ кайран паллӑ поэт, писатель, художник пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем корреспондентсемпе тӗл пулчӗҫ // Татьяна ЗАХАРОВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Пирӗн ун пек поэт питӗ нумай.

У нас таких поэтов очень много.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хӑшпӗр поэт ашшӗн килне мухтаса мӗн чухлӗ сӑвӑ ҫырать.

Некоторые поэты слагают очень много стихов об отцовском доме.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Петр Яковлевич Яковлев — поэт, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ, филологи наукисен кандидачӗ /1989/, СССР Писателӗсен союзӗн членӗ /1986/.

Петр Яковлевич Яковлев — поэт, языковед, переводчик, кандидат филологических наук (1989), член Союза писателей СССР (1986).

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ульяновск область кӗпӗрнаттӑрӗн ветерансен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канашлуҫи Николай Лазарев Владимир Сатай пек ҫынсемпе – ҫыравҫӑ, поэт тата вӑрҫӑ ветеранӗ – пирӗн мухтанма пӗлмеллине, вӗсенчен тӗслӗх илмеллине, ҫамрӑк ӑрӑвӑн асаттесемпе асаннесен паттӑрлӑхне манмалла маррине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Ҫапла, поэт чӑнахах та чӑваш литературинче пӗтӗм чунне, пӗтӗм пултарулӑхне парса ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр паттӑррӑн утса тухнӑ поэт — ҫав вӑхӑта аса илсе — миршӗн кӗрешме чӗнекен хӗрӳллӗ сӑвӑ та нумай ҫырчӗ...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех