Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Шаккать юлташӑн чӑвашла машинӗ...»

Автор: Петӗр Хусанкай

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/lib/haylav/7335.html

Хушнӑ: 2019.02.27 00:27

Пуплевӗш: 8; Сӑмах: 76

Текст тӗсӗ: Сӑвӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Шаккать юлташӑн чӑвашла машинӗ…

Ансат ӗҫлетпӗр ку чухне, ансат.

Аса килет мӑнтарӑн Кӗҫтенттинӗ,
Аса килет те чӗрене касать,
Вӑл йывӑҫран машин туса хӑтланнӑ, —
Пӗччен алҫырӑвне камах пӗлет?

Пичетлӗ сӑмаха епле сӑхланнӑ
Пӗр кӗнеке те кӑларман поэт!

Чернил тени те уншӑн пулнӑ «чудӑ»:
Ҫырать те хуратать, каллех ҫырать…

Хура тӗс витӗр вӑл курасшӑн ҫутӑ,
Чӗлхемӗр вилӗмсӗрлӗхне шырать.

Сас паллисем чӑваш хӗр куҫӗ евӗр
Шӑрҫаланаҫҫӗ шурӑ хут ҫинче…

Шаккатпӑр, кӗнекен те пичетлетпӗр,
«Нарспи» ҫапах та ҫӑлтӑр пек инҫе.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех